Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Иуда вӗсенӗн тупӑшне пуҫтарса илнӗ, Аполлоний хӗҫне те илнӗ, вара яланах ҫав хӗҫпе ҫапӑҫнӑ.12. И взял Иуда добычу их, и взял меч Аполлония, и сражался им во все дни.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Илияна саккун тӗлӗшӗнчен тимлӗрен те тимлӗ пулнӑшӑн чӗрӗллех тӳпе ҫине илнӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Халев халӑх умӗнче тӗрӗссине каласа кӑтартнӑшӑн еткер ҫӗр илнӗ.56. Халев за свидетельство перед собранием получил в наследие землю.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Финеес, пирӗн аттемӗр, саккуншӑн питӗ тимлесе тӑрӑшнӑшӑн ӗмӗрлӗх священник ятне илнӗ.54. Финеес, отец наш, за то, что возревновал ревностью, получил завет вечного священства.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакна курсассӑн, Маттафия тарӑхса кайнӑ, унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ хыпӑнса ӳкнӗ, саккуншӑн пӑшӑрханнипе унӑн ҫилли те ҫулӑмла хыпса илнӗ, вӑл вара чупса пынӑ та ҫав ҫынна чӳк вырӑнӗ умӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн пӗтӗм илемне туртса илнӗ; ирӗклӗскер, вӑл чура пулса тӑчӗ.11. Все украшение его отнято; из свободного он сделался рабом.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21. мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22. парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнтан кайран вӑл чирлесе ураран ӳкнӗ те, вилессе сиссе, 6. хӑйӗн чи ятлӑ-сумлӑ ҫарпуҫӗсене, мӗн ачаран пӗрле вӗренсе ӳснӗскерсене, чӗнтерсе илнӗ те патшалӑхне хӑй пурӑннӑ чухнех вӗсене пайласа панӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитсе нумай-нумай халӑхӑн пурлӑхне туртса илнӗ; ун умӗнче пӗтӗм тӗнче шӑп пулнӑ, хӑй ӗнтӗ ҫӗкленсе кайса чапа тухнӑ, чӗри мӑнаҫланнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филипп ывӑлӗ Александр — Македони ҫынни, Киттим ҫӗрӗнчен тухнӑскер, унчченех Эллада патши пулнӑскер — Персипе Миди патшине Дарие ҫӗнтернӗ те ун вырӑнне патшана ларнӑ; унччен маларах ӑна Эллада патшине те лартнӑ пулнӑ; 2. пайтах вӑрҫӑ кӑларнӑ вӑл, ҫирӗплетсе тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене чылайӑшне яра-яра илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене вӗлернӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иуда улталать, Израильпе Иерусалимра ирсӗр ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ: Иуда Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне, хӑй юратнӑскерне, кӗҫӗне хӑварнӑ, ют туррӑн хӗрне качча илнӗ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа — тӳпене карӑнтарнӑ, ҫӗре никӗсленӗ, этем ӑшӗнчи сывлӑша пултарнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: 2. акӑ Эпӗ Иерусалима таврари халӑхсемшӗн пуриншӗн те ӑншӑрт курки туса хурӑп, Иерусалима тӑшмансем хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Иудӑшӑн та ҫапла пулӗ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа шуйттана каларӗ: эй шуйттан, Ҫӳлхуҫа чартӑр сана, Иерусалима суйласа илнӗ Ҫӳлхуҫа чартӑр сана! вут-ҫулӑмран туртса кӑларнӑ вутпуҫҫи мар-и вӑл? терӗ.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хупӑрласа илнӗ вӑхӑта тӳсмелӗх шыв тултарса хур; хӳмӳсене тӗреклет; тухса пылчӑк аш, тӑм ҫӑр, кирпӗч хӗртмешкӗн кӑмакуна юса.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ юханшывсем хушшинче ларакан, йӗри-тавра шыв ҫавӑрса илнӗ Но-Аммон хулинчен лайӑхрах-и вара?8. Разве ты лучше Но-Аммона, находящегося между реками, окруженного водою,
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл хӑйӗн паттӑрӗсене йыхӑрать, анчах лешӗсем утнӑ ҫӗртех такӑнаҫҫӗ; хула хӳми ҫине васкаҫҫӗ, анчах ӑна пӗтӗмпе хупӑрласа илнӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ Израильрен унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн шыраса илнӗ кун Вефильри парне вырӑнӗсемшӗн те шыраса илӗп, вара алтарь мӑйракисене касса пӑрахӗҫ, вӗсем ҫӗре ӳкӗҫ.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.