Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сысна сăмах пирĕн базăра пур.
сысна (тĕпĕ: сысна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫывӑх вӑхӑтра сысна пусман ҫав, утта тухас умӗн сурӑха кӑна тирпейлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хуҫа хӗрарӑмӗ мӗнле яшка ҫиме кӑмӑлланине ыйтсан эпӗ: — Эсир пӗлетре, пирӗн патра ҫакӑн пек йӑлайӗрке ирттернӗ чухне хӑнасене сысна хӳрипе хӑлхинчен пӗҫернӗ яшка ҫитереҫҫӗ. Эсир мана ӗненӗр: университетра вӗреннӗ чухне ҫак темӑсене лайӑх пӗлеттӗм, ҫавӑнпа калатӑп, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Мӑшӑрӗ, Михаҫ, сысна е ӗне выльӑх ашӗ килӗштермен.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Гаврилова хӑть кала, хӑть ан кала, хӑлхана та чикмест, сысна тейӗн, итлемест, — терӗ Наташа.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман машинӑпа сысна таптаса вӗлерни ҫинчен кунта телефонпа пӗлтерме ӗлкӗрнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

— Машинна ҫавӑр та, эс таптаса вӗлернӗ сысна патне кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Анчах капан пек выртакан сысна умӗнче тӑнинчен усси пулас ҫуккине часах туйса илчӗ вӑл, ҫавӑнпа машинӑна хӑпӑл-хапӑл кӗрсе ларчӗ те, вӗҫтере пачӗ хӑйсен ялнелле.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Михӗре сысна сури нӗриклетни илтӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Куҫне уҫайман сысна ҫури ӑнсӑртран вилсен те каҫару ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Ҫавна май вӗсем кӑҫал кашниех пин те икҫӗршер сысна самӑртма сӑмах пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

«Арапуҫӗнчи «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» колхозри Иван Софронов ертсе пыракан сысна фермин ӗҫченӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Женя — Иван тусӗ, тепӗр колхозри сысна фермин заведующийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Нӑркка, Плаки — сысна ферминче ӗҫлекен колхозницӑсем.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Сахрун Иванӗ — сысна фермин заведующийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Раман урӑх чӗнмерӗ, ӑшӗнче ҫеҫ: «Сысна тип ҫанталӑкра та пылчӑк тупать!» — тесе ятлаҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Витере — самӑртма хупнӑ ултӑ чӑмӑр сысна.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сысна ҫӑвӗпе сӑтӑрса янӑ тейӗн, — ӳтне аллипе ачашлакаларӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Астӑватӑп, астӑватӑп, мӗнле-ха тата? — чее куҫӗсемпе вӑл ыйтакан хӗрарӑм ҫине сӗмсӗррӗн тӗсесе пӑхрӗ, чӗлхипе, сысна пек, чаплаттарчӗ, арӑмӗ килте пулнишӗн кулянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи ҫав самантрах тымарне татнӑ курӑк пек лӗпсӗртетсе анчӗ, чунӗ тухнӑ сысна пек хашлатса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех