Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳлӗмре (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла пичче пӗр пӳлӗмре пурӑнсах вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Пичче хӑй пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ҫак вӑхӑтра Борис пиччепе эпӗ кӳршӗ пӳлӗмре лараттӑмӑр, ку калаҫӑва эпир пӗтӗмпех илтрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Бунчукпа Анна лайӑх тасатса тирпейленӗ пӳлӗмре сӑмахласа ларчӗҫ.

Бунчук и Анна долго сидели в его строго опрятной комнатке.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суеҫтерсе каланипе Бунчукӑн чӗлхи ҫыхланчӗ: ку каҫсенче вӑл Сиверс штабӗнче, пӗр пӳлӗмре, ҫӗр вырткаласа пурӑнчӗ.

Бунчук замялся, сказав неправду: эти ночи проводил он в помещении штаба Сиверса.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗк комендант ларнӑ пӳлӗмре табак тӗтӗмӗ йӑсӑрланать.

В комнате, где в прежнее время помещалась комендантская, лохматился табачный дым.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иккӗмӗш пӳлӗмре, такамсем шавласа калаҫнӑ сасӑсем хушшинче, Аннӑн янравлӑ кулли илтӗнсе кайсан, унта вӑл уттине кимӗлтерсе кӗчӗ, ҫак самантра чӗрине юн пырса капланнӑ пек пулчӗ.

Кровь кинулась ему в сердце, когда он, замедляя шаг, вошел во вторую комнату, откуда слышались чьи-то голоса и смех Анны.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, малти пӳлӗмре шинельне хывса, хыпаланчӑк вестовой аллине тыттарать те, чӑпӑрккине ҫекӗлтен ҫакса, вӑрахчен сӑмсине шӑнкартса тӑрать.

В передней сдал на руки расторопному вестовому шинель, повесил на вешалку плеть, долго и звучно сморкался.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нумай чӳречеллӗ, пысӑк пӳлӗмре делегатсене ларма-тӑма та вырӑн ҫук.

Большая, многооконная комната едва вместила делегатов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӑй умӗнче тӑракан хӗр ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ (ку ӗҫ Мускав урамӗнчи пӗр ҫуртра, пулеметчиксене вӗрентме тесе уйӑрнӑ подвалти пӳлӗмре пулса иртрӗ).

Бунчук глянул на стоявшую перед ним девушку (дело происходило в подвальном помещении, в одном из домов на Московской улице, где призводилось обучение).

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Абрамсонпа тӗл пулса калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Бунчук унӑн инҫетри Таганрог урамӗ вӗҫӗнчи хваттерне ҫитрӗ те кӗнекесем хурса тултарнӑ пӗчӗк пӳлӗмре канса ларчӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫирӗ, Абрамсон ҫырӑвне хваттер хуҫи-хӗрарӑма парса, кравать ҫине выртрӗ.

Весь под теплым впечатлением встречи с Абрамсоном он дошел до его квартиры, где-то в конце Таганрогского, отдохнул в маленькой, заваленной книгами комнатке, пообедал, предъявил записку Абрамсона квартирной хозяйке, — прилег на кровать.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лутра кӑна малти пӳлӗмре этем чунӗ те ҫук.

В передней низкой комнатке никого не было.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӳлӗмре Дроздовпа Подтелков тем пирки хӗрсе кайса тавлашни ун хӑлхине кӗмесӗр юлчӗ.

И не слышал, о чем спорили Дроздов с Подтелковым в комнате.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан каллех тӑвӑр пӳлӗмре ирӗк вырӑн шыранӑ пек, ҫӳлелле йывӑррӑн ҫӗкленекен йӗтре куҫсем пӳлӗм тӑрӑх чупа пуҫларӗҫ.

И опять забегали, разыскивая простор в тесной горенке, тяжелые на подъем глаза-картечины.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑвӑр пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа, вӑл урисене чармакласа ларнӑ Подтелковӑн чӗркуҫҫийӗсене темиҫе хутчен сӗртӗнкелесе иртрӗ, унтан ӑна хирӗҫ чарӑнса тӑчӗ те ыйтрӗ:

Отмеряя по тесной горенке шаги, несколько раз касался расставленных колен Подтелкова; остановившись против него, спросил:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ халь вырнаҫнӑ пӳлӗмре ун чухне Мокроусов хӑй пурӑннӑ, унта ун ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ пулнӑ…

А в комнате, где я поселился, жил сам Мокроусов, то была его спальня…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малти пӳлӗмре пӗр сӗтел, кӗтесрен кӗтессе ҫити вӑрӑм сак лартнӑ, пӳлӗмре Никита Мальцевпа чее куҫлӑ, катрам пӳ-силлӗ бригадир Антон Солод пулнӑ.

В передней комнате с одним столом и длинной — от угла к углу — лавкой находились Никита Мальцев и бригадир Антон Солод, грузный мужчина с лукавым взглядом.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳлӗмре лампа ҫутнӑ, пӗри те ҫывӑрмасть.

В комнате горела лампа, и все уже не спали.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вут ялкӑшса ҫунма пуҫларӗ — хуралса кайнӑ пӳлӗмре ҫутӑ та ӑшӑ пулчӗ.

Костер вспыхнул пламенем — в закопченной кунацкой сделалось светло и уютно.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫывӑрмалли пӳлӗмре пирӗн ӑшӑ, ая тир сарӑпӑр, ҫиелтен кӗрӗк витӗпӗр, ун ҫинчен тата бурка.

Спальня у нас теплая, под бока постелем овчину, укроем шубами, а сверху буркой.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех