Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чи сăмах пирĕн базăра пур.
Чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30 ҫула ҫитнӗ ишевҫӗсенчен И.Никонова /райадминистраци/ дистанцие чи малтан вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

40 ҫула ҫитичченхи ӑмӑртура Н.Иванова /Курнавӑш/ чи маттурри пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Чи малтанах панкрута тухакан организацисемпе учрежденисен докуменчӗсене упрама илме тӑрӑшатпӑр.

Первым делом стараемся брать на хранение документы обанкротившихся организаций и учреждений.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Турнирта аслӑ ӑрури вӑйӑҫсемпе пӗрле чи ҫамрӑкки Дима Михайлов та (Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗ, 7-мӗш класс) тупӑшрӗ, «Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑшӑн» номинацире палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пӗччен вылянине шута илсе пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Рэм Парамонов чи пысӑк кӑтартуллӑ вӑйӑҫ пулни палӑрчӗ.

Итоги показали, что в индивидуальном зачете игрок Рэм Парамонов оказался с самым большим показателем.

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫак фестивальте чӑн-чӑн кӗнеке тусӗсене палӑртма май пур, проза тата поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх произведени ячӗсене пӗлӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Элӗкри тӗп вулавӑшра «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» акци-конкурспа килӗшӳллӗн наци кӗнекин «Вула, Элӗк Ен!» фестивалӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Сӑмахран, Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн командин спортсменӗсем Н.Васильев, Н.Волков, О.Кокшина, С.Свеклова - чи хӑвӑрт чупаканнисем.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

8 командӑран финиша чи малтан Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн команди ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чи малтанах район администрацийӗн тата ял тӑрӑхӗсен командисем старта тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Выляв фильмӗн чи лайӑх сценари авторне жюри уйрӑм парнепе тата грантпа наградӑлать.

Куҫарса пулӑш

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Нумай та вӑхӑт иртмӗ, ҫанталӑк чӗрӗлсе вӑй илӗ, пире илӗртекен ҫуркуннен пӗрремӗш чечекӗсем ҫурӑлӗҫ, ҫутҫанталӑкӑн чи илӗртӳллӗ те илемлӗ вӑхӑчӗ пуҫланӗ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чи маттуррисем Урмаелсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Сӑмахран, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче чи малтанах район администрацийӗн тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен тата депутатсен командисем волейбол площадкине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

- Паянхи савӑнӑҫлӑ кун чи малтанах хисеплӗ хӗрарӑмсене, чипер пикесене Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чи малтанах пухӑннисене хитре тум тӑхӑннӑ ҫӑварни хӗрӗсемпе каччисем илемлӗ юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чи лайӑх ӗҫсене кайран кӗнекен те пичетлесе кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.

Самые лучшие работы после предполагается выпустить в виде книги.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тишкерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11787.html

Унӑн тӗллевӗсенчен чи пӗлтерӗшли - хамӑр чӑваш пулнине, наци пӗрлӗхне палӑртасси.

Самое значимая цель — помощь в определении самих себя как чувашей, национальной идентичности.

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫав лаптӑксенчен ытларахӑшӗ - пулӑ хуҫалӑхӗн чи пысӑк категорине кӗрекен шывӗ ҫинче тата юханшывсен саккунпа хӳтӗлеме тивӗҫлӗ ҫыранӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Улатӑр вӑрманӗнчи чи пысӑк кушак - ҫӳлевӗҫ - йӗрӗсене курса тӗлӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех