Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхоз конюхӗ, 1951 ҫулта 1500 метра чупассипе РСФСР чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ Рассых Бикчурин вара пьедесталӑн картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1943 ҫулхи хура кӗркунне ӑна Совет ҫарне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Асаннен тӑванне Униҫӗме кулак тесе айӑпланӑ, унӑн пурлӑхне туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Л.Кчеткован пиччӗшӗ 1982 ҫулта Хусанти медицина институтӗнче врач-педиатр специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Малтанах ӗҫ планне палӑртса хунӑ, Крымсарайка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен ирӗк илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗллевпе пуҫарнӑ «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен историйӗ социализм вӑй илнӗ тапхӑртах тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Запасри офицера тепӗр хут Совет Ҫарне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Единая Россия» чи уҫӑ та демократилле процедурӑна - малтанхи сасӑлава - суйласа илнӗ пӗртен-пӗр парти пулнине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Сӑмахран, «Исток» агрофирмӑра пӗлтӗр кӑшман ҫитӗнтерсе 118 миллион тенкӗ услам илнӗ, халь тата хӗвелҫаврӑнӑш ҫитӗнтерме пуҫласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Тахҫан ӑна республикӑри 168 хуҫалӑх ҫитӗнтернӗ, Раҫҫейри хӑмлан 90: туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсем вара палӑртнӑ ҫулпа малалла утасси хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ: ҫӗре лайӑх пӑхмалла, ӗҫлесе илнӗ укҫана ҫӗнӗ проектсене хывмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Информаци кунӗнче район ҫыннисене хумхантаракан кашни ыйтӑва шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Районӗпе илес пулсассӑн паянхи куна ҫӗр участокӗ илес кӑмӑллӑ 214 ҫемьене шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

2009 ҫулта Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале йӑлана кӗртме йышӑннине РФ Культура министерстви ырласа кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ӑна 5 ҫуллӑха лизингпа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Ачасем вӗренсе тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ, ашшӗпе амӑшне канмалли кунсенче мӑнукӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Дети выучившись получили достойное образование, в выходные дни радуют родителей внуками.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫакӑнпа пӗрлех комисси районта харпӑрҫӑсем пӑхса тӑман лаптӑксене те тупса палӑртнӑ: ял хуҫалӑх ӗҫӗсене валли пӑхса хунӑ 12,7 га лаптӑка тӗмсем пусса илнӗ, хыт-хура ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Тӑлӑха юлнисем пирки каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ман шухӑшпа, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр патшалӑх интересӗсене хӳтӗленисен те аслӑ пӗлӳ илнӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма май пулмалла», – палӑртать депутат.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, иртнӗ хӗлле республикӑра температура хӑвӑрт улшӑннӑ тӗслӗхе 21 хутчен шута илнӗ, ҫакӑ вара ҫулсене питӗ япӑх витӗм кӳни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех