Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта пурнӑҫланакан ӗҫсемпе Александр Иванович кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ, строительсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве вӑхӑтра пурнӑҫласса шанни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Вӑл вӑхӑтра В.Афиногенов районти халӑх судӗнче тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Вӑл вӑхӑтра Куславкка, Тӑвай тата Вӑрмар районӗсене пӗрлештерсе Вӑрмар производство управленийӗ туса хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Йывӑр вӑхӑтра алӑ панине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Тӗрӗс калать, ҫывӑхлантӑмӑр: малтанхи ҫулсенче унпа сайра хутра ҫеҫ хутшӑнаттӑмӑр пулсан юлашки вӑхӑтра пӗр-пӗрин патне час-часах ҫырма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хальхи вӑхӑтра республикӑра территорисенчи комплекслӑ строительствӑн 56 проекчӗ пурнӑҫланать.

Куҫарса пулӑш

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хальхи вӑхӑтра фондра тӳлевсене лицевой счетсем ҫине ҫырассипе ӗҫлеҫҫӗ, малтан тӳленисене шута илсе ҫӗнӗрен квитанцисем йӗркелеҫҫӗ, документсенче палӑртнӑ пенисене вара пӑрахӑҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Регионти оператор счечӗ ҫине куҫаракансем патне тӳлев докуменчӗсене вӑхӑтра ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чылайӑшӗн хуравне ҫавӑнтах тупрӗҫ, ыттисене вара тивӗҫлӗ органсем патне ҫитерӗҫ, ҫитес вӑхӑтра татса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хальхи вӑхӑтра проект тӑвассипе ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Шӑпах ҫав вӑхӑтра хуҫалӑха практикӑна Леонид Степанов зоотехник килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак туртӑм хӑш вӑхӑтра ҫуралнине ас тӑватӑр-и?

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чун киленӗҫӗпе аппаланнӑ чухне тепӗр ӗҫ тума та ӗлкӗрет: аллисем ҫыхнӑ вӑхӑтра пуҫӗнче ҫӗнӗ юрӑ йӗркисем упранса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Юлашки вӑхӑтра ӑна интернет пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗп тӗллеве туса пыракан следовательсемсӗр пуҫне пирӗн ведомствӑна пырса тивекен уголовлӑ ӗҫсене тӗплӗ те вӑхӑтра, тӗрӗс тишкернине тӗрӗслекен должноҫсем те пур-ҫке.

Кроме основных следователей у нас есть должности, основной функцией которых является проверка расследований на качество, сроки и безошибочность.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Музыка тӗнчине уҫатӑп юлашки вӑхӑтра.

В последнее время открываю мир музыки.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пуҫ канма та, ишнӗ вӑхӑтра урӑххи пирки шухӑшлама та пултарать.

А здесь голова отдыхает, когда плывешь можно думать совершенно о других вещах.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ыттисем ҫӗннине ӑша хывнӑ вӑхӑтра халиччен мӗн вӗреннине манас мар тесе каҫсерен кӑштах та пулин тӑпӑртататтӑмах.

Пока другие осваивали новое, я, чтобы не забыть, повторяла то, что уже изучали.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Эпир ӳснӗ вӑхӑтра «Таутово» колхоз ячӗ таврара кӗрлесе кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Анчах юлашки вӑхӑтра палӑртни пулсах пымасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех