Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗчӗҫ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче тӑшмансем, тепӗр енчен пырса, пирӗн карап бортне пакурсемпе ҫаклатрӗҫ; утмӑл ҫынна яхӑн пирӗн карап ҫине пырса кӗчӗҫ те тӳрех мачтӑсене, парӑс ҫыххи-каррисене касма тытӑнчӗҫ.

На этот раз враги подошли к нам с другого борта и взяли нас на абордаж, то есть зацепились за наш борт баграми; человек шестьдесят ворвались на палубу и первым делом бросились рубить мачты и снасти.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Иван Иванычпа Егорушка хӗрлӗ ҫурт патне ҫитрӗҫ, тӑкӑрлӑка сулахаялла кӗчӗҫ, вара сылтӑмри виҫҫӗмӗш хапха патнелле пӑрӑнчӗҫ.

Иван Иваныч и Егорушка дошли до красного домика, повернули налево в переулок и направились к третьим воротам справа.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушкӑпа иккӗшӗ вӗсем чылайччен чул сарнӑ урамсемпе пычӗҫ, унтан тротуар кӑна хывнӑ урамсене куҫрӗҫ, юлашкинчен чул та сарман, тротуар та хывман урамсене пырса кӗчӗҫ.

Он и Егорушка долго шли по мощеным улицам, потом шли по улицам, где были одни только тротуары, а мостовых не было, и в конце концов попали на такие улицы, где не было ни мостовых, ни тротуаров.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫилнӗкрен кӗрсе, Егорушкӑпа Дениска тӗттӗм ҫӗрте картлашкапа хӑпарчӗҫ те, коридорпа иртсе, пӗр пӗчӗк пӳлӗме пырса кӗчӗҫ; унта чӑнах та сӗтел хушшинче Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе лараҫҫӗ иккен.

Пройдя сени, темную лестницу и длинный, узкий коридор, Егорушка и Дениска вошли в маленький номерок, в котором, действительно, за чайным столом сидели Иван Иваныч и о. Христофор.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка пуҫне ҫавнашкал ӑнланмалла мар шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ, вӑл вара арҫыншӑн ҫумра ачаш та илемлӗ, хаваслӑ хӗрарӑм пурӑнни ҫапах та аванах пулӗ ҫав тесе шухӑшларӗ.

Егорушка задавал себе неясные вопросы и думал, что мужчине, наверное, хорошо, если возле него постоянно живет ласковая, веселая и красивая женщина.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тумланма тытӑннӑччӗ кӑна вӑл — алӑк уҫӑлса кайрӗ те, турӑҫӑм… аннеҫӗм-майра патша! — пӳлӗме пирӗн пата хуҫапа ун арӑмӗ тата вӗсен виҫӗ тарҫи кӗчӗҫ тӑчӗҫ…

Только что он стал одеваться, как дверь отворилась, и здравствуйте… гляжу — мать царица! — входят к нам в комнатку хозяин с хозяйкой и три работника…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кузьмичов, Христофор атте тата Егорушка пысӑк та тӗксӗм пӳлӗме кӗчӗҫ, часах юман сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ.

Немного погодя Кузьмичов, о. Христофор и Егорушка сидели уже в большой, мрачной и пустой комнате за старым дубовым столом.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ай-вай, тӗлӗнмелле япала, ҫавнашкал аван ҫынсем килчӗҫ те кӗчӗҫ!

— Ай, вай, удивительное дело, такие хорошие люди взяли да приехали!

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ыттисем те шӑтӑка кӗчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Клисурӑ ҫыннисемччӗ.

Влезли и другие трое — это были жители Клисуры.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем урнӑ пек кӑшкӑрашса та мӗкӗрсе телейсӗр Клисурӑна тапӑнса кӗчӗҫ, вӗсем виле ҫине ҫӑхан карти вӗҫсе пынӑ пек хула халӑхне тӑрӑнчӗҫ.

С криками и гиканьем турки темным роем обрушились на несчастную Клисуру, как черная стая воронов на свежий труп.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Минут та иртмерӗ, Аврӑмицӑпа Огнянов тӑвӑр ҫенӗк витӗр тӗттӗм пӳлӗме кӗчӗҫ, Хупах хуҫи арӑмӗ краҫҫын лампине шӑрпӑк тивертсе ҫутрӗ.

Полминуты спустя Аврамица и Огнянов прошли через тесные сени в темную каморку, Чиркнув спичкой, корчмарка зажгла жестяную керосиновую лампочку, осветив и комнату и гостя.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсен сӑнӗ-пичӗсем те туртӑнса кӗчӗҫ.

Печать его лежала на осунувшихся лицах людей.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫынсем темиҫен килсе кӗчӗҫ.

Вошло несколько вооруженных клисурцев.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Николай Недковичпа Франгов ҫав кунхине Кандов мӗншӗн аплах улшӑнчӗ-ха тесе пӗлме ӑна курма кӗчӗҫ те, вӑл Клисурӑна «хӑйӗн тӑванӗ патне хӑнана» кайнине пӗлчӗҫ.

В тот же день Николай Недкович и Франгов, уже заметившие, что с Кандовым произошла какая-то странная перемена, зашли его проведать и узнали, что он уехал в Клисуру «погостить у родственника».

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑйӑран тухнӑ Редакторпа темиҫе ҫын пытарма пыракансен хушшине кӗчӗҫ.

Он увидел Редактора и еще нескольких человек, покинувших хоровод, чтобы присоединиться к шествию.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем хыҫҫӑн ҫавӑн пек ӗмӗтпех тата комитетӑн ытти членӗсем те килсе кӗчӗҫ.

Вслед за ними и с той же целью вскоре пришли и другие члены комитета.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хулари икӗ паллӑ ҫын ҫапла калаҫнӑ хушӑра, вӗсене асӑрхантарсах каймасӑр комитет членӗсем тата темиҫен пыра-пыра кӗчӗҫ, вӗсем те ҫула майӑн чарӑннӑ иккен, Бяла Черквари пӗр лупас айӗнче тупӑ мӗнле тунине курма кӗнӗ.

Во время этой беседы двух именитых горожан во двор, не привлекая их внимания, вошло несколько членов комитета; они тоже мимоходом завернули сюда, чтобы полюбоваться на пушечную мастерскую бяло-черковского Круппа.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ пайтах вӑхӑт хушши килӗнчен тухса курманччӗ-ха, хӑш-пӗр хыпарсем ҫапах та ун хӑлхине киле-киле кӗчӗҫ.

Он долго просидел в четырех стенах своего дома, однако и до его ушей дошли кое-какие новости.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, тип ҫырмаран хуса янӑ кашкӑрсем тӑвӑн хирӗҫри кукӑрне чупса кӗчӗҫ те хӑйсен суранӗсене ҫулама тытӑнчӗҫ.

Наконец изгнанные из оврага хищники отбежали на противоположный пригорок и принялись зализывать свои раны.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах тӑрсан, унпа пӗрле икӗ жандарм килсе кӗчӗҫ, иккӗшӗ те ҫиллес, плащӗсене юр сӑрнӑ.

Немного погодя он привел в дом двух разъяренных полицейских в плащах, засыпанных снегом.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех