Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пычӗҫ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самӑр учӗсем, кӗске касса янӑ хӳрисене ухӑнтарса, юр чӑмаккисене вӑйкӑнтарса-сирпӗнтерсе пычӗҫ.

Сытые лошади их, мотая куце обрезанными хвостами, закидали, забрызгали снежными ошметками.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Номерсем — вӗсенчен ҫурри ытла тарса пӗтнӗ — ҫуран пычӗҫ.

Номера, половина которых разбежалась, шли пешком.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑнса пӑрланнӑ кустӑрмасем ҫаврӑнмаҫҫӗ, юр тӑрӑх сӑтӑрӑнса ҫеҫ пычӗҫ.

Обмерзшие колеса не крутились, скользили по снегу.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫул айккисемпе юланутлӑ ординарецсем сиктерсе пычӗҫ.

По обочинам дорог скакали ординарцы.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем казаксен чаҫӗсене чугун ҫул линийӗ еннелле талпӑнса хӗссе пычӗҫ, анчах вӑрҫӑ операцийӗсенчи татӑклӑ улшӑну каярахпа пуҫланчӗ.

Они упорно оттесняли казачьи части к линии железной дороги, однако перелом в операциях наступил позднее.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗрлесенче, казаксем окопсене пӑрахса килсем тӑрӑх ӑшӑнма саланса пӗтсен, окопсем патне хӗрлӗармеецсен разведчикӗсем пычӗҫ, укрепленисене пӑсрӗҫ, тутӑхса кайнӑ йӗплӗ пралуксем ҫине казаксене чӗнсе ҫырнӑ листовкӑсем тире-тире хӑварчӗҫ.

А по ночам, когда казаки бросали окопы и шли к жилью обогреваться, к окопам подходили разведчики-красноармейцы, валяли укрепы и цепляли на ржавые шипы проволоки воззвания к казакам.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кашни кун обозсем йӗплӗ пӑралук тӗркемӗсене турттара-турттара пычӗҫ.

Ежедневно обозы подвозили мотки колючей проволоки.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тусан мӑкӑрлантарса, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайма хӑтланса, ун хыҫҫӑн ытти казаксем сиктерсе пычӗҫ.

За ним скакали остальные, клубясь и норовя обогнать друг друга.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем сӳрӗккӗн наступлени туса пычӗҫ; патронсемпе снарядсем ытла та сахал пулнипе вӗсем область чиккисенчен иртме шутламарӗҫ.

Казаки вяло развивали наступление; испытывая острую нехватку огнеприпасов, не стремились выходить за пределы области.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр минут патне сӑмах чӗнмесӗр пычӗҫ Кошевой ҫаплах Степан ҫине куҫ илмесӗр тӗсесе пӑхрӗ.

С минуту молчали, Кошевой продолжал жадно разглядывать Степана.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем утса пычӗҫ.

Лошади шли шагом.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрӑ кӑвак тӗслӗ ҫурма пысӑк утсем кӳмеллӗ урапана вӗҫнӗ пек хӑвӑрт анаталла туртса пычӗҫ.

Серые полурысистые кони шибко несли коляску под изволок.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кореновски станици патӗнче вӑрах та вӑйлӑ ҫапӑҫусем пычӗҫ.

Под Кореновской завязался длительный и упорный бой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӳҫсе хӑпарайман ҫӗпре пек иккӗленчӗк шухӑшсем хӑварса, отпуск кунӗсем пӗтсе пычӗҫ.

Иссякли дни отпуска, оставляя в сознании невыбродивший осадок.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр каҫхине ҫапла, хула садӗнчен килме тухсан, вӗсем иккӗшӗ пӗрле утса пычӗҫ (Горчакова палланӑ офицерсем хапха патӗнче чарса юлнӑччӗ).

Как-то, возвращаясь вечером из городского сада, они шли вдвоем (Горчакова остановили у выхода знакомые офицеры Марковского полка).

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем сӑмах чӗнмесӗр пычӗҫ.

Казаки ехали молча.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем юнашар пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Большевиксене йӗрлесе кайнӑ ывӑлӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май, вӗсем пӗр вӑхӑт шӑпӑрт пычӗҫ.

На минуту умолкли, думая о сыновьях, ушедших куда-то вслед большевикам.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унпа пӗрле пыракан тутар купсисем, мулласем «вут ҫине краҫҫын сапса» пычӗҫ: «Ой, малай, начар ача, офицера ҫапла калама юрать-и вара?»

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Кривошлыкова ҫавӑтса пычӗҫ, темле офицер ӑна пукан енне улӑхса тӑма пулӑшрӗ, вӑлах унӑн мӑйне йӑлмак тӑхӑнтартса ячӗ.

Кривошлыкова подвели, один из офицеров помог ему подняться на табурет, он же накинул петлю.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех