Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ыйтура хӑрани те, ӳпкелешни те, ӑнланманни те пурччӗ.
Ҫул ҫине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Подвалта ирттернӗ юлашки сехетсем, хӑрани, асапланни пур туйӑмсемпе шухӑшсене те мӑкатса лартнӑ, ҫӑлӑннӑшӑн савӑнни ачана тӑнран кӑларса янӑ пекех пулнӑ.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӑрани кӑшт иртсе кайма пуҫласанах хӑлхасем кашлани майӗпе шӑпланчӗ те, вӑл сасӑсем илтрӗ.Как только страх начал проходить, гул в ушах постепенно затих, и он услышал звуки.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Унччен хӑрани самантрах ҫухалчӗ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Мӗнле япала иккен вӑл, хӑрани?
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав хӑрушӑ, чирлӗ туртӑма пула тилхепине алӑран вӗҫертесси те килет унӑн, анчах ӳкесрен хӑрани самантрах ӑна асилтерет.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Манӑн хӑрас килмест, тейӗччӗ Тёма, анчах кунашкал чаплӑ самантра вӑл хӑй хӑрани ҫинчен таса чӗреренех юлташне пӗлтерет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Каяр, — Иоҫка хӑй хӑрани ҫинчен каласа парать, кухньӑна каятӑп, тет.— Пойдем, — но Иоська говорит, что он боится и уйдет на кухню.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Кайрантарах Жоржеттӑна хӑрани кичемлентерсе ҫитерчӗ; вӑл паттӑрланса чӳречерен пӑхрӗ.Наконец, Жоржетте наскучило бояться, она расхрабрилась и выглянула в окно.
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫавнашкал хӑрани вӑл — киревсӗр япала.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл буржуалла революци ҫынна, унӑн «турӑ пилленӗ пуҫлӑхӗсен» (король, сеньор, чиркӳ — Н. С⋅) ҫумне ҫыхса лартнӑ тӗрлӗ тӗслӗ феодаллӑ ҫыхӑнусене пӗр хӗрхенмесӗр татса пӑрахнине» чӗререн ырлать, анчах ҫӗнтернӗ буржуази «ҫынсем хушшинче пӗр ҫыхӑну кӑна — пӗр интерес, чунсӑр «таса укҫа» интересӗ ҫеҫ тӑратса хӑварасран» хӑрани ун сассинче палӑрать.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Екатерина Алексеевна амаҫури амӑшӗ пулни, вӑл унтан хӑрани Петьӑна кулӑшла пек туйӑнчӗ.Пете даже стало смешно, что Екатерина Алексеевна называется мачехой и что он мог ее бояться.
28 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ваҫҫук хӑранипе часах шӑпланатчӗ; ҫитӗнсе ҫитсен вара хӑйӗнчен хӑй кулнӑ, амӑшӗпе калаҫса ларнӑ чухне: — Анне, эпӗ Таньӑсен автанӗнчен мӗнле хӑрани ҫинчен каласа пар-ха… — тесе ыйтнӑ.
3 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Анчах хӑрани ахалех пулчӗ: сулӑ мӗлки шыв ҫине ӳкни питех те лайӑх палӑрать.Но напрасно: тень от плота ясно вырисовывается на поверхности воды.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах малтан хӑрани иртнӗ хыҫҫӑн, эпӗ ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынпа шанманнипе хамран хам вӑтантӑм.
XXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Юлашкинчен, урамра Корытова тӗл пулчӗ те, ӑна та хӑй Воропаевӑн хапхине тупни ҫинчен тата полковник таҫта ҫухалса ҫӳренӗ вӑхӑтра кам та пулин унӑн хапхине ҫаклатса каясран хӑрани ҫинчен каласа пачӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫурт патӗнче выртакан тата ларакан аманнӑ ҫынсем, хӑрани иртсе кайсанах, «ура» кӑшкӑрса ячӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫав хӑрани, ӑшчике пӑнтӑхтарнӑ пек туса, сывлама кансӗрлесе тӑрса, унӑн кӑкринче ӳссе кайрӗ, вара, суд кунӗ ҫитсен, амӑшӗ заседанисем пулакан зала хӑйӗн ҫурӑмӗпе мӑйне авса лартнӑ йывӑр та тӗксӗм япала пек туйӑмпа пырса кӗчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ Николай ӑна ӑнланманнине туйрӗ, ҫакӑ вара хӑй хӑрани ҫинчен каласа парас шухӑша тата ытларах йывӑрлатрӗ.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Хӑрани — хӑранипе, анчах ӗҫ — ӗҫпе!
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.