Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларать (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан вӑл кивӗ йывӑҫ пӳрте сиплет, унтан, ӗҫленӗҫемӗн хӗрсе-хӗрсе каять те, йывӑҫ пӳртпе юнашар чул пӳрт ҫавӑрать, вӗсен хушшине ҫенӗк майлаштарса, урамалла крыльца кӑларать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шыва пӗр котлованран уҫласа кӑларать те теприне тултарать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калаҫнӑ май вӑл сӑран сумкинчен фотоаппарат кӑларать те ик-виҫ утам чакса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Калаҫнӑ май хӑй халат кӗсйинчен пусма татӑкӗ кӑларать те сӗтел-пукана киленсе шӑлать, пусмине куҫӗ умнех тыта-тыта пӑхать: тусан нумай ларман-и?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Щит ӗвӗрлӗ пар гормонсем ӗҫлесе кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Щит евӗрлӗ пар чирӗсем ҫинчен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Jv1OXBFrT5s

«Хаклӑ тавар хакне кӑларать», — тесе халӑхра ахаль каламан ҫав.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

– Аса ил-ха, пирӗнтен кам пӗрмаях мӗн те пулин шутласа кӑларать?

– Ты вспомни, кто из нас все время что-то придумывает?

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Ҫакна мала кӑларать те хальхи ӑру.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Кайӑк юрлани ҫинчен ҫырни редакторсене те килӗшет, ҫавна май Мерчен Мишши чиперех пурӑнать, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мускавра мӗнле те пулин постановлени йышӑнаҫҫӗ кӑна — ҫавӑнта кӑтартнисем пурте тӗп-тӗрӗс пулнӑ пек ӗнентерме тӑрӑшса Саркай тӳрех роман кирпӗчрен те хулӑнрах ҫырса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Рикса шанчӑка яланах тӳрре кӑларать, вӑл пӗрре те йӑнӑшни пулман», – тет ун пирки хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Шалӑва ӳстермелле – ҫакна мала кӑларать те республика ертӳлӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине ӳстересси — малта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61036

Пирӗн издательство Ленинла преми лауреачӗсен произведенийӗсене те ҫуллен тенӗ пекех чӑвашла куҫарса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Издательство 1964 ҫулта унӑн «Палӑк» ятлӑ пысӑках мар повеҫне кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

1964 ҫулта кӗнеке издательстви, вӗсен чи лайӑх сӑввисене пухса, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» ятлӑ кӗнеке кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Издательство пирӗн вилнӗ поэтсен паллӑрах произведенийӗсене пухса уйрӑмшар кӗнеке кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Драматург сцена ҫине телейлӗ чӑваш колхозникӗсемпе колхозницисене, хальхи савӑнӑҫлӑ ҫамрӑксене кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кашниех хӑй йышӑннӑ касӑсем ҫинче ҫӗрулми кӑларать — сӑнӗсене уйӑрса илме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех