Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Авраама, хӑвӑр аҫӑра, тата хӑвӑра ҫуратнӑ Саррӑна аса илӗр-ха: Эпӗ Авраама чӗнсе илнӗ чухне вӑл пӗчченччӗ, ӑна пиллӗх патӑм, хунаттартӑм.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй утравсем, итлӗр Мана, эй тӑнлӑр, аякри халӑхсем: Ҫӳлхуҫа Мана ҫураличченех чӗнсе илнӗ; аннем варӗнче чухнех ятран чӗннӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаковшӑн, Хамӑн чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Израильшӗн, хӑв Мана пӗлмен пулсассӑн та, Эпӗ сана ятран чӗнтӗм, хисеп турӑм.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ, 25. Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан, 26. Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ, 27. тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ; 28. Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп; Ман енне ҫаврӑн: Эпӗ сана тӳлесе илнӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра: 3. Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӗ вара, Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ Израиль, итле.1. А ныне слушай, Иаков, раб Мой, и Израиль, которого Я избрал.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сире Мана пӗлччӗр, Мана ӗненччӗр, Эпӗ кам пулнине ӑнланччӑр тесе суйласа илнӗ: Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков, хӑвна пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, Израиль, хӑвна туса ҫитернӗ Ҫӳлхуҫа паян вара ҫапла калать: ан хӑра, Эпӗ сана тӳлесе илнӗ, сана хӑвӑн ятупа чӗннӗ; эсӗ — Манӑн.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Манӑн Ачам, Эпӗ суйласа илнӗ, Манӑн чунӑм савакан Ачам.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара, Израиль, Манӑн чурам, Эпӗ суйласа илнӗ Иаков, Манӑн тусӑмӑн, Авраамӑн, вӑрлӑхӗ, 9. эсӗ — Эпӗ ҫӗр хӗрринчен ҫавӑтса килнӗскер, ҫӗр вӗҫӗнчен чӗнсе илнӗскер; сана: «эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ сана суйласа илтӗм, сана пӑрахмӑп» тенӗскер — 10. ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтермелле тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ юнпа тӑранӗ, ҫупа самӑрланӗ, путексен, качака такисен юнӗпе, сурӑх пӳрисенчен илнӗ ҫупа самӑрланӗ: Восорта — Ҫӳлхуҫа парнийӗ, Эдом ҫӗрӗнче пусса памалли нумай-ха.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Сион никӗсне чул — сӑнаса пӑхнӑ, кӗтеслӗх чул, хаклӑран та хаклӑ, суйласа илнӗ ҫирӗп чул — хуратӑп: ӑна ӗненекен намӑс курмӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗр ҫулхине Саргон — Ассири патши — янипе Азот хули патне Тартан ҫитсе тухнӑ, вӑл Азота хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна ҫӗнсе илнӗ.
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Выраканӗ тырра пухнӑ хыҫҫӑн, унӑн аллийӗ пучахсене вырса илнӗ хыҫҫӑн, Рефаим айлӑмӗнче пучахсене пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле пулать — шӑп ҫавӑн пек пулӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.