Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Хӑвӑр валли йӗрӗхсем, шӑратса кӑларнӑ кӗлеткесем ан тӑвӑр, хӑвӑр патӑрта юпасем ан лартӑр, хӑвӑр ҫӗрӗр ҫине суя турӑсем ӳкернӗ чулсем ан хурӑр, вӗсен умне тӑрса ан пуҫҫапӑр: Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр; 45. хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ; 46. эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр: сире Ханаан ҫӗрне памашкӑн, Хам сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитсессӗн, эсӗ ӑна пулӑш, ютран килнӗ ҫын-и вӑл е сирӗн патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫын-и — пурпӗрех пулӑш, вӑл санпа пӗрле пурӑнтӑр; 36. унран услам та, тупӑш та ан ил, хӑвӑн Туррунтан хӑра; [Эпӗ Ҫӳлхуҫа,] тӑвану санпа пӗрле пурӑнтӑр; 37. ӑна хӑвӑн кӗмӗлне услам тӑвасшӑн ан пар, ӑна хӑвӑн тырруна та тупӑш тӑвасшӑн ан пар.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ улттӑмӗш ҫул сирӗн ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп, ҫак ҫул ҫӗр виҫӗ ҫуллӑх ҫимӗҫ кӳрӗ; 22. саккӑрмӗш ҫул вара акатӑр, ҫиессе тӑххӑрмӗш ҫулчченех кивӗ тырӑ-пулӑ ҫиетӗр; ҫӗнӗ тырӑ ӗлкӗриччен киввине ҫиетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; хӑвӑн Туррунтан хӑра: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр.17. Не обижайте один другого; бойся Бога твоего, ибо Я Господь, Бог ваш.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аллӑмӗш ҫул сирӗн юбилей пултӑр: ан акӑр, ан вырӑр, ҫӗр ҫинче хӑех ӳссе ларнине те ан вырӑр, касман туратсем ҫинчи иҫӗм ҫырлине те ан татӑр, 12. мӗншӗн тесессӗн ку — юбилей: вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ пултӑр; ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене хиртен илсе ҫийӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр; 9. вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр; 10. аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗрти ҫыншӑн та сирӗн пӗр сут пулмалла: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.22. Один суд должен быть у вас, как для пришельца, так и для туземца; ибо Я Господь, Бог ваш.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫаксем ӗнтӗ: ҫав уявсенче сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтарса Ҫӳлхуҫана парнесем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тырӑ-пулӑ парни, пуснӑ парнесем, юхтармалли парнесем — кӳмелле, кашни кунӗнче хӑйӗн парнисене кӳмелле, 38. сирӗн ҫак парнесене Ҫӳлхуҫа шӑматкунӗ кӳрекен парнесем ҫумне, хӑвӑр парнӗрсем, сӑмах панипе, тимлӗ пулнипе кӳрекен парнӗрсем ҫумне хушса памалла.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 34. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр; 35. пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 36. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн канӑҫ пултӑр, [сирӗн] трупа уявӗ, сӑваплӑ пуху [пултӑр]; 25. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗпе пӗрле] ҫылӑх парни кӳме качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки хатӗрлӗр, канӑҫлӑх парни кӳме пӗр ҫулхи икӗ путек хатӗрлӗр; 20. ҫакна священник силлентерсе кӳрекен малтанхи ҫимӗҫ ҫӑкӑрӗсемпе пӗрле, икӗ путекпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳмелле, вӑл вара Ҫӳлхуҫана панӑ сӑваплӑ япала пулӗ; [ҫакӑ ӗнтӗ парне кӳрекен] священника [тивӗҫлӗ]; 21. ҫав кун халӑха чӗнсе пуҫтарӑр, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр; 11. сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ; 12. силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр, 13. тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр; 14. хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа уявӗсем, сирӗн кӑтартса хунӑ вӑхӑтра чӗнсе пуҫтармалли сӑваплӑ пухусем, ҫаксем: 5. пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш [кунӗнче,] каҫхине Ҫӳлхуҫа Пасхи; 6. ҫав уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа ячӗпе — тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ; ҫичӗ кунччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 7. пӗрремӗш кунӗнче сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 8. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр; ҫиччӗмӗш кунне каллех сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.