Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лашисене (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Ирхине тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман урамсенче пушӑ урапасемпе кӑрмансем курӑнса кайрӗҫ, ҫынсем ҫу каҫиччен пӗр кун канман лашисене Атӑл хӗррине, салах ути турттарнӑ ҫӗре, хӑваларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен лашисене туртса илсе пӑх-ха, параҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрле ку вут ҫути вӑрӑм хыр йывӑҫҫинчен ҫӳле хӑпарать — ял ҫыннисем ачасем кӗҫӗр лашисене ӑҫтарах ҫитернине аякранах пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти кӳршӗсемпе пӗлӗшсем те вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшрӗҫ вӗсене, утӑ турттарма е ытти ҫӗре кайма хӑйсен лашисене сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улансем малти пӳрте иртрӗҫ, иҫниксем лашисене апат парса картиш варринчи ҫӗр пӳрте пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем шӑкӑлтатса калаҫса тата хӑйсен ӑнӑҫсӑр ӗҫӗнчен кулса лашисене юнашар уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашисене вӗсем ҫӗрле черетлӗн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӗпен уттараҫҫӗ хӑйсен лашисене мӑрса ҫыннисем, Урасмет хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма тӑрӑшмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс вӑрламан-ҫке ун лашисене!

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крепость коменданчӗн лашисене вӑрласа кайнӑ!

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан пӳртре хӑна пулнӑ хушӑра вӗсем хӑйсен ывӑннӑ лашисене тӑрантарчӗҫ, хӑйсем те мӗнле килнӗ ҫапла апат тукаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тавтапуҫ ыр сӑмахшӑн! — пуҫ тайрӗ Ахтупай, анчах лашисене чармарӗ, вӗсене чӗлпӗртен тытса малаллах утрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла ӗнтӗ вӑл тарҫӑ ӗҫӗ, чӗлпӗр тыт та пуҫна пӗксе ҫын лашисене ҫавӑтса кай!

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хамӑр юпах тихана Урасмет туртса илсен пулӑшмарӗ пире, ун чухне эпӗ кирлӗ марччӗ, халь ав тӗкӗрҫӗ пулса таҫта-таҫта ҫӳрени ҫитмест, лашисене те манӑнах пӑхма тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак хушӑра лашисене кирек мӗн пулас пулсан е ака туйӗнче малти вырӑна йышӑнаймасан?

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улшуҫсем пӗр-пӗрне калаҫма памасӑр вӗҫӗмсӗр тем кӑшкӑрашаҫҫӗ, лашисене пушӑпа е ҫара алӑпа ҫапа-ҫапа мухтаҫҫӗ, вӗсен хакне вунӑ хут ӳстерсе ыйтаҫҫӗ, чакарнӑ чухне вара пӗр-пӗрин тӳсӗмлӗхне сехечӗ-сехечӗпе тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫ пулнӑ тӗле ҫитеҫҫӗ те лавккасен таврашне лашисене тӑвараҫҫӗ, чаппанпа е лашана витмелли ашӑкпа пӗркенсе ҫавӑнтах ҫӗр каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем лашисене ялан кунталла пӑрни те кӑмӑла каймасть.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑш-пӗрисем тӗттӗмре шӗшкӗ тӗмӗсем хыҫне кӗрсе тӑчӗҫ, нумайӑшсем лашисене ҫултан кӑшт пӑрма ҫеҫ ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑсем Сӑр хӗррине анса лашисене шӑварчӗҫ, вӗсене унчченхи вырӑна кӑкарса хурса тепрер ҫӗклем утӑ пачӗҫ те каллех мунчана таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех