Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Пирӗн чунӑмӑр Ҫӳлхуҫана шанать: Вӑл — пире Пулӑшаканӗ, пире Хӳтӗлекенӗ; 21. пирӗн чӗремӗр Уншӑн савӑнать: эпир Унӑн сӑваплӑ ятне шанса тӑратпӑр.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Ҫӳлхуҫа! патшана ҫӑлсамччӗ, [Хӑвна] тархасланӑ чухне илтсемччӗ пире.10. Господи! спаси царя и услышь нас, когда будем взывать [к Тебе].
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Этем ывӑлӗсем хушшинче ӑҫтиҫуксем асла тухсассӑн та, пур ҫӗрте те усал ҫынсем ҫӳресессӗн те, эй Турӑ, Эсӗ пире упраса хӑварӑн, ҫак ӑруран ӗмӗрех сыхласа усрӑн.
Пс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Йӑпӑлти чӗлхе-ҫӑварсене, каппайчӑк чӗлхесене, 5. «чӗлхемӗрпе ҫӗнтерӗпӗр, чӗлхе-ҫӑварӑмӑр хамӑрпа-ха, пире кам пуҫлӑх?» теекенсене Ҫӳлхуҫа пурне те пӗтерӗ.
Пс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн аякра тӑратӑн-ши, асап тӳснӗ чухне мӗншӗн пире курӑнмастӑн-ши?22. Для чего, Господи, стоишь вдали, скрываешь Себя во время скорби?
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫа, пире Хӑвӑн сӑну ҫутине кӑтартсам!
Пс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Нумайӑшӗ: «кам пире ырӑлӑх кӑтартӗ?» тет.
Пс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турра мӗн каламаллине вӗрентсемччӗ пире — эпир ку сӗмлӗхре нимӗн те тавҫӑрса илейместпӗр.19. Научи нас, что сказать Ему? Мы в этой тьме ничего не можем сообразить.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ; 10. анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан, 11. пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене те мана анне варӗнче Пултарнӑскер пултарман-и, пире пурне те ама ӑшӗнче пултарман-и?15. Не Он ли, Который создал меня во чреве, создал и его и равно образовал нас в утробе?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Пурне те Тытса Тӑракан пире мӗн тӑвайтӑр?» тенӗ.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхне ҫӑлса хӑварчӗ, Турӑ пире пӗтӗм усалтан хӑтарчӗ, суя тӗнпе пурӑнакансем хушшинче пулма та пултарайман паллӑсем, аслӑ кӗтретсем кӑтартрӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир вара ҫав чунилли пӗтерме шутланӑ иудейсене усал халӑх тесе шутламастпӑр, эпир вӗсене чи тӳрӗ саккунпа пурӑнакансем вырӑнне, Ҫӳлти Турӑ, аслӑран та аслӑ, чӗрӗ Турӑ ывӑлӗсем вырӑнне хуратпӑр, ҫак Турӑ ӗнтӗ пире тата пирӗн мӑн асаттесене пахаран та паха патшалӑх панӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла туса вӑл пире ҫынсӑр тӑратса хӑварма, Перси патшалӑхне Македони халӑхне пама шут тытнӑ.Таким образом он думал сделать нас безлюдными, а державу Персидскую передать Македонянам.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумайӑшӗ пирӗн хуҫасем ытла та ырӑ пулнипе хисеп-чыс илсе тултарнӑран ытлашшипех мӑна тухрӗ, пире пӑхӑнса тӑракан ахаль ҫынсене ҫеҫ мар усал тума тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, хӑйсен мӑн кӑмӑлне тӑрантараймасӑр, хӑйсене ырӑ тӑвакан хуҫисене те сӑтӑр тӑвасшӑн вӗсем, пархатарлӑ пулма пӗлменни ҫеҫ мар, ӑсран тайӑлнӑ пек, хӑйсен чапӗпе каппайланса усалла шухӑшлаҫҫӗ, яланах пурне те курса тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлма шутлаҫҫӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫакӑн пек хушу пулнӑ вӑл: аслӑ Артаксеркс патша Индипе Эфиопи хушшинчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансене тата пире ырӑ сунакан пуҫлӑхсене — савӑнма.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире чуралӑха сутнӑ пулсассӑн, пире чурасем тунӑ пулсассӑн, эпӗ шарламан пулӑттӑм — ҫавӑн пек инкекшӗн те патшана чӑрмантарман пулӑттӑм!Если бы мы проданы были в рабы и рабыни, я молчала бы, хотя враг не вознаградил бы ущерба царя.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗншӗн тесессӗн пире — мана та, манӑн халӑхӑма та — вӗлерме, пӗтерме, кӑклама сутнӑ!4. Ибо проданы мы, я и народ мой, на истребление, убиение и погибель.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.