Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Ҫапла эпӗ вӗсене ютпа мӗн ҫыхӑннинчен пӗтӗмпех тасатрӑм, кашни ҫыннине хӑй вырӑнне тӑратса, священниксемпе левитсен Турӑ умӗнчи ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫласа ятӑм, 31. каласа хунӑ вӑхӑтра вутӑ, малтанхи ҫимӗҫе кӳрсе тӑрассине те йӗркелерӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗ Иоаким пурӑннӑ вӑхӑтра, Неемия ҫӗр пуҫлӑхӗ тата Ездра кӗнекеҫӗ, священник, пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара эпир — священниксем те, левитсем те, халӑх та — Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли вутӑ кӳрсе тӑрасси пирки шӑпа ятӑмӑр: саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парни вырӑнӗ ҫинче ҫунтармашкӑн хӑш ӑрӑвӑн хӑш вӑхӑтра ҫулран-ҫул вутӑ илсе килмеллине палӑртрӑмӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ҫавӑн чухне, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра, вӗсем Сана тархасланӑ та — Эсӗ вӗсене тӳперен итленӗ, питех те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран вӗсене Эсӗ хӑтаракансем яра-яра панӑ; кусем вӗсене тӑшманӗсен аллинчен хӑтарса тӑнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иисус, Ваний, Шеревия, Иамин, Аккув, Шабе, Годия, Маасея, Клита, Азария, Иозадав, Ханан, Фелаия тата левитсем халӑха саккуна ӑнлантара-ӑнлантара пачӗҫ, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен вырӑнӗнчех тӑчӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пирӗн пуҫлӑхсем ҫак ӗҫе пӗтӗм халӑх ятӗнчен пӑхса тухчӑр та, вара пирӗн хуласенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта ҫав хуласен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хулисенче пурӑннӑ вӑхӑтра, халӑх, пӗр ҫын пек, Иерусалима пухӑннӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине ярас сехмете курмӗҫ, тет Турӑ, тенӗ Олдама.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав вӑхӑтра Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшапа унӑн аслӑ улпучӗсем тата Иерусалима пухӑннисем канашланнӑ та ҫапла йышӑннӑ: Пасхӑна иккӗмӗш уйӑхра ирттермелле, 3. мӗншӗн тесессӗн священниксен йышӗ пӗтӗмпех тасалса ҫитейменнипе тата Иерусалима халӑх пӗтӗмпех пуҫтарӑнманнипе Пасхӑна вӑхӑтра ирттереймен пулнӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав вӑхӑтра, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме пуҫӑнсанах, Израиль патшийӗн Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене калама, трупа кӑшкӑртма, Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлама пуҫланӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйне хӗсӗк килнӗ вӑхӑтра та вӑл, Ахаз патша, Ҫӳлхуҫа умӗнче саккуна хирӗҫле ӗҫсем тума пӑрахман.22. И в тесное для себя время он продолжал беззаконно поступать пред Господом, он - царь Ахаз.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ; 18. филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ; Израиль патши каҫченех Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, хӗвел аннӑ вӑхӑтра вилнӗ вара.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аса ҫилленсе кайнӑ та Анание тӗрмене хупса лартнӑ, вӑл ӗнтӗ ҫав сӑмахшӑн питӗ тарӑхнӑ; ҫав вӑхӑтра Аса ытти ҫынсене те хӗсӗрленӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав вӑхӑтра Ананий витӗркуран Иудея патши Аса патне пырса ҫапла каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн, унӑн ҫарӗ ҫавӑнпа сан аллунтан ҫӑлӑнса юлчӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав вӑхӑтра тухаканшӑн та, кӗрекеншӗн те тӑнӑҫлӑх пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте вӑйлӑ пӑлханӗҫ; 6. халӑхпа халӑх, хулапа хула ҫапӑҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ тӗрлӗрен инкек-синкекпе сехӗрлентерсе ҫитерӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 23. вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ — 24. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, филистимсен тапӑрӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Давид патне чул ту ҫине, Одоллам ту хӑвӑлне, хӑпарнӑ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Еверӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ: пӗрне Фалек тесе чӗннӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр пайланса кайнӑ; унӑн пӗртӑванӗ Иоктан ятлӑ пулнӑ.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.