Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхатӑн та, унта ҫынсен чылай пысӑк ушкӑнне тиенӗ полуторка тусан мӑкӑрлантарать — ҫеҫенхирте ҫав ушкӑн юрлани янӑрать: унта симӗс нӑрӑ пек «Москвич» тулӑ хушшипе вӗҫтерсе, сӑрталла улӑхать те, чечекленекен хӗвелҫаврӑнӑш ӑшне кӗрсе, нумай вӑхӑтлӑха ҫухалать; унта «Победа» сӑрталла ҫӑмӑллӑн та лӑпкӑн ярӑнса улӑхать; унта, пӑхатӑн та, шурӑмпуҫӑн кӗрен ҫути ҫине илемлӗ мӗлке пек ӳксе, бурка тӑхӑннӑ икӗ юланутҫӑ иртеҫҫӗ; унта авӑ, тӑвайккинчен вӑрӑм урапа чупса анать, вӑл ытла хытӑ чупнипе ҫамрӑк ача-кучер урапан малти хӑми ҫине урипе тӗреленсе, тилхепине пӗтӗм вӑйран туртать; унта сӑрт хыҫӗнчен икӗ самӑр ҫӳрен ӑйӑрсене кӳлнӗ тачанка чупса тухса, ҫил пек малалла чуптарать; ӑйӑрӗсем витере тӑрса йӑлӑхнӑ та халӗ ҫилхисене вӗҫтерсе чупма тӳр килнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ.

Смотришь, там пылит полуторка с довольно шумной компанией в кузове, — это от них несется по степи песня; там зеленым жуком пролетит между пшеницей «Москвич», выскочит на пригорок и затем надолго скроется в цветущих подсолнухах; там «Победа» легко и плавно закачается по взгорью; там, смотришь, покажутся два всадника, красиво рисуясь бурками на фоне розовой утренней зари; там линейка покатится с горы, да так покатится, что паренек-кучер, упираясь ногами в передний козырек, изо всей силы натянет вожжи, как струны; там, выскочив из-за холма, напропалую помчится тачанка в упряжке пары холеных, гнедой масти жеребцов, тех лихих жеребцов, которые застоялись у себя в денниках и теперь рады были резво тряхнуть гривами.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ те, таҫта чупса каймалла пулнӑ пек, хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑчӗ.

Она с легкостью вздохнула и как-будто ей нужно куда-то бежать быстро встала на ноги.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кабинетра Савва Прохорпа пӗрле сехет ытла пулчӗ, тачанка ҫине ларсан, Дорофее лашасене Тимофей Тутаринов патнелле хӑвалама хушрӗ те, ҫӑмӑллӑн сывласа илсе, шухӑшларӗ:

Савва пробыл в кабинете вдвоем с Прохором более часа, а когда сел в тачанку и сказал Дорофею, чтобы ехал к Тимофею Тутаринову, облегченно вздохнул и подумал:

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тачанка кустӑрмисемпе тӑкӑртаттарса тата ҫӑмӑллӑн та ҫемҫен ярӑнса, станица Совечӗ еннелле пӑрӑнчӗ те крыльца патӗнче, шӑпах йывӑҫсем айӗнчи сулхӑнра чарӑнчӗ.

Издавая глухой цокот ступицами, легко покачиваясь, тачанка завернула к станичному Совету и остановилась у крылечка, как раз в тени деревьев.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Федор Лукич ҫӑмӑллӑн сывларӗ.

Федор Лукич облегченно вздохнул.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тарантас ҫӑмӑллӑн ярӑнса Рощенскинелле чупнӑ вӑхӑтра Илья Стегачев хӑй Артамашовпа мӗн калаҫнине пӗтӗмпех Сергее пӗлтерчӗ, Яман-Джалгари колхозницӑсемпе тата йӗтем ҫинчи хуралҫӑпа Евсей епле тӗл пулни ҫинчен те каласа пачӗ.

И пока шарабан, покачиваясь и подпрыгивая, не спеша катился в Рощенскую, Илья Стегачев передал Сергею весь свой разговор с Артамашовым, рассказал о встречах Евсея с яман-джалгинскими колхозницами и со сторожем на току.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Апла, тав турра, ҫыртман, — ҫӑмӑллӑн шухӑшларӗ вӑл.

«Значит, слава богу, не покусал, — с облегчением подумал он.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑн пек пысӑк паллӑна курсан, пирӗн ҫулҫӳревҫӗ хӑй кирлӗ еннелле кайни пирки иккӗленсе тӑман; ҫавӑнпа вӑл лашине уттипе ячӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ.

Видя такой важный ориентир, наш путник не сомневался, что едет в нужном направлении; поэтому он перевел коня на шаг и облегченно вздохнул.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мария Нескоромная Евсей аллинчен ҫырӑва сыхлануллӑн илсе, хут листи ҫине чылайччен шарламасӑр пӑхса, хӑй ӑшӗнче вуланӑ вӑхӑтра урапа патӗнче питех те шӑп пулнипе кӗсрепе ҫаплах тем ҫинчен калаҫакан Буланый ҫӑмӑллӑн сывласа илни те илтӗнчӗ.

Мария Нескоромная осторожно взяла из рук Евсея письмо, долго и молча смотрела на лист, и пока она про себя читала, возле шарабана воцарилась такая тишина, что было слышно, как облегченно вздохнул Буланый, все еще о чем-то своем разговаривая с кобылой.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл лашине татах икӗ хутчен саламатпа ҫунтарса илчӗ, картузне ӗнсе ҫине антарса лартрӗ те хӗрарӑмсем патне ҫӑмӑллӑн чуптарса пычӗ.

Он еще раз угостил коня плеткой, сбил на затылок картуз и молодцевато подъехал к женщинам.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халӗ унӑн пуҫне пит нумай шухӑшсем пухӑннипе тата вӗсем питех кирлӗ те пӑшӑрхантаракан шухӑшсем пулнипе вӑл ывӑннине те, йывӑрлӑха та туймарӗ, веялка аврине пӗр алпа пурне те ӑмсантармалла ҫӑмӑллӑн ҫавӑрчӗ.

Теперь, когда в ее голове накопилось так много мыслей, и к тому же, все были важными и волнительными, она не чувствовала ни усталости, ни тяжесть, посему, на зависть всем, начала легко крутить рукоятку веялки одной рукой.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тарас та вагонран тухрӗ, улӑм силлекен хатӗр ҫине, унта темскер манса хӑварса, халӗ те тупма пултарайман пек, тимлӗн пӑхса, куҫ хӗррипе Настенькӑна, тата ӑна ҫӗр ҫине анма Митька пулӑшасшӑн пулнине курчӗ, анчах лешӗ савӑнӑҫлӑн кулкаласа ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ те Григорие ҫеҫ алӑ парса, ыттисене чылай кӳрентернине асӑрхарӗ.

Тарас тоже вышел из вагона и, заглядывая в соломотряс таким пристальным взглядом, точно он что-то там забыл и теперь не мог отыскать, краем глаза видел Настеньку; видел, как Митька хотел помочь ей сойти на землю, как она, смеясь, соскочила и подала руку Григорию.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан, тӗксӗмрех симӗс вӗр-ҫӗнӗ комбайн, умӗнчи шурӑ хедерне ҫӗклесе, вагон алӑкӗ умнех ҫӑмӑллӑн ҫитсе чарӑнчӗ.

Затем к дверям вагона подъехал темно-зеленый, совсем еще новенький комбайн, неся впереди хедер.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗр чылая кайсан ҫумӑр шавлама чарӑнчӗ, ҫил те шӑпланчӗ, пӗлӗтсем хӑйсен ӗҫне туса, хӑйсенче мӗн чухлӗ шыв пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫине антарнине тата халь тӳпере шуса ҫӳреме пултарнине кӑтартасшӑн пулса, хӑвӑрттӑн та ҫӑмӑллӑн сирӗлсе, сапаланчӗҫ.

Дождь умолк поздно, утих и ветер, и тучи быстро и легко поднялись и разошлись, как бы давая понять, что свое дело они сделали, все запасы воды сбросили на землю и теперь могут гулять в небесах.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Иртсе кайрӗҫ пулмалла, — ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ Мещерский, сасартӑк хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнине туйса илсе.

— Прошли, кажется, — облегченно вздохнул Мещерский и вдруг почувствовал, что он весь в поту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Хӑй хулпуҫҫинчен сапёр алӑпа кӑшт тӗртӗннипех Травкин ҫӑмӑллӑн чӗтресе илнӗ.

Травкин даже легонько вздрогнул от прикосновения руки сапера к его плечу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Разведчик — Мамочкин сержант! — тенӗ те, атӑ кӗлисемпе ҫӑмӑллӑн шаклаттарса илнӗ Мамочкин.

— Разведчик сержант Мамочкин! — лихо пристукнул он каблуками.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Мархва чӳрече витӗр пӑхса тӑчӗ, старик пӳрт кӗтессинчен иртсе курӑнми пулсан тин вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ.

Марфа смотрела из окна и спокойно вздохнула только тогда, когда увидала, что старик скрылся за углом дома.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Ку вӑхӑтра эпӗ уйрӑмах хытӑ кӗвӗҫрӗм, мӗншӗн тесен арӑм ун чухне тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫа сӑлтавсӑрах пӑсса яма пултаракан темле канӑҫсӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗччӗ (ача амӑшӗсен ун пекки пулать) тата вӑл хӑйӗн ача амӑш пулса пурӑнас тивӗҫне епле ҫӑмӑллӑн сирсе ывӑтни те ман куҫ умӗнчех пулчӗ.

Я особенно ревновал в это время, во-первых, потому, что жена испытывала то свойственное матери беспокойство, которое должно вызывать беспричинное нарушение правильного хода жизни; во-вторых, потому, что, увидав, как она легко отбросила нравственную обязанность матери.

XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Унтан та ытларах хамӑр епле ҫӑмӑллӑн килӗштернинчен тӗлӗнмелле.

Но еще поразительнее была недостаточность предлогов примиренья.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех