Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ӑшшӑн (тĕпĕ: ӑшшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каласа пама ҫук тӑванлӑн, ӑшшӑн вӑштӑртатса ӳкрӗҫ Григорий ҫине ҫак, хӑй те пӗрре кӑна мар юрланӑ, тахҫанхи казак юррисем.

Неизъяснимо родным, теплым повеяло на Григория от знакомых слов давнишней казачьей и им не раз игранной песни.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан ӑшшӑн кулса илчӗ те шӑп пулчӗ; Аникушка, хӑй именнине ирттерсе ярас тесе, старикрен ҫапла ыйтрӗ:

Степан замолчал, улыбаясь; сглаживая неловкость, Аникушка спросил у деда:

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫу каҫа кӑштах начарланчӗ, анчах йывӑр ҫын пулнӑ пулин те, унӑн стайлӑ кӗлетки-ҫурӑмӗ пачах улшӑнмарӗ: чӑмӑрланнӑ хырӑмӗ тулли кӗлеткере нимӗн чухлӗ те палӑрмасть, туртӑнса кайнӑ питне вара — ӑшшӑн лайӑхланнӑ куҫӗсем урӑхларах илем, ҫӗнӗ илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Она подурнела за лето, но статной фигуры ее почти не портила беременность: общая полнота скрадывала округлившийся живот, а исхудавшее лицо по-новому красили тепло похорошевшие глаза.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарҫӑсен пӳлӗмӗн алӑкне шатлаттарса уҫса хупса, шала тӗтӗм пек явӑнакан сивӗ сывлӑшпа пӗрле Тихӑн кӗрсе тӑрсанах, Лукерья кровать ҫинче хыҫалалла хӗсӗнсе выртать те, ӑшшӑн мӑкӑртатса, шӑнса кайнӑ еркӗнне тутлӑн-тутлӑн ыталать.

И, когда хлопала дверь в людской, впуская дымящийся пар и Тихона, она теснилась на кровати и, воркуя, сладко обнимала назябшего сожителя.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лутака кӗлеткеллӗскер, пӗтӗмпе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер (аллисем ҫинче те-ха унӑн кӑвак тӗксем пулнӑ), ача чухнех чукмарпа ҫапса лапчӑтса лартнӑ сӑмсаллӑскер, вӑл яланах пӗчӗк ача пек ӑшшӑн ейӗлсе, йӑл кулса ҫӳренӗ, кулнӑ май хӗрлӗ пӗркеленчӗклӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗри-тавралла уҫӑ кӑмӑллӑн пӑхнӑ.

Низенький, весь в зеленой седине (на руках и то рос седой волос), с носом, расплюснутым еще в детстве ударом чекмаря, вечно улыбался он голубой детской улыбкой, мигая на окружающее простодушными, в красных складках, глазами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Улӑштарӑр ҫӗррӗрсене, — терӗ Виссарион атте, Григорий куҫӗнчен ӑшшӑн пӑхса.

— Поменяйтесь кольцами, — сказал отец Виссарион, тепловато глянув Григорию в глаза.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫавӑн ҫинчен калатпӑр та, халех пама ир тетпӗр, — ӑшшӑн хушса хурать кил хуҫи, куллине ҫутӑлтарса.

— Про то речь, что выдавать, кубыть, и рано, — миротворил хозяин, лоснясь улыбкой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтан чупма тытӑнмалла? — ыйтрӗ Митькӑран сотник, пэнснине тӳрлетсе лартса тата Митька ӑйӑрӗн ӑмринчи тӗреклӗ шӑнӑрӗсем ҫине ӑшшӑн куҫ хывса.

— Откуда скакать? — обратился к Митьке сотник, поправляя пенсне и любуясь могучими грудными мускулами Митькиного жеребца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑшшӑн та кӑмӑл туллин туйӑнать ӑна Гришкӑн хура куҫӗсем йывӑррӑн та тӗмсӗлсе ачашланӑ чухне.

Тепло и приятно ей было, когда черные Гришкины глаза ласкали ее тяжко и исступленно.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька сарӑмсӑр хӗрелсе кайрӗ, хӗрӗ, ӑшшӑн кулкаласа тата ҫӗре тӑкӑнса кайнӑ ҫӗр ҫырли ҫеҫкипе вылякаласа: — Епле, Митька, хӗрсем сире юратаҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Митька внезапно покраснел, а она, играя улыбкой и веточкой осыпавшейся на пол тепличной клубники, спрашивала: — Что же, Митя, девушки вас любят?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

О, мӗн тери ӑшшӑн ыталарӗ мана ырӑ кӑмӑллӑ аннеҫӗм!

О, как обняла меня добрая мать моя!

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл шуралса ларнӑ сухалӗпе уссийӗсем витӗр ӑшшӑн кулкаласа илет.

По временам на лице его показывалась полусладкая мина.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл, шухӑша кайнӑскер, йӗкӗт ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ.

задумчиво уставив в него свои очи.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ҫирӗп эсӗ, Василий Петрович, эпӗ акӑ чӑтса тӑма пултараймастӑп, — терӗ те Озеров, хӑй унпа туслӑн калаҫма хатӗрленни ҫинчен систерсе, ӑшшӑн кулса илчӗ.

— Ты крепок, Василий Петрович, а я вот утерпеть не могу, — сказал Озеров и улыбнулся, намекая на то, что он собирается поговорить с ним по-дружески.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл пӗр Лена ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫывӑрса кайрӗ, тӗлӗкӗнче чылайччен ӑшшӑн кулса выртрӗ…

Он уснул, думая уже только о Лене, и долго-долго улыбался во сне…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Юргин ассӑн сывласа илчӗ те ӑшшӑн кулса каларӗ:

— Юргин вздохнул и сказал с улыбкой:

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑшшӑн пӑхни.

— Ласковый взгляд.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫук, ҫывӑраймастӑп, — ывӑннӑ та хупӑ сассипе каларӗ те вӑл дежурствӑри секретаре, анчах, кулленхи пек ӑшшӑн кулмарӗ пулсан та, шӳтлесе илчӗ.

— Нет, не смогу уснуть, — усталым и приглушенным голосом сказал он дежурному секретарю и пошутил, хотя и не засмеялся тепло как обычно.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пирвайхи хут йывӑр амантрӗ-и? — ӑшшӑн кулса ыйтрӗ Андрей.

— Первое тяжелое ранение? — с улыбкой спросил Андрей.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лейтенант халь пур ӗҫе те шӳтпе, ӑшшӑн кулкаласа тӑвать; салтаксемпе нумай та хаваслӑн калаҫать.

Лейтенант все делал теперь с шуткой да улыбочкой; с бойцами разговаривал необычно много и весело.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех