Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сутӑн илнӗ чыс» спектакльте Кӗҫтук мучи сӑнарне калӑпларӑм.

Куҫарса пулӑш

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Унта вӑл музыка пӗлӗвӗ илнӗ.

Там он получил музыкальное образование.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

1848 ҫулта Луи Бонапарт Франци тилхепине хӑй аллине илнӗ.

В 1848 году Луи Бонопарт взял бразды правления Францией в свои руки.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Юрать-ха, хӑй мӗн каланине тӳрех ӑнланса илнӗ, макӑрса ярса каҫару ыйтнӑ.

Хорошо, что она сразу же поняла что сказала, разревевшись, попросила прощения.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пушкин дуэле чӗннине каялла илнӗ, паллах, арӑмӗн тӑванӗн пурнӑҫне пӑсас килмен унӑн.

Пушкин, конечно, не хотел портить жизнь родственницы супруги, отозвал вызов на дуэль.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

усрава илнӗ.

усыновил.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Шел те, ку мӑшӑрлану ҫын куҫне улталамалли мел кӑна пулнӑ — арҫын тин кӑна Турӑ умӗнче яваплӑха илнӗ арӑмӗн аппӑшӗ хыҫҫӑн чупнӑ.

Увы, это бракосочетание оказалось лишь уловкой, чтобы обмануть людскую молву - мужчина волочился за сестрой новоиспеченной жены.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

1837 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Санкт-Петербургра ҫамрӑк мӑшӑр венчете тӑнӑ — француз поручик Жорж Дантес Екатерина Гончаровӑна качча илнӗ.

22 января 1837 года в Санкт-Петербурге обвенчалась молодая пара - французский поручик Жорж Дантес женился на Екатерине Гончаровой.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Михайлов тата Моряков хресчен фермер хуҫалӑхӗсем III степеньлӗ диплом илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Тырӑ пиҫсе ҫитнӗ, вырса илнӗ самантсене сӑнларӗҫ артистсем.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Нумаях пулмасть самӑртса ҫитернӗ виҫӗ вӑкӑр сутса тупӑш илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Салтака кайиччен вӑл Шупашкарти строительсен техникумӗнчен мастера вӗренсе тухнӑ, кӑҫал алла диплом илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ӗҫтешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ май президент вӗсене «судра выляса илнӗ ӗҫсемпе кӑмӑллӑ пулма» сунчӗ.

Поздравляя коллег с праздником президент пожелал им "быть довольными выигранными делами в суде".

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пурӗ 3 йӑва, 6 чӗп шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

2014 ҫулта «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра районта ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ, республикӑра «Ӗҫчен ҫемье» номинацие тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Артур /халӗ вӑл Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет/ шкултан таврӑннӑ та сӗтел ҫинче выртнӑ ҫӗр тенкӗлӗх укҫана ыйтмасӑр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ пилӗк ачана хӑйсен хӳттине илнӗ ҫак ҫемье.

Эта семья взяла под опеку пятерых детей, которые остались без защиты своих родителей.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Гродно хулинче вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, хула администрацийӗн ертӳлӗхӗ тухӑҫлӑ ӗҫлеме майсем туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫав шутра Н.Волковпа мӑшӑрӗ те пулнӑ, — ентешӗн синкер вӗҫленнӗ пурнӑҫне аса илнӗ май пӗлтерчӗ Владимир Александрович.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

2013 ҫулта Гродно хулинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫак кӑсӑклану вӑйланнӑ кӑна мар, подпольщиксен пӗрремӗш ушкӑнне йӗркеленӗ ҫын пирки фильм ӳкерес шухӑш та йӑл илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех