Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эсир мана океан хӗрне хӑвалатӑр, анчах, эп вилсен, ман ҫинче сӑнчӑр пулмасть, ун чух эп килӗп те сире тӗп тӑвӑп».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Йывӑҫ пӳртре, кӗлле йыхӑракан чан сасси пек, Турчӑка Кули кӗрлевӗ: «Эп ӗҫмесен, кам ӗҫет, эп ӗҫмесен, кам ӗҫет. Пиртен ӗҫекен те ҫук…»
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йывӑҫ пӳртрен ӳсӗр Куля хыттӑн кӑшкӑрса юрлани палкаса тухрӗ: «Эп ӗҫмесен, кам ӗҫет, эп ӗҫмесен, кам ӗҫет, пиртен ӗҫекен те ҫук…»Из дома послышался голос Мигулая, затянувшего свою любимую песню: Кто же выпьет, кто, как не я…
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эп, мӗн, эп урлӑ тӑрас ҫук.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл калӗ: «Мӗнпур тӗнчерен туса хурӑттӑм эп пӗр пысӑк ҫӑрӑ шӑтӑкӗ евӗрскер. Хам, ҫав шӑтӑка ҫур пӳпе вырнаҫса, аран пуҫтарса сӗлеке шӗвекне, пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхӑттӑм эп, сӑнаса ҫынсен ӗҫ-хӗлне те тӳшекӗ ҫине».
Суя сӑмах саракан // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 106–109 с.
— Эп мӗн мар ҫав, — терӗ Велюш, — элекҫӗ мар эп.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӳхӗм сачӗ, уйрӑм дача, хӗрӗ, ҫӗрӗ, шыв, арман — «хам эп лартрӑм улма сачӗ, хам эп тухӑп шӑварма».Засадила садик мило, дочка, дачка, водь и гладь — сама садик я садила, сама буду поливать.
Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.
Ик аллӑма сулӑ эп тӑхӑнтӑм, Сулкаланса юрлас та кӑмӑл пур; Хӑта патне килсе эп сум куртӑм, Сире чыс кӑтартас шутӑм пур.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эп… эп вӗсене… иккӗшне те… ҫапса пӑрахатӑп… выртнӑ ҫӗртех.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Олька, тет, эс мана ан ятла ӗнтӗ, эп сана пӗр япала пӗлтерес теп те, чун тасалтӑр, халь эп пурпӗрех Ҫӗпӗре каятӑп, тек пӗр-пӗрне кураймӑпӑр, ҫавӑнпа та эс мана каҫар ӗнтӗ, Олька, тет.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Эп вӑл, эп, ҫӗй — сан аҫу, тет сасӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Васса, эс мана юратмастӑн-тӑк, эп тухса кайма пултаратӑп, мӗн вара, эп, леш, чӑрмантарас тумӑп сана, Васса, терӗм.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Эп ӑна: Эп катемпи-и? — теп.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Эп ерҫместӗп, куратӑн вӗт, эп ерҫместӗп.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Эп сан ҫине пӑхса сывлатӑп ассӑн, Эп шӑппӑн ҫеҫ ҫӳреп вайӑ тавра.
Хӗр патне ҫырнӑ ҫыру // Александр Кӑлкан. «Сунтал», 1939, 8№, 22 с.
Эп сана чунтан саватӑп, Ман юрату тин ҫеҫ-ха вӑранса, Ҫампа пӗлместӗп нимӗн калама та Санпа тӗл пулнӑ чух эп вӑтанса.
Хӗр патне ҫырнӑ ҫыру // Александр Кӑлкан. «Сунтал», 1939, 8№, 22 с.
Ывӑлӗ ура ҫине тӑрса пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ну ӗнтӗ, халь эсӗ эп мӗн тунине, ӑҫта ҫӳренине пӗлетӗн, эп сана пӗтӗмпех каласа патӑм! — терӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чееленет хӗрача: ӑнланать вӑл эп мӗншӗн чӗнменнине, ҫавӑнпа ҫак лайӑх сӑмахсене эп илтмелле калать те ӗнтӗ.Она явно хитрит: понимает, почему я молчу, и произносит эти приятные слова специально для меня.
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ан ҫиллен, эп сана ним пытармасӑр калатӑп: эп сана ӗлӗк пачах та юратман…Не сердись, но я скажу тебе честно: ведь раньше я никогда не любила тебя…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мана вӑл пачах эп кӗтмен, эп илтес килмен сӑмах калассӑн туйӑнчӗ.Мне казалось, что он сейчас скажет совсем не то, чего хочется мне.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.