Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнине (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ матике пӑрахрӑм та шыв хӗрринелле чупрӑм, - аса илет Айдар Нуриахметович ҫав кун мӗн пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

«Халӑх тӗрӗслевӗ» портал вӑл мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Иртнине кӗнекере хӑвармалла

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Паянхи пурнӑҫра иртнине асӑнса уявлани час-часах тӗл пулма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

«Халӑх тӗрӗслевӗ» портал вӑл мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

Портал «Народный контроль» подвел итоги данного голосования.

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35762.html

Иртнине шута илмесӗр хальхине тата пуласлӑха йӗркелеме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Спорт хастарлӑхӗпе хӑйсен команди валли ҫӗнтерӳ илсе килес кӑмӑл ачасене ҫав тери ҫавӑрса илнӗ, вӗсем таврара мӗн пулса иртнине те асӑрхаман.

Спортивный задор и желание добиться победы для своей команды захватывали детей настолько, что они не замечали происходящего вокруг.

Физкультурник кунӗ канупа спорт программи ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3388997

Пулса иртнине хастар хутшӑнма, хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑма тивӗ.

Придётся принимать активное участие в происходящих событиях и отстаивать свою точку зрения.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем хӑйсен продукцийӗпе паллаштарнӑ, паха опыт илнӗ, фестиваль питӗ илемлӗ те асра юлмалла иртнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Денисӑн хупӑна пӗлмен ҫӑварӗ пулса иртнине вунӑ хут ӳстерсе, пӗтӗм тӗнчене сарнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Складра мӗн пулса иртнине пуҫӗнче ниепле те шӑнӑҫтараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине тата мӗн пулассине чипер йӗркеллӗ астуса пыракан ҫын сӗтел хушшине эрех-сӑрапа лармалли сӑлтав яланах тупать вӑл!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Хӗвел пӑхсан ҫеҫ, чунӗ ӑшӑнса ҫемҫелсе каять те, иртнине аса илсен, ирӗксӗрех куҫҫулӗ тухать…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Акӑ халь, иртнине танлаштарсан, ҫак тӑван ял вӑрманӗ хӗрринче ларни те — хӑй вӑл пӗр ӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви вӑрманта мӗн пулса иртнине каласа парсан, Хӗветлин куҫӗ шывланса йӑлкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Унтан вара, Саньӑшӑн мӗн пулса иртнине палӑртнӑ пекех, каҫченех сивӗ ҫумӑр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр ӑсне тавҫӑрса илме мар, хӑйӗн чӗринче мӗн пулса иртнине те ӑнланмарӗ вӑл, улӑх леш енчи сӑрт-хир урлӑ курӑнакан хулан хӑш-пӗр ҫурчӗсемпе телемачта ҫинелле ним тӗлсӗр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ӗмӗрӗсене ҫакӑнта йӑва ҫавӑрса ирттернӗ тӑрисем те — иртнине манаймасӑр — бульварах киле-киле лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Иртнине тавӑраяс ҫук…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Халӑх вара суккӑр мар — мӗн пулса иртнине чухлать, хӑйне хывӑхпа улталама тӑнине туять.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех