Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Тепӗр кунне вӗсем ирех тӑнӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳнӗ, канӑҫлӑх парнисем илсе пынӑ; вара халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 18. тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; 19. пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; 20. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израиль ывӑлӗсене ту тӑрринчи Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм пек курӑнса тӑнӑ.17. Вид же славы Господней на вершине горы был пред глазами сынов Израилевых, как огонь поядающий.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Моисей ту ҫине улӑхнӑ, тӑва пӗлӗт хупласа илнӗ, 16. Синай тӑвӗ ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ аннӑ; пӗлӗт ӑна ултӑ кун хушши хупласа тӑнӑ, ҫиччӗмӗш кунне [Ҫӳлхуҫа] Моисее пӗлӗт ӑшӗнчен чӗннӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей вара Иисуспа, хӑйне пулӑшса тӑраканпа, тӑнӑ та Турӑ тӑвӗ ҫине кайнӑ, 14. пуҫлӑхсене ҫапла каласа хӑварнӑ: эпир хӑвӑр патӑра таврӑниччен эсир ҫакӑнтах юлӑр; акӑ Ааронпа Ор сирӗнпе пӗрлех; камӑн та пулин тавӑҫ пулсассӑн, вӑл ҫавсем патне пытӑр, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Моисейпе Аарон, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ ту ҫине улӑхнӑ, 10. вӗсем Израиль Турри [тӑнӑ вырӑна] курнӑ; Унӑн ури айӗнче темӗскер, таса сапфиртан тунӑ евӗрлӗскер, чӑн тӳпе пекех ҫутӑскер, пулнӑ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Мӗнпур] халӑх аякра тӑнӑ, Моисей вара сӗмлӗхе, Турӑ тӑракан тӗле, кӗрсе кайнӑ.21. И стоял [весь] народ вдали, а Моисей вступил во мрак, где Бог.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗм халӑх аслати авӑтнине, вут-ҫулӑма, трупа сассине, мӑкӑрланса тӑракан тӑва курса тӑнӑ; ҫавна курсассӑн [пӗтӗм] халӑх каялла чакса аяккалла кайса тӑнӑ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ту ҫине вут-ҫулӑм ӑшӗнче аннӑран пӗтӗм Синай тӑвӗ мӑкӑрланса тӑнӑ; ун ҫийӗн кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм ҫӗкленнӗ, пӗтӗм ту кисренсе тӑнӑ; 19. трупа сасси вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме Моисей халӑха тапӑртан илсе тухнӑ, вӗсем ту айккине пырса тӑнӑ.17. И вывел Моисей народ из стана в сретение Богу, и стали у подошвы горы.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Виҫҫӗмӗш кунне, ир пулсассӑн, аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, [Синай] тӑвӗ тӗлӗнче ҫӑра пӗлӗт тӑнӑ, трупа сасси питех те вӑйлӑн илтӗннӗ; тапӑрта пулнӑ пӗтӗм халӑх чӗтӗресе ӳкнӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей хунӗн сӑмахӗсене итленӗ те йӑлтах [хӑйне] каланӑ пек тунӑ; 25. Моисей вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ хушшинчен пултаруллӑ ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене халӑх пуҫлӑхӗсем — пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] — туса лартнӑ; 26. вӗсем ӗнтӗ халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑнӑ; [пӗтӗм] пысӑк ӗҫ ҫинчен Моисее пӗлтерсе тӑнӑ, вак ӗҫсене пурне те хӑйсемех татса панӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тепӗр кунне Моисей халӑха сут тума ларнӑ, халӑх Моисей умӗнче иртен пуҫласа каҫчен тӑнӑ.13. На другой день сел Моисей судить народ, и стоял народ пред Моисеем с утра до вечера.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла унӑн аллисене хӗвел аничченех ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ааронпа Ор унӑн аллисене пӗри пӗр енчен, тепӗри тепӗр енчен тытса тӑнӑ.Аарон же и Ор поддерживали руки его, один с одной, а другой с другой стороны.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ; 12. анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус хӑйне Моисей каланӑ пек тунӑ: амаликсемпе ҫапӑҫма [кайнӑ]; Моисей, Аарон тата Ор сӑрт тӑррине улӑхса тӑнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ: шыв вӗсен сылтӑм енче те хӳме пек [тӑнӑ], сулахай енче те [хӳме пек] тӑнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ: вӗсен сылтӑм енче те, сулахай енче те шыв хӳме пек тӑнӑ.22. И пошли сыны Израилевы среди моря по суше: воды же были им стеною по правую и по левую сторону.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.