Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паянхи сăмах пирĕн базăра пур.
Паянхи (тĕпĕ: паянхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, Тимрук хӑй ашшӗне паянхи пек урӑхларах сӑнарлӑн курӑннине асӑрхаманччӗ-ха.

Нет, Тимруку еще ни разу не приходилось видеть отца таким.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫул ҫинче вӑл щухӑш пӗр хускатнӑ ырӑ ҫемӗ пек вӗҫӗ-хӗррисӗр сыпӑна-сыпӑна туртӑнать: ялкӑшса пӑхан хӗвел ҫутҫанталӑка ытарайми илем кӗртет-и — ҫавӑ та аса кӗмесӗр юлмасть, ешӗл вӑрман хӗрринчи улӑхра шӑранса пӗтеймен шурӑ тӗтре куҫа курӑнса каять-и, хресченен кулленхи терчӗ ахлатса сывлӑш ҫавӑрттарать-и, кӗтмен инкек чуна хӗсет-и е паянхи пек тулли савӑнӑҫ пуҫа ҫавӑрать — пӗтӗмпех пӗрле капланса пӑтранать, тӗлли-паллисӗр явӑнать.

В дороге они, мысли-то, нанизываются одна на другую, точно бусины, увидел, к примеру, сияющее солнышко да довольную оттого природу — и это отметится в твоей голове; иль белый туман на лесной опушке, не успевший рассеяться по лугам; иль повседневные заботы крестьянина; иль нежданная беда или беспредельное счастье, какое испытал Шерккей сегодня, — все-все кучится в голове, переполняет ее мыслями.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Яра кун сухара пулнӑ чухне те паянхи пек ӗшеннине астумасть.

Бывало, целый день проводил за пахотой и то так не уставал…

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Иван Данилович, санӑн паянхи ӗҫкунӗн ҫуррине тытса юлатӑп.

— Скощу наполовину твои трудодни, Иван Данилыч.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Паянхи мӗнле йӑнӑш? —

— Какого сегодняшнего? —

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Анчах вӗсене, Яша, паянхи йӑнӑша асра тытса, йышӑнас пулать, — пӗтерчӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне, унтан шӳтлесе, ӑна пӳрнипе юнарӗ.

— Но принять их надо будет, Яша, с учетом сегодняшнего опыта, — закончил он, шутливо погрозив пальцем.

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Паянхи чулланнӑ ирсӗрте чавалансан, пирӗн кунӑн тӗттӗм вырӑнӗсене тишкерсен, тен, мана та аса илӗр эсир ӑнсӑртран.

Роясь в сегодняшнем окаменевшем говне, наших дней изучая потёмки, вы, возможно, спросите и обо мне.

Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.

Вӑхӑт шунӑҫемӗн чылай эстетикӑлла япаласем (хаклӑхсем) хӑйсен актуаллӑхне (паянхи кун кирлӗ ҫивӗчлӗхне) ҫухатаҫҫӗ, ҫавӑн пирки ӑна йышӑнас илемлӗх туйӑмӗ те мӑкалать.

С течением времени многие эстетические ценности теряют свою актуальность; притупляется и эстетическое восприятие.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Авалтан юлнӑ йӗркесем нихӑҫан та паянхи культурӑпа шайлашмаҫҫӗ, пысӑк культурӑллӑ халӑхсенех хӑшпӗр кивелнӗ йӑласем пулма пултараҫҫӗ.

Традиции никогда не шагают в ногу с развитием культуры, поэтому у народов с высокой культурой могут быть некоторые устаревшие обычаи.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

«Тӑван ҫӗршыв» фотокурав республикӑмӑр ӗнерхи кунӗ тата паянхи аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартать.

Фотовыставка «Родина» рассказывает о вчерашнем дне и нынешнем развитии республики.

Мускав урамӗ Чӑваш Енпе паллаштарать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26814.html

Эпӗ паянхи хаҫатра тӗлӗнмелле япала пурри ҫинчен ӑнлантӑм.

Я поняла, что в газете сегодня что-то необычное.

«Таня» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Мӑшӑрӑм паянхи кун та «Асаново» ЯХПКра водительте ӗҫлет.

Супруг и по сей день работает водителем в СПК «Асаново».

Ҫемье тӗрекӗ эсӗ, мӑшӑрӑм // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2020.10.30

Паянхи кун унӑн водитель стажӗ 30 ҫул.

На сегодняшний день у него 30 лет водительского стажа.

Ҫемье тӗрекӗ эсӗ, мӑшӑрӑм // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2020.10.30

Мӗн сӑлтавпа та пулин каланӑ вӑхӑтра таврӑнаймасан Зоя шухӑшлама пуҫлать, трамвай чарӑнакан вырӑна тухса паянхи пекех кӗтме пуҫлать.

Если меня что-нибудь задерживает, Зоя начинает беспокоиться, выходит мне навстречу к трамвайной остановке и ждет — вот как сегодня.

«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫав Чапаева курнӑ, Ленин сӑмах каланине итленӗ ҫын паянхи калаҫупа ачасен чӗринче мӗнле туйӑмсем, мӗнле ӗмӗтсем акса хӑварнине ӑҫтан пӗлетӗн?

Какие чувства, какие стремления посеял сегодня вечером в сердцах ребят этот человек, знавший Чапаева, слушавший Ленина?

«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Вӑл яланах паянхи ҫак минутра пирӗн мӗн пӗлмеллине каласа панӑ пек туйӑнатчӗ.

И вам всегда казалось, что он разговаривает с нами о том, что волнует нас сегодня, вот в эту самую минуту.

Юратнӑ кӗнекесем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Манӑн сирӗнпе пӗрле пулас килчӗ, эпӗ вӗт сайра хутра ӗҫрен паянхи пек ир таврӑнатӑп.

— Просто я хотела побыть с вами, я ведь очень редко освобождаюсь рано.

Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шерккей ҫапах та паянхи пек астӑвать…

Шерккей помнит все это как вчера.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Паянхи пек пысӑк уявра Тухтар пӗрремӗш хут кӑна ут ярса мала тухрӗ те, унта та, Нямаҫ хӑй хыҫне хӑварса, чаплӑ ята кӗчӗ.

Несмотря на то, что Тухтар впервые за свою жизнь стал героем праздника, оставив позади себя Нямася, он сразу сделался почитаемым человеком.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мишер вӗт ку, тупата, ӑҫтан тупӑнчӗ вӑл паянхи кун? — илтӗнчӗ Тӑнккӑш Селиванӗн сасси.

— Ба, да это же татарин-мижер, братцы, откуда он тут взялся в такой день? — изумился Селиван Танккыш.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех