Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Инкеклӗ те асаплӑ кунӗсенче Иерусалим хӑйӗн ӗлӗкхи чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, халӗ унӑн халӑхне тӑшман алли ҫапса ӳкерчӗ те — ӑна никам та пулӑшмасть; ӑна усал суннисем ун ҫине пӑхаҫҫӗ те унӑн шӑматкунӗсенчен кулаҫҫӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна ҫавӑрса илнӗ, ун йӗри-тавра тӑпра хӳме купаласа тухнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Хӗҫрен хӑтӑлнисем, кайӑр, чарӑнса ан тӑрӑр, инҫетри ҫӗршывра Ҫӳлхуҫана аса илӗр, Иерусалим сирӗн чӗрӗрте пултӑр.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сион хӗрӗ: «мана кӑтартнӑ асаппа мӑшкӑл Вавилона ҫиттӗр» тейӗ, Иерусалим: «манӑн юнӑм — Халдея ҫыннисем ҫинче» тейӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иеремия пӗтӗм халӑха — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, хӑйне хуравланӑ мӗнпур ҫынна — ҫапла каланӑ: 21. эсир тата сирӗн аҫӑрсем, патшӑрсемпе пуҫлӑхӑрсем, ҫӗршывӑр халӑхӗ Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче ҫапла тӗтӗрнине асне илмерӗ-и-ха Ҫӳлхуҫа?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. эпир малашне те хамӑр тупа тунине туса тӑрӑпӑр: ҫӳлти ама турӑ умӗнче тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр — Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче унччен эпир хамӑр та, пирӗн аттесем те, патшасем те, ҫулпуҫсем те ҫапла тӑватчӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара ҫиллӗм тулса ҫитрӗ те вӑл Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче хыпса ҫунчӗ; вӗсем ӗнтӗ ишӗлчӗк купи те пушхир пулса юлчӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть, 3. ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Хамӑн ҫиллӗме, Хамӑн хаярлӑхӑма Иерусалим ҫыннисем ҫине ҫитернӗ пек, эсир Египета кӗрсен сирӗн ҫине те Хамӑн хаярлӑхӑма ҫитерӗп, эсир ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли те ҫын мӑшкӑлӗ пулса тӑратӑр, ҫак ҫӗре вара урӑх кураймӑр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша керменне те, ахаль ҫынсен ҫурчӗсене те халдейсем вутпа ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.8. Дом царя и домы народа сожгли Халдеи огнем, и стены Иерусалима разрушили.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия тӑххӑрмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн мӗнпур ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сӑрт-ту ҫинчи хуласенче, айлӑмри хуласенче, кӑнтӑрти хуласенче, Вениамин ҫӗрӗ ҫинче, Иерусалим таврашӗнче — Иудейӑн пӗтӗм хули таврашӗнче — каллех кӗтӳсем ҫӳрӗҫ, вӗсем шутласа тӑраканӗн алли айӗнчен тухӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир: «вӑл пуш-пушӑ, унта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук» теекен вырӑнта, — пушӑ, ҫынсӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче, — 11. каллех савӑнӑҫпа хаваслӑх сасси, кӗрӳ каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр сасси янӑраса тӑрӗ!
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ; 44. ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.