Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртсе (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри кооператорсем тӗрӗс ҫулпа пынине, коммерци ыйтӑвӗсене кӑна мар, чи малтанах социаллӑ ыйтусене татса парассине тӗп вырӑна хунине, ҫак ӗҫе халӑхран сӗт, какай, эмел курӑкӗсем туяннипе, пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене кирлӗ таварпа, пулӑшупа тивӗҫтернипе пурнӑҫа кӗртсе пынине ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- 2015 ҫула илес пулсан, суту-илӳ, общество апатланӑвӗн, производство, хатӗрлев, пулӑшу ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе тухӑҫлӑха ӳстерес ыйтусемпе уйрӑмах тимлӗ ӗҫленине палӑртмалла, - терӗ Валерий Михайлович. - Организацисемпе предприятисен ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 11 миллиард тенкӗпе танлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ҫак йӑлана халӗ ҫӗкленекен шкулсене кӗртсе хӑвармалла», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫавӑнпа «Воля» команда 3 гол ҫеҫ кӗртме пултарчӗ, «Чикаго» вӗсен хапхине 4 гол тапса кӗртсе Кубока хӑйсен ялне илсе кайрӗ.

Поэтому команда «Воля» смогла забить всего 3 гола, «Чикаго» в их ворота забив 4 гола забрала Кубок в свою деревню.

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хӑйӗн тӗп тивӗҫне пурнӑҫа кӗртсе пынипе пӗрлех Йӗпреҫ музейӗн дирекцийӗ районти шкулсенче йӗркеленӗ музейсем пирки манмасть, вӗсене май килнӗ таран тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Шкул ачисемпе район ҫыннисене тата хӑнасене ҫӗнӗ пӳлӗмсене кӗртсе кӑтартас тӗллевпе халӗ кунта Чӑваш Наци музейӗн куравӗсемпе паллаштарма май тупрӑмӑр.

Для целью ознакомления школьников, жителей и гостей района новыми помещениями на данный момент смогли организовать выставки Чувашского национального музея.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех