Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитме (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, ман халӗ вӑхӑт питех ҫук-ха — штаба ҫитме васкатӑп.

Ну, мне особо некогда, — я это в штаб поспешаю.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасӑсен кӗрлевӗ чаксах пычӗ (вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ ҫил ҫапла, тулӑ хумӗ ҫине выртса, ӑна айлӑмалла йӑвантарма пикенет); лӑпланса ҫитме ӗлкӗреймен шӑв-шава ҫивӗччӗн ҫурса, Кривошлыковӑн хӗрачанни евӗр ҫинҫе сасси янӑраса кайрӗ:

Громыханье голосов улеглось (так выбившийся из сил ветер ложится на волну пшеницы и клонит ее долу), в недозревшую тишину всверлился девичье-тонкий голос Кривошлыкова:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр минута яхӑн вӑл тӗрлӗ йышши пӑтранчӑк шӑршӑсене туйса пычӗ, хӑра-хӑрах тӑна кӗрсе ҫитме пӑхрӗ, хайне хӑй ҫӗнтерме пикенчӗ, анчах ҫӗнтереймерӗ.

Минуту он еще ощущал резкую смесь каких-то разнородных запахов, со страхом пытался вернуть сознание, переламывал себя — и не переломил.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лӑпах ҫак тӗлелле палӑрса ҫитме пуҫлаҫҫӗ те ӗнтӗ унӑн шухӑш-кӑмӑлӗнче пурнӑҫри пулӑмсене хӑйне евӗр тӗшӗлесе ӑнланнинчен, кӑштах тата полкри пӗр офицерпа — Ефим Изварин сотникпа паллашса, унпа хутӑшма тытӑннинчен килнӗ улшӑнусем.

К этому времени можно приурочить и тот перелом в его настроениях, который произошел с ним вследствие происходивших вокруг событий и отчасти под влиянием знакомства с одним из офицеров полка — сотником Ефимом Извариным.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вара — кам лашапа, кам машинӑпа — делегатсем ҫитме пуҫларӗҫ: Краснокаменскран, Рощенскинчен, Яман-Джалгинчен.

Затем проследовали — кто на лошадях, кто на машинах — делегаты Краснокаменской, Рощинской, Яман-Джалги.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫитме ӗлкӗреймен-ха.

— Да не успела еще прийти.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сире ӗненеҫҫӗ, сирӗн сӑмахӑр пӗтӗм Кубань тӑрӑх кайӗ, вара нумайӑшӗ сирӗнтен вӗренес тейӗҫ, сире хуса ҫитме те тӑрӑшӗҫ.

А вам поверят, и ваше слово разнесется по всему Ставрополью, а вслед за вами многие пожелают и поучиться у вас, и потягаться с вами.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старик кӑтартрӗ, мана килӗштерет вӑл, анчах эпӗ пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрейместӗп, председатель пулсан та.

Старик уважил, он ко мне хорошо относится, но не могу ж я, как председатель, за всем успеть.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Старик шухӑша кайрӗ, сӑрт ҫине хӑпарса ҫитме пуҫланӑ вӑкӑрсем ҫине пӑхрӗ.

— Старик посмотрел на обоз, который уже выползал на гору.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей хӗре питрен курмасӑрах ӑна тав турӗ те лавсене хуса ҫитме васкарӗ.

Даже не посмотрев девушке в лицо Сергей поблагодарил ее и поспешил догнать обоз.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ниепле ҫитме ҫук.

— Це дило неможное.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кала-ха, Мефодий, — терӗ Кривцов аслӑ кӗтӳҫне, — Низкине епле ҫитме пулать?

— Скажи, Мефодий,— обратился Кривцов к старшему чабану,— как нам добраться в Низки?

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тахҫанах каҫ пулнӑ ӗнтӗ, ҫеҫенхирте ларакан Низки ятлӑ пӗчӗк хутора ҫитме тата сехет ытла каймалла-ха.

Давно наступила ночь, а до Низков — небольшого степного хуторка — езды оставалось еще более часу.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир, хӗрсем, чӗлхепе анчах паттӑр, — питӗ ҫилленсе каларӗ Голубева, — йывӑр пулать сире мана хӑваласа ҫитме

— Вы, девки, только на языке широкие, — разгневанно сказала Голубева, — трудно вам будет за мной угнаться…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсен Голубевӑна ҫитме питӗ инҫе-ха.

До Голубевой далеко.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑнпа чӗре савӑнӑҫпа тулать те ывӑнса ҫитме пуҫланӑ пилӗк мӑшӑр вӑкӑра курсан, вӗсем темӗн пысӑкӑш хӳме пек машина станне сӗтӗрсе пыраҫҫӗ, улӑп ҫурӑмӗ ҫинчи пӗчӗк кӑна ҫын пек, вӑкӑр хӑвалакан ача ларса пырать; ҫавӑнпа ҫуна ҫинче тӗркем-тӗркем выртса пыракан пӑхӑр провод уйӑх ҫутинче тӗрлӗ тӗссемпе куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатни чуна савӑнтарать те; ҫавӑнпа ҫуна тупанӗсем те ӗлӗкхи пек чӗриклетмеҫҫӗ; ҫавӑнпа Прохорӑн хулӑн сасси те ян-ян каять, Ирина кулли те ытарма ҫук савӑнӑҫлӑ; ҫавӑнпа Усть-Невински обозӗ те тахҫан ҫак ҫулпа иртнӗ ытти обозсем пек мар; ҫавӑнпа хирӗҫ пулакан лавсем пӑрӑнса ҫул параҫҫӗ те юр ӑшне кӗрсе тӑраҫҫӗ, лавҫисем тӗлӗнсе пӑхса ыйтаҫҫӗ:

Оттого-то и сердце наполняется волнением, когда по знакомой дороге пять пар подморившихся быков тянут высоченную, как шатер, станину, а верхом на ней, как лилипут на теле великана, примостился мальчуган; оттого-то и взгляд туманится от счастья, когда смотришь на медный провод, а он лежит на санях толстыми мотками и горит под лунным светом такой радугой, что глазам больно; оттого и полозья скрипят не так, как скрипели они во все времена; оттого и бас Прохора кажется протяжным и плавным, а смех Ирины — необыкновенно веселым; оттого и не похож усть-невинский обоз на все другие обозы, какие когда-либо здесь проезжали; оттого и встречные возы и сани сторонятся и уступают дорогу, останавливаются в снегу, а возчики, удивленно глядя, спрашивают:

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лавсен пуҫӗ сӑрт ҫине хӑпарса ҫитме пуҫланӑ, хӳри айлӑмра кукӑрӑлса пырать.

Голова обоза выползала на пригорок, а хвост изгибался по ложбине.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ноябрӗн малтанхи кунӗсенче казаксем патне Петроградри переворот ҫинчен тӗрлӗ хыпарсем ҫитме пуҫлаҫҫӗ.

В первых числах ноября стали доходить до казаков разноречивые слухи о перевороте в Петрограде.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑхӑр уйӑх каялла, рабочисем патне таврӑнса, вӑл каллех рабочисемпе пӗр чӗлхе-ҫӑварлӑ, пӗр чунлӑ пулса ҫитме ӗлкӗрчӗ; вӗсемпе калаҫнӑ чух хӑйне ҫур сӑмахран ӑнланса илнине туйма хӑнӑхрӗ.

Потому что, вернувшись девять месяцев назад в рабочую гущу, вновь кровно сросся с ней, — выступая, привык, что его чувствуют и понимают с полуслова.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня патне ҫитме ҫур ҫухрӑм пек юлсан, юлан утсем лашисене юртӑпа ячӗҫ.

Всадники, не доезжая с полверсты, перешли на рысь.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех