Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педуниверситетне вӗренме кӗнӗ, историпе право преподавателӗ тата юрист специальноҫне алла илнӗ.

Получив аттестат, поступила в Чувашский государственный педагогический университет имени И.Я.Яковлева, получила специальность преподавателя истории, права и юриста.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗлтӗр республикӑри 5 инвалид асӑннӑ центрта пулса чунпа ҫирӗпленнӗ, пурнӑҫ тытса пыма кирлӗ хӑнӑху илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен республикӑри уйрӑмӗ район-хулари пуҫламӑш 12 организацирен тӑрать: тӗслӗхрен, Шупашкар хулинчи - 800, Канашри - 234, Муркаш, Вӑрнар районӗнчисем 200 ытла ҫынна хӑйсен хӳттине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Етӗрнери аш-какай комбиначӗ, тулли мар яваплӑ «Кооператор» тата «Янтарь» обществӑсем - хӑйсен темиҫе продукцине «Чӑваш биопродукчӗ» тавар паллипе кӑларма ирӗк илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пурлӑх-техника базине аталантарма 200 миллион ытла тенкӗ уйӑртӑмӑр, ҫӗнӗ сакӑр об Ял халӑхӗ хушма хуҫалӑхра туса илнӗ продукцие аякка каймасӑрах вырнаҫтарма май пурришӗн кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑйӗн юратнӑ предмечӗпе республика шайӗнчи тупӑшура ҫӗнтернӗскер, «Манӑн чи лайӑх урок» темӑпа хисеплӗ жюри членӗсен умне тухса пысӑк хисеп ҫеҫ мар, «За службу образованию» медале те ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Юлашки сӑмаха В. Краснов илнӗ — пурне те тав каланӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑх юррине юрласа панӑ.

Заключительное слово взял сам В.Краснов — он поблагодарил собравшихся и спел народную чувашскую песню.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерекен, мӑшӑрӗпе килӗштерсе пурӑнакан, ӗҫре ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ хӗрарӑм телейлӗ.

Женщина, воспитывающая правильно своих детей, живущая в согласии с супругом, заслужившая уважение на работе - счастлива.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

2015 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 661 пин хӗрарӑма шута илнӗ, вӗсенчен 414 пинӗшӗ - хулара, 247 пинӗшӗ ялта пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

2015 ҫулта хӑйсене кирлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма ҫӗршывра 4,3 млн ҫын пулӑшу илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хӑйӗн хастар ӗҫӗпе коллективра, халӑхра сум ҫӗнсе илнӗ, хуҫалӑх уй-хирӗнче, ферминче лӑш курмасӑр вӑй хурса орден-медале тивӗҫнӗ, тӑван республикӑмӑрӑн историйӗнче йӗр хӑварнӑ ҫӗр-ҫӗр хӗрарӑм ятне мӑнаҫланса вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Аса илтерни вырӑнлӑ: сӑн ӳкерчӗкре Осип Андреевича палласа илнӗ Галина Еципенко «Тӑван Ене» вӑл ҫак салтак хӑйӗн асалашшӗн кӗҫӗн шӑллӗ пулнине пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Петр Васильева 1939 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче ҫара илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пытармасӑр каласан, кӗтнӗ, мӗншӗн тесен хӑй лайӑххисен шутӗнче пулнине пӗлнӗ, ҫакна вӑл ҫӗнсе илнӗ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кам суйласа илнӗ ӑна?

Кто его выбрал?

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Сӑмах легендӑна кӗрсе юлнӑ, йывӑр аманса икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче тепӗр хут хӑнӑху илнӗ Алексей Петрович Маресьев ҫинчен пынине вулакан тавҫӑрчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

17-ри йӗкӗт тепӗр ҫамрӑкран 5 пин тенкӗ кивҫен илнӗ те - ӑна ниепле те тавӑрса парайман.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Арендӑна илнӗ гаражри нумай-нумай саппас пайсемпе агрегатсен хушшинче вӗсем ҫухалнӑ хайхи ВАЗа та тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав управленийӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх - полици пӗр автомастерской пирки информаци илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пӗлсе пӗтер, тен, тупӑнӗ, тен, ӑна пуҫтах ҫамрӑксем ярӑнма кӑна илнӗ - ӑҫта та пулин ҫывӑхрах пӑрахса хӑварнӑ...

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех