Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Огнянов тинех лӑпланса ҫитрӗ.

Только теперь Огнянов успокоился.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак пӗчӗк ачан йывӑрӑшне те тинех туйса пӗлсе илчӗ.

Только теперь почувствовал он тяжесть этого крохотного существа и услышал его пискливый голосок.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ тинех алӑк шатӑртатса илчӗ те, пӗр вырӑнта хушӑк пулса тӑчӗ, алӑк ҫӗмӗрекенни пӑшал кӗпҫи чиксе сав хушӑка хайӑрма тытӑнчӗ.

Наконец дверь заскрипела, затрещала, и в одном месте образовалась щель, в которую нападавший сунул ружейный ствол, стараясь взломать развороченную створку.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫук ӗнтӗ, тинех пурӑнса пулмасть, вилӗм кӑна юлать…

Нет, нет, надо умереть…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗлсех тӑратчӗ-ҫке савнӑ Бойчона хӑех ҫӑва ҫинелле тӗкнине, юратупа телей ҫӑл куҫӗ йӑлтах типсе ҫитнӗ пулсан эппин, тинех ӑна кун курасси те тарам.

к которой она его толкнула; и жизнь, в которой родник любви и счастья высох навсегда, казалась ей теперь ненавистной.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ тинех Клисурӑ автанӗсем янравлӑ сассисем шӑплӑха ҫурса, хӑйсен савӑнӑҫлӑ саламӗсемпе сӑртри тӗттӗм кӗтессене вӑратрӗҫ: ку ӗнтӗ ҫурхи тумпа ҫӗнелнӗ ҫутҫанталӑкӑн уявне, чӗрӗлсе тӑракан пурнӑҫӑн шурӑмпуҫӗпе ылтӑн хӗвел тухасса пӗлтерчӗ.

Наконец горластый хор клисурских петухов разорвал тишину и огласил горную глушь своим веселым приветом; это был предвестник зари, золотого солнца, пробуждающейся жизни, праздника природы, обновленной весною.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех ак вӑл майне те шыраса тупрӗ.

Наконец ему в голову пришла одна идея.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ирччен кӗтсе тӑрса кун ҫутипе тарма та май ҫук, майӗ пулнӑ пулсан та Огняновӑн тинех Бяла Черквана кайма тивӗҫӗ ҫук.

Отложить дело до утра и бежать среди бела дня было совсем уж невозможно, да если бы это и было возможно, Огнянов теперь не пошел бы в Бяла-Черкву.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех юлашки шанчӑкӗ те пӗтсе ларчӗ.

Исчезла последняя его надежда.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Апла пулсан, тинех хамӑра улталама кирлӗ те мар; халӑхпа халӑх хушшинче хаяр ҫапӑҫу пулмалла.

Стало быть, нечего себя обманывать: предстоит жестокая борьба, борьба народа с народом…

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйрӑр ҫӗҫҫӗрсене, хӗҫ-пӑшалӑра хатӗрлӗр те сыхӑ тӑрӑр, тинех сехет ҫапса гяурсен юнӗпе хамӑр мӑшкӑла ҫуса тасатас вӑхӑт ҫитрӗ, ҫак кӗрешӳ аслӑ ислам турри чапӗшӗн пултӑр!..

Наточите ножи, проверьте оружие и будьте готовы, ибо час пробил и настало время смыть наш позор кровью гяуров во славу единого и великого бога ислама!..

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех вӑл хӑй те шанми пула пуҫларӗ, Клисурӑра катастрофа пулса тӑрасса, революци ӑнӑҫманнине вӑл хӑраса кӗте пуҫларӗ.

Наконец, он и сам начал терять надежду; с ужасом предвидел он неизбежность катастрофы в Клисуре и неминуемое поражение революции.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑранипе кӑвакарса кайнӑ сӑнӗсем тинех кулкалам пек турӗҫ.

Едва заметная блаженная улыбка пробивалась сквозь ледяную кору страха, сковавшего их посеревшие лица.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тикан тинех пуҫне усрӗ, аллисем те усӑнса анчӗҫ.

Цыган поник головой, и руки его бессильно повисли.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех тармашкӑн та май ҫукчӗ.

Да бежать было бы и невозможно.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех ӑна пӑшалпа пемешкӗн те кансӗр пула пуҫларӗ.

Теперь в него трудно было бы попасть и пулей.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пырӑр хӑвӑр вырӑнӑра, — терӗ вара лӑпкӑнах, — пӑлхав ялавне ҫӗклерӗмӗр, тинех ӳкӗнме те юрамасть.

— Расходитесь по своим местам, — проговорил он спокойно, — мы подняли знамя восстания, и теперь уже поздно раскаиваться…

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хушӑра ӑна Карнарти ҫуртра пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки асне илмешкӗн аванах та пулмарӗ, анчах ҫак хӑрушӑ ҫынсен хушшинче Огнянов шӑлтах тусӗ пек курӑнса кайрӗ те, хайхискерӗн тинех чӗлхи уҫӑлчӗ.

Правда, он сохранил не очень-то приятное воспоминание об Огнянове, но среди этих страшных людей Огнянов показался ему своим человеком, чуть ли не приятелем, и язык у него развязался.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан акӑ тинех фитиле пӗчӗк ҫулӑм явса илчӗ.

Наконец по фитилю побежало маленькое белое пламя.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов тинех Кандов еннелле ҫаврӑнчӗ.

Огнянов повернулся к Кандову.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех