Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
33. Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать, тенӗ.

33. Никто, зажегши свечу, не ставит ее в сокровенном месте, ни под сосудом, но на подсвечнике, чтобы входящие видели свет.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иисус вара каланӑ: Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех, тенӗ.

28. А Он сказал: блаженны слышащие слово Божие и соблюдающие его.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл ҫапла каланӑ чухне халӑх хушшинчен Ӑна пӗр хӗрарӑм кӑшкӑрса каланӑ: Сана ҫӗклесе ҫӳренӗ вар, Сана ӗмӗртсе ӳстернӗ кӑкӑр телейлӗ! тенӗ.

27. Когда же Он говорил это, одна женщина, возвысив голос из народа, сказала Ему: блаженно чрево, носившее Тебя, и сосцы, Тебя питавшие!

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать, тенӗ.

26. тогда идет и берет с собою семь других духов, злейших себя, и, войдя, живут там, - и бывает для человека того последнее хуже первого.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпӑшалпа сыхласа тӑнӑ чухне унӑн пурлӑхӗ сыхӑ тӑрать; 22. анчах ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххи пырса тапӑнса ҫӗнтерсессӗн, вӑл унӑн шанса тӑнӑ мӗнпур хӗҫпӑшалне туртса илӗ, ҫаратса тухнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ, тенӗ.

21. Когда сильный с оружием охраняет свой дом, тогда в безопасности его имение; 22. когда же сильнейший его нападет на него и победит его, тогда возьмет все оружие его, на которое он надеялся, и разделит похищенное у него.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: усалсене Вӑл усалсенӗн пуҫлӑхӗ веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.

15. Некоторые же из них говорили: Он изгоняет бесов силою веельзевула, князя бесовского.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.

13. Итак, если вы, будучи злы, умеете даяния благие давать детям вашим, тем более Отец Небесный даст Духа Святого просящим у Него.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Калатӑп сире: вӑл ӑна, лешӗ тусӗ пулин те, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса мӗн ыйтнине памарӗ пулсан та, тусӗ каймасӑр аптӑратса тӑнине кура тӑрӗ те мӗн чухлӗ ыйтнине парса ярӗ ӑна, тенӗ.

8. Если, говорю вам, он не встанет и не даст ему по дружбе с ним, то по неотступности его, встав, даст ему, сколько просит.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрентсемччӗ, тенӗ.

научи нас молиться, как и Иоанн научил учеников своих.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ, тенӗ.

Мария же избрала благую часть, которая не отнимется у нее.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Марфа вара лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ; вӑл Ун патне пынӑ та каланӑ: Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ, тенӗ.

40. Марфа же заботилась о большом угощении и, подойдя, сказала: Господи! или Тебе нужды нет, что сестра моя одну меня оставила служить? скажи ей, чтобы помогла мне.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Иисус ӑна каланӑ: кай та эсӗ те ҫапла ту, тенӗ.

Тогда Иисус сказал ему: иди, и ты поступай так же.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Саккунҫӑ: ӑна хӗрхенсе ырӑ тунӑскерӗ, тенӗ.

37. Законник сказал: оказавший ему милость.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ӗнтӗ вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ тесе шухӑшлатӑн эсӗ? тенӗ.

36. Кто из этих троих, думаешь ты, был ближний попавшемуся разбойникам?

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34. вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35. тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.

33. Самарянин же некто, проезжая, нашел на него и, увидев его, сжалился 34. и, подойдя, перевязал ему раны, возливая масло и вино; и, посадив его на своего осла, привез его в гостиницу и позаботился о нем; 35. а на другой день, отъезжая, вынул два динария, дал содержателю гостиницы и сказал ему: позаботься о нем; и если издержишь что более, я, когда возвращусь, отдам тебе.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Лешӗ ҫавах хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисуса каланӑ: ман ҫывӑх ҫыннӑм кам? тенӗ.

29. Но он, желая оправдать себя, сказал Иисусу: а кто мой ближний?

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иисус ӑна: тӗрӗс каларӑн эсӗ; ҫапла ту, вара ӗмӗрех пурӑнӑн, тенӗ.

28. Иисус сказал ему: правильно ты отвечал; так поступай, и будешь жить.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ.

27. Он сказал в ответ: возлюби Господа Бога твоего всем сердцем твоим, и всею душею твоею, и всею крепостию твоею, и всем разумением твоим, и ближнего твоего, как самого себя.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иисус ӑна: саккунра мӗн ҫырнӑ? епле вулатӑн эсӗ? тенӗ.

26. Он же сказал ему: в законе что написано? как читаешь?

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Акӑ пӗр саккунҫӑ тӑнӑ та Иисуса сӑнаса каланӑ: Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн? тенӗ.

25. И вот, один законник встал и, искушая Его, сказал: Учитель! что мне делать, чтобы наследовать жизнь вечную?

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех