Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Наци сăмах пирĕн базăра пур.
Наци (тĕпĕ: наци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисемпе район ҫыннисене тата хӑнасене ҫӗнӗ пӳлӗмсене кӗртсе кӑтартас тӗллевпе халӗ кунта Чӑваш Наци музейӗн куравӗсемпе паллаштарма май тупрӑмӑр.

Для целью ознакомления школьников, жителей и гостей района новыми помещениями на данный момент смогли организовать выставки Чувашского национального музея.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ наци, этнос ушкӑнӗсен тата тӗн конфессийӗсен ҫыннисем килӗштерсе туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

На земле Чувашии в мире и согласии живут представители разных национальностей, этнических групп и религиозных конфессий.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин.

«Эта книга была написана в память о Чувашской матери, которая, как Улып, пыталась остановить войну», — такими словами оставил мне в подарок свою книгу несколько месяцев назад в Национальной библиотеке чувашский писатель Николай Сорокин, проживающий в Казани.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Ҫав мӑшкӑл хыҫҫӑн ют ҫӗршыв костюмӗпе ҫӳреме пӑрахрӑм, хамӑр наци халатне тӑхӑна пуҫларӑм, каплипе мана пушшех хӑртма тапратрӗҫ.

— А я тогда сменил европейский костюм на наш обычный халат, так меня начали поносить еще пуще.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех