Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кулӑ (тĕпĕ: кулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем хушшинче каллех хаваслӑ кулӑ илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уяв залӗ пӗчӗккисен те, пысӑккисен те йӑл кулӑ ҫиҫекен сӑнӗсемпе, илемлӗ те янӑравлӑ сассисемпе лӑк тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

— Тукайпа эпир туслӑ, — тем ырӑ япала асне килчӗ пулас хуҫана — сухал айӗн кулӑ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврара кулӑ янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пур ҫӗрте те кулӑ янӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫурхи ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ ҫине йӑваш кулӑ йӗрӗ хытса ларнӑ та ун, ҫӳллӗскер, урам варрипе ним уямасӑр лаплаттарса утса пырать вӑл.

и потому идет неторопливо по самой середине улицы с безмятежной улыбкой на загорелом на вешнем ветру лице, высокий и красивый.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑрӑ сывлӑшра кайӑксем юрлаҫҫӗ, кулӑ янӑрать.

В воздухе звенит смех, пение птиц.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пичӗ ҫинче — телейлӗ кулӑ.

Он просто счастлив.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ыраттарать пит сӗмсӗр кулӑ Хурлӑхпа тулнӑ чӗрене.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пит-куҫӗнче хутран-хутран Ҫиҫет шевле пек вӑрттӑн кулӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫынсемшӗн кулӑ, Сехрешӗн савӑнӑҫ: паян ирхине Марине ачисемпе ун ҫуртне пурӑнма куҫрӗ, тек вӑл Сехрепе пурӑнса пӗтерейӗп-ши тесе иккӗленмест.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей сӑмаха кулӑ ҫине ҫеҫ пӑрса яма пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта ӗнтӗ ҫамрӑксем ытларах юлнӑ, ҫавӑнпа кашни утӑмра кулӑ та шӳтлӗ сӑмах янрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗ унта халь юрӑ та, ҫава сасси те, савӑнаҫлӑ кулӑ та илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗҫрен кӑларнӑ конюха кам пытӑр ӗнтӗ халь? — кулма пӑхрӗ Сехре, анчах кулӑ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр каччӑ пичӗ ҫинче ҫак минутра нимле кулӑ та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сассинче пытанса тӑракан вӑрттӑн кулӑ янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсем вутла ҫунса тӑраҫҫӗ, вӗсенче яланах кулӑ, савӑнӑҫ, йӗкӗлтӳ тата шухӑлӑх палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку кӑсӑяна курсан Эрнепи чунӗ кӑшт ҫемҫелнӗ пек пулчӗ, ун тути ҫинче ҫак ҫулталӑк хушшинче пӗрремӗш хут кулӑ пекки палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа ҫав пӗчӗк хӗрарӑмӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗсене илтсен, гимназист пичӗсем тӑрӑх йӑл кулӑ чупса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех