Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑчлаттарса (тĕпĕ: мӑчлаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек чух Макҫӑм хӗрелсе каять, йӗтӗн чечекӗ пек куҫӗсене мӑчлаттарса, киревсӗррӗн шӳтлесе тавӑрать: «Меркулов амӑшӗпе чикан ҫывӑрнӑ, ман анне кӗвӗҫсе тӑнӑ пулмалла; атту эпӗ унашкал пулмалла-и… турӑ сыхлатӑр ун пек япаларан!..»

Максимка краснел, жмурил голубой, как льняной цветок, глаз, пакостно отшучивался: «С Меркуловой матерью цыган ночевал, а моя, небось, позавидовала, а то б рази я… да упаси и не приведи!»

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пенсне айӗпе куҫне мӑчлаттарса, ӑна хирӗҫ Евгений Листницкий тухрӗ.

Навстречу ему, щурясь из-под пенсне, шел Евгений Листницкий.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тутипе мӑйӑхне ывӑҫ тупанӗпе майӗпен сӑтӑркаласа, куҫӗпе черкке тӗпнелле сӑхса илчӗ, унтан, пуҫне каялла каҫӑртрӗ те черкке тӗпӗнче тӑлӑххӑн юлнӑ тумлама тепӗр хут хура шӑллӑ ҫӑварне силлерӗ; вара, тин вӑл сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, хӑяр ҫыртса илсе, куҫне вӑрахчен киленчӗклӗн мӑчлаттарса хӗстерчӗ.

Медленно вытирая ладонью губы и усы, он стрельнул глазами на дно рюмки, — запрокинув голову, стряхнул в раззявленный чернозубый рот сиротинку-каплю и только тогда перевел дух, закусывая огурцом, блаженно и долго щурясь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Илтсеттӗм ҫапла пакӑлтатнине, — пит-куҫне мӑчлаттарса каларӗ те Шамиль, кӗсйинчен табак енчӗкӗ кӑларса, Пантелей Прокофьевич патне пычӗ.

— Слыхал такую брехню, — мигая щекой и глазом, доставая кисет и подходя к Пантелею Прокофьевичу, говорил Шамиль.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, пушӑ ҫӳлӗксемпе кивелсе якалнӑ сентре ҫине куҫӗпе мӑчлаттарса пӑхса, сӑмах тупса калаймасӑр минресе тӑчӗ.

Оглядел Пантелей Прокофьевич пустующие полки и глянцевитый от старости прилавок, помялся.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Епле-ха апла, хӑта?.. — ҫухалса кайнӑ пек те мӗскӗннӗн куҫне мӑчлаттарса илчӗ Мирон Григорьевич.

— Как же так, сват?.. — Мирон Григорьевич растерянно и жалко заморгал.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прохор Зыков, питҫӑмартийӗ ҫине таканлӑ ут чӗрни йӗрӗ шӑрланса юлнӑскер, халӗ кӑна лазаретран таврӑннӑ та, ун тути хӗррисем ҫинчи асаппа сехӗрленӳ ҫаплах иртсе каяйман-ха, йӑваш куҫӗсене те ӗлӗкхинчен тӑтӑшрах мӑчлаттарса уҫса хупать вӑл; Егорка Жарков кашни тӗл килмессеренех ирсӗр намӑс сӑмахсем вылятать, ӗлӗкхинчен ытларах путсӗрленет тата тӗнчере мӗн пура-ҫука пӗтӗмпех ылханать; Григорипе пӗр хутортан килнӗ Емельян Грошев, яланах ӗҫлӗ те тимлӗ, ҫӑмӑлттай мар казак, пӗтӗмпех темле пӗкӗрӗлсе кӗчӗ, хуралса кайрӗ, ухмахла ахӑлтатса кулакан пулчӗ, кулли хӑйӗн темле ӗненчӗксӗррӗн, чӑртмахла тухать.

Прохор Зыков, только что вернувшийся из лазарета, с рубцеватым следом кованого копыта на щеке, еще таил в углах губ боль и недоумение, чаще моргал ласковыми телячьими глазами; Егорка Жарков при всяком случае ругался тяжкими непристойными ругательствами, похабничал больше, чем раньше, и клял все на свете; однохуторянин Григория Емельян Грошев, серьезный и деловитый казак, весь как-то обуглился, почернел, нелепо похахакивал, смех его был непроизволен, угрюм.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрлӗрех сухаллӑ, ыйхӑллӑ патша Крючкова лашана пӑхнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗ, хутаҫ пек усӑнса тӑракан йӳҫек куҫ хупаххийӗсене мӑчлаттарса илчӗ, ӑна хулпуҫҫийӗнчен силлесе ҫупӑрларӗ.

Рыжеватый сонный император осмотрел Крючкова, как лошадь; поморгал кислыми сумчатыми веками, потрепал его по плечу.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Господин офицер… сехет, господин офицер!.. — еврей халӗ кӑна ҫитсе тӑнӑ офицерсем еннелле хӑйӗн хӗрлӗрех илемлӗ питне ҫавӑрчӗ те куҫӗсене хӑвӑрт мӑчлаттарса уҫса хупрӗ.

— Господин офицер… часы, господин офицер!.. — Еврей, поворачивая к подъехавшим офицерам красивое лицо, часто моргал глазами.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ шӑлна ҫырт! — терӗ вахмистр, аякалла пӑхса, куҫӗсене хӑвӑрт мӑчлаттарса.

— Ты помалкивай! — сказал вахмистр, часто мигая и глядя вбок.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗтӗм сотнипе пӗртен-пӗр кулӑшла та ирсӗр сӑмахсем калама юратаканскер, намӑссӑр та вӑтанма пӗлми Егорка Жарков, куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗрӗнчӗккӗн кулса илчӗ те калаҫӑва хутшӑнчӗ.

На всю сотню весельчак и похабник, бессовестный и нагловатый Егорка Жарков встревал в разговор, подмигивая и грязно улыбаясь:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лутака кӗлеткеллӗскер, пӗтӗмпе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер (аллисем ҫинче те-ха унӑн кӑвак тӗксем пулнӑ), ача чухнех чукмарпа ҫапса лапчӑтса лартнӑ сӑмсаллӑскер, вӑл яланах пӗчӗк ача пек ӑшшӑн ейӗлсе, йӑл кулса ҫӳренӗ, кулнӑ май хӗрлӗ пӗркеленчӗклӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗри-тавралла уҫӑ кӑмӑллӑн пӑхнӑ.

Низенький, весь в зеленой седине (на руках и то рос седой волос), с носом, расплюснутым еще в детстве ударом чекмаря, вечно улыбался он голубой детской улыбкой, мигая на окружающее простодушными, в красных складках, глазами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ, ҫӗвӗклӗ питҫӑмартине турткалантарчӗ.

Примаргивал глазом, судорожно дергал дырявой щекой.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Канаш пачӗ те куҫӗсене хӑвӑрт мӑчлаттарса илчӗ.

Посоветовал и заморгал чаще.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ курмастӑп, — терӗ пассажир, куҫӗсене суккӑр ҫын пек мӑчлаттарса.

— Не вижу, — сознался пассажир, подслепо моргая.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен тем тӗрлӗ те шухӑшласа хурать вӑл, типӗ куҫӗсемпе мӑчлаттарса, тӗттӗмлӗхе пӑхать.

По ночам передумывала вороха мыслей, моргала сухими глазами в темь.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич, куҫӗсене ырӑ кӑмӑллӑн мӑчлаттарса, шурӑ пиҫиххи айӗнчи капӑр мундира лайӑхрах сӑнаса пӑхма пикенчӗ, анчах мундирӗ ҫине анлӑшӗпех йӑплак хӑяр вӑрри сурчӑкӗ ҫыпҫӑнса тулнӑ.

Мирон Григорьевич, благоговейно моргая, пытался разглядеть форму богатого, под белым поясом мундира, но мундир был густо заплеван огуречными скользкими семечками.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, кӑмӑлне ҫемҫетнӗ куҫӗсемпе мӑчлаттарса, хӑтин сивӗ куктӗррипе тӗрленсе тӑракан питӗнчен пӑхрӗ те лаша чӗрни пек сарлака аллаппийӗпе кӗленче тепӗнчен ачашшӑн шаплаттарчӗ.

Пантелей Прокофьевич, растроганно моргая, глядел на засеянное конопушками лицо свата и ласково шлепал широкой, как лошадиное копыто, ладонью по дну бутылки.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, куҫне мӑчлаттарса, пӗр ури ҫинчен тепри ҫине пускаласа, ашшӗ ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ.

— Петро, моргая, глядел на отца снизу вверх, переступая с ноги на ногу.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий куҫӗсене хӑвӑрт мӑчлаттарса илчӗ.

Григорий часто заморгал глазами.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех