Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнине (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренӳ дисциплинине граждан оборонипе, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ темӑсене кӗртнине, обществознани, истори тата литература урокӗсенче коррупцие хирӗҫле ыйтусене те пӑхса тухнине, шкулсенче кашни кӗҫнерникун профориентаци енӗпе занятисем иртнине, урок тулашӗнчи занятисенче тӗрлӗ предприятие экскурсие ҫитсе курнине ырламалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Маларах Дина Гавриловапа Ӗпхӳ хулинчи А.З. Валиди ячӗллӗ наци библиотекинче «Дина Гаврилован прозинчи Пушкӑртстанра пурӑнакансен шӑпи» литература сехечӗ иртнине те палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Унтан Лизӑна деканата чӗнсе илнӗ, унта вара декан заместителӗ (вӑл Лизӑпа мӗн пулса иртнине унчченех пӗлме ӗлкӗрнӗ пулас) ӑна хаяррӑн вӗрентсе калама, япӑх вӗреннӗшӗн ятлама тата хӗр чысӗ ҫинчен тем калама тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эппин, эсӗ ҫав йӗкӗт тӗрмерен тарнине, вӑл пытанса пурӑннине пӗлнӗ? — тӗрӗссипе мӗн пулса иртнине халӗ те-ха лайӑххӑн тавҫӑрса илеймесӗр ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Итлӗр-ха, — халь татӑклӑнах хутшӑнчӗ Завьялов, — мӗн пулса иртнине ӑнлантарса парӑр ӗнтӗ мана!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Иртнине аса илме, лайӑххине те, начаррине те пӗлме, харпӑр хӑйӗн тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене тупма, эпир лайӑхрах е япӑхрах пулнӑ вӑхӑтсене таврӑнма…

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав сасӑ ӑна акӑ мӗн калать: хӑй сивӗ, чунсӑр пулнипе, Завьялова ҫак вӑхӑтра пӑлхатса тӑракан пур япаласем те йӗрӗнмелле-тӑрӑхламалларах пӑхнипе, Симонюк Завьяловпа мӗн пулса иртнине тата тепӗр хут «саккунласа ҫирӗплетет», ӗҫсем улшӑнма пултарайманнине, улшӑнас та ҫуккине ҫирӗплетсе ларать.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тума пултарнӑ пӗртен пӗр япала — хӑйӗнпе ҫав 1946 ҫулта пулса иртнине нумай ҫулсем хушши тӑрӑшса аса илме пӑрахтарасси, мантарасси пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пуҫне аллисем ҫине усса, вӑл пӗтӗмпех ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртнине ҫӗнӗрен аса илме, чи вак-тӗвек япаласене те хӑйсен вырӑнне лартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов пулса иртнине аса илсе шухӑша кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм вӗҫевҫӗне хисеп туса мероприяти питӗ чаплӑ иртнине те пӗлтернӗ Елена Терешкова.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Ҫав вӑхӑтра тӑрнасем ана ҫинче ҫисе ҫӳренине те, вӗҫсе иртнине те, ҫӳлте тӳпере ҫаврӑннине те курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Лару мӗнле иртнине астумастӑп.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эпӗ матике пӑрахрӑм та шыв хӗрринелле чупрӑм, - аса илет Айдар Нуриахметович ҫав кун мӗн пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

«Халӑх тӗрӗслевӗ» портал вӑл мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Иртнине кӗнекере хӑвармалла

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Паянхи пурнӑҫра иртнине асӑнса уявлани час-часах тӗл пулма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

«Халӑх тӗрӗслевӗ» портал вӑл мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

Портал «Народный контроль» подвел итоги данного голосования.

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35762.html

Иртнине шута илмесӗр хальхине тата пуласлӑха йӗркелеме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Спорт хастарлӑхӗпе хӑйсен команди валли ҫӗнтерӳ илсе килес кӑмӑл ачасене ҫав тери ҫавӑрса илнӗ, вӗсем таврара мӗн пулса иртнине те асӑрхаман.

Спортивный задор и желание добиться победы для своей команды захватывали детей настолько, что они не замечали происходящего вокруг.

Физкультурник кунӗ канупа спорт программи ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3388997

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех