Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнине (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем ашшӗамӑшӗсене кӑна мар, мӗн пулса иртнине чӑн малтан биологи учителне каласа панӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан хӑйсемпе мӗн пулса иртнине васкаса каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл кунта мӗн пулса иртнине пӗлетех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк та тин ҫеҫ мӗн пулса иртнине манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Хӗрарӑм чӑнах та чукун ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Халӗ эпир лару-тӑру мӗнле пулса иртнине палӑртатпӑр. Поезд 46 вакунран тӑни паллӑ ӗнтӗ, ун урлӑ 29-шӗ иртсе кайма ӗлкӗрнӗ», — палӑртнӑ пресс-службӑра.

«Женщина действительно уснула на путях. Сейчас мы устанавливаем все обстоятельства. Уже известно, что поезд состоял из 46 вагонов, над ней успело пронестись 29», - отметили в пресс-службе.

Алтай крайӗнче хӗрарӑм урлӑ пуйӑс иртсе кайнӑ, вӑл чӗрӗ юлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36511.html

Эпӗ чарӑнса тӑтӑм, чӗре хӗссе килчӗ, хам вара ҫаплах ӑнланса илеймерӗм-ха мӗн пулса иртнине.

Я остановился, и сердце мое сжалось, но я все еще не понимал.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ветеринарсем зубрсен пӗрремӗш ушкӑнне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗр чунсем Пушкӑрстанра адаптацие 100% иртнине пӗлтернӗ.

Результаты ветеринарного обследования первой партии зубров показали, что адаптация животных в Башкирии осуществлена на 100%.

Зубрсене ӗрчетес опыта тивӗҫлӗ хак панӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... an-3491033

Иртнине улӑштарма пултаратӑр, анчах - ӑна хӑвӑр мӗнле хакланине улӑштарсан кӑна.

Изменить прошлое вы можете, только изменив к нему свое отношение.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрне ӑнӑҫлӑ иртӗ, анчах - харпӑр пурнӑҫра пулса иртнине вӑрттӑнлӑхра тытсан ҫеҫ.

Эта неделя сложится весьма благополучно, но при условии, что вы сохраните в тайне события, которые произойдут в вашей личной жизни.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кантӑк ҫинче хӗвел ҫути выляман пулсан, Завьялов лере, алӑк хыҫӗнче, мӗн пулса иртнине те курма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Командӑри ӗҫ тата ӑнлантару сӳтсе явас ӗҫ ачасене ҫав тери ҫавӑрса илнӗ, вӗсем вӑйӑ тапхӑрӗсем мӗнле иртнине те асӑрхаман.

Работа в команде и обсуждение версий настолько захватили ребят, что они и не заметили, как прошли все этапы игры.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем брейн-ринга хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... nn-3452807

Вӗренӳ дисциплинине граждан оборонипе, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ темӑсене кӗртнине, обществознани, истори тата литература урокӗсенче коррупцие хирӗҫле ыйтусене те пӑхса тухнине, шкулсенче кашни кӗҫнерникун профориентаци енӗпе занятисем иртнине, урок тулашӗнчи занятисенче тӗрлӗ предприятие экскурсие ҫитсе курнине ырламалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Маларах Дина Гавриловапа Ӗпхӳ хулинчи А.З. Валиди ячӗллӗ наци библиотекинче «Дина Гаврилован прозинчи Пушкӑртстанра пурӑнакансен шӑпи» литература сехечӗ иртнине те палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Унтан Лизӑна деканата чӗнсе илнӗ, унта вара декан заместителӗ (вӑл Лизӑпа мӗн пулса иртнине унчченех пӗлме ӗлкӗрнӗ пулас) ӑна хаяррӑн вӗрентсе калама, япӑх вӗреннӗшӗн ятлама тата хӗр чысӗ ҫинчен тем калама тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эппин, эсӗ ҫав йӗкӗт тӗрмерен тарнине, вӑл пытанса пурӑннине пӗлнӗ? — тӗрӗссипе мӗн пулса иртнине халӗ те-ха лайӑххӑн тавҫӑрса илеймесӗр ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Итлӗр-ха, — халь татӑклӑнах хутшӑнчӗ Завьялов, — мӗн пулса иртнине ӑнлантарса парӑр ӗнтӗ мана!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Иртнине аса илме, лайӑххине те, начаррине те пӗлме, харпӑр хӑйӗн тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисене тупма, эпир лайӑхрах е япӑхрах пулнӑ вӑхӑтсене таврӑнма…

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав сасӑ ӑна акӑ мӗн калать: хӑй сивӗ, чунсӑр пулнипе, Завьялова ҫак вӑхӑтра пӑлхатса тӑракан пур япаласем те йӗрӗнмелле-тӑрӑхламалларах пӑхнипе, Симонюк Завьяловпа мӗн пулса иртнине тата тепӗр хут «саккунласа ҫирӗплетет», ӗҫсем улшӑнма пултарайманнине, улшӑнас та ҫуккине ҫирӗплетсе ларать.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл тума пултарнӑ пӗртен пӗр япала — хӑйӗнпе ҫав 1946 ҫулта пулса иртнине нумай ҫулсем хушши тӑрӑшса аса илме пӑрахтарасси, мантарасси пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пуҫне аллисем ҫине усса, вӑл пӗтӗмпех ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртнине ҫӗнӗрен аса илме, чи вак-тӗвек япаласене те хӑйсен вырӑнне лартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех