Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларать (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах мӗншӗн укҫа, пуян ҫын чапӗ, мулӗ ҫынлӑхран кӑларать ӑна?

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ку юрӑсене эпӗ Чӗмпӗре Константин Иванова ярса паратӑп, вӑл вӗсене унта ак ҫакнашкал уйрӑм кӗнеке туса кӑларать, — терӗ музыкҫӑ, савӑннӑ ачана пӗр кӗнеке тыттарса.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алӑк патӗнчисем сӑхсӑхма манса тӑраҫҫӗ, капӑр тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем те хӑйсем чиркӗве мӗншӗн килнине манчӗҫ пулас; темле карчӑк тутӑр айӗнчен хӑлхине кӑларать, тепри пуҫ ҫапма чӗркуҫленнӗ те, юрра тӑнласа, ҫаплипех кукӑрӑлса ларать; пупӑн сӑнӗнче те, ыттисенни пекех, тулли кӑмӑл палӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кун таврӑнса хӗвел ҫур еннелле сулӑнсан, Лавр Кузьмич пасара ҫур кило таякан шултӑра, тутлӑ, кӗрпеклӗ улма ещӗкӗ-ещӗкӗпе кӑларать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Михал Кондратч пирӗн питӗ маттур, чисти изобретатель, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларать, — шӳтлеме пуҫланӑччӗ председатель — ӑна хаяр старик пӳлчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эпӗ ял хуҫалӑх выставкинче куртӑм: пӗр хресчен, Киров облаҫӗнчи ҫын, халӑх оркестрӗнче унпа чип-чипер кӗвӗсем кӑларчӗ, тет, пӑчкине патакпа ҫапать те темӗн тӗрлӗ авкалать, вара оркестрпа килӗшӳллӗ кӗввех кӑларать, тет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пирус савӑтӗнче сӳнсе пӗтмен сигарет тӗтӗм кӑларать, ҫӑвара хыпнӑ ҫӗрте тута писевӗ ҫыпҫӑнса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

— Тӑван кӗтес вилене те шӑтӑкран кӑларать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Прухур аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать, лашине чарма ыйтать, кӗсйинчен ҫур литр эрех кӑларать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тав тӑвас вырӑнне ӑна ӑҫтиҫук ферма заведующийӗ ӗҫрен кӑларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑна пӑлхатнӑ вӑхӑтра арҫынача буксоват тӑвакан машина сассине кӑларать: «Ӗӗӗӗӗӗннн-нӗн-нӗн-нӗнн».

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Хӑйӗншӗн кӑна мар, чи малтанах пассажирсемшӗн, ытти мӗнпур ҫул-йӗр участникӗсемшӗн хӑрушлӑх кӑларать вӗт ӳсӗр ҫын.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Кам мӗнле пултарать, ҫапла шухӑшласа кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав ҫулсенче Боливар салтаксене ҫӗр памалли декрет кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ленин сывалнӑ, тет! — шухӑшласа кӑларать пӗри.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сысна тислӗкне тӳрех пахчана кӑларать, ҫав хушӑрах витене уҫӑлтарать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫуркунне ҫав йывӑҫсем ҫинче темӗн чухлӗ курак йӑва ҫавӑрса чӗп кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫынсен шанӑҫне тӳрре кӑларать.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Унпа юнашар шӑнӑр курӑкӗ ҫулҫӑ сарнӑ, талпиҫен пуҫне кӑларать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пулать ун пекки, — сӑмах тӗртрӗ тепӗр старикӗ, — пӗр патша указ кӑларать, тепри ӑна пӑрахӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех