Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Утнӑ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Афанасий сас парсан, пӳртрен, утнӑ ҫӗртех кӗрӗкне тӑхӑнса, пӗр арҫын тухрӗ.

На зов Афанасия из сенец вышел мужчина, на ходу надевая шубу.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дарья трибуна патне утнӑ ҫӗртрех шел тутӑрне салтса пынине, хӗрелнӗ питлӗскер трибуна ҫине хӑпарса тӑнине аса илчӗ те кулса ячӗ.

Вспомнил, как Дарья по пути к трибуне развязывала шелковый платок, как поднялась на трибуну с красным лицом, и смеялся.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пушӑран та, саламатран та хӑрами пулнӑ вӑл, тӑвалла та, анаталла та пӗр пек, кӑшт ухсахлакан уттипе утнӑ.

Ни плетки, ни кнута она уже не боялась и с горы и на гору шла одинаковым, чуточку прихрамывающим шагом.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей васкаса питне ҫурӗ, ҫӳҫне турарӗ, утнӑ ҫӗртех шинелӗпе ҫӗлӗкне тӑхӑнса, урама чупса тухрӗ те хапха умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Сергей торопливо вымыл лицо, расчесал волосы, уже на ходу одевая шинель с шапкой выбежал на улицу и остановился у ворот.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усть-Невински ҫыннисем Прохор улшӑннинчен тӗлӗннӗ: гидростанци патнелле урампа ҫав Прохорах утнӑ пек, васкавлӑ утти те, пӗчӗк кӑвак куҫӗсем пӑхкалани те ҫавӑн пекех, кӑшт хӑрлатакан мӑн сасси те ҫавах, анчах тинкеререх пӑхсан, лайӑхрах итлесен: «Э-э! Ку пачах урӑх ҫын!» — темелле.

Устьневинцев удивляла в нем странная перемена; будто по улице, направляясь на гидростанцию, идет все тот же Прохор, будто и та же торопливая походка, и тот же взгляд маленьких серых глаз, и тот же хриповатый бас, а присмотришься поближе, прислушаешься повнимательнее и скажешь: «Эге! Да это же совсем другой человек!»

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав пысӑк пурнӑҫпа юнашар Усть-Невинскинчи казакӑн пӗчӗк пурнӑҫӗ хӑй сукмакӗпе утнӑ.

Рядом с этой великой жизнью шла по своей тропинке маленькая жизнь Усть-Невинского казака.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старик кӳршӗ лагерьсем тӑрӑх пурне те сӑнаса утнӑ.

Старик проходил по лагерям соседних станиц, ко всему присматривался.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ҫирӗп хӗр, хӑй сӑмахӗпе хӑй хуҫа — пур енчен те курӑнать…» — тесе шухӑшларӗ вӑл, рельссем хушшипе утнӑ май.

И уже, проходя по рельсам, подумал: «С характером девушка, и по всему видать — хозяйка своему слову…»

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пилӗк мӑшӑр вӑкӑр хытӑ утнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫуна тупанӗсем юра плуг пек ҫурса пынӑ.

Пять пар быков шли споро, а следом за ними тяжелые полозья, как плуги, разрезали снег.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Усть-Невински тахҫанах ҫывӑрать ӗнтӗ, унӑн пудра сапнӑ пек пас тытнӑ пӳрт ҫийӗсем ҫинче ҫав тери лӑпкӑ та шӑп, тирексем ҫинче каҫ ирттерекен кураксем ҫуначӗсемпе йывӑҫа тӗкӗнни те илтӗнсе тӑнӑ; тӳпе тарӑн та тӗм-хура, нумайччен ҫӳлелле пӑхса тӑрсан, шултра та вӗтӗ ҫӑлтӑрсем ытла та нумайран куҫ йӑмӑхса каять; Кубань енчен сивӗ шыв сулхӑнӗ туртӑнать, ҫӑра акациллӗ урамсем сарлака та пушӑ, проспектпа утнӑ пек пыратӑп, пӗччен мар тата, юратнӑ хӗрпе…

Давным-давно спит Усть-Невинская, и над ее припудренными инеем крышами разлита такая тишина, что даже слышно, как шуршат крыльями грачи, зорюя семьями на тополях; шатер неба высок и матово-черен, и над головой рассыпано столько малых и больших звезд, что рябит в глазах, если подолгу смотришь вверх; от Кубани веет изморозью, а широкая, со шпалерами акаций улица совсем пуста, и идешь по ней не один, а с любимой девушкой!

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр ҫын пек харӑссӑн утнӑ сасӑ урам тӑрӑх уҫҫӑн янӑраса пырать.

Шаг в ногу звучит гремуче и четко.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нумайӑшӗ утнӑ ҫӗртех, пуҫӗсене пӑрса, каялла пӑхаҫҫӗ.

Многие на ходу поворачивают головы, смотрят.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ну, юрӗ, курӑпӑр!» — татӑкӑн-кӗсӗкӗн шухӑшларӗ вӑл, халӑх митинга пуҫтарӑннӑ вырӑна Дугинпа юнашар утнӑ май.

Ну, ладно!» — отрывочно подумал он, направляясь вместе с Дугиным к месту митинга.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утнӑ ҫӗртех ӑна, уринчен меллӗн ярса илсе, хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ; вара вӑл, йӗс пырлӑ оркестр сӑнсӑррӑн ахӑрашса мӗкӗрнипе хӑлхи хупланнӑскер, йывӑрӑша туймасӑр, хумханнипе пӳлӗнчӗклӗн сывласа, ҫав вӑхӑтрах кӗлеткине тӳрӗрех тытма тата ыттисемпе пӗр виҫеллӗн пыма тӑрӑшса, майӗпен куҫакан халӑх ушкӑнӗпе пӗрле утса кайрӗ.

Ловко перехватив ногу, он положил ее на плечо и, не чувствуя ее невесомой тяжести, задыхаясь от волнения, стараясь только сохранить равновесие и ритм шага, двинулся, медленно влекомый толпой, оглушенный ревом и пролитой медью оркестра.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, утнӑ ҫӗртех кӗсйинчен офицерсен ҫар кӗнекине кӑларса, сасӑпа вулама пуҫларӗ:

Калмыков на ходу достал полевую офицерскую книжку, прочитал вслух:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл утнӑ ҫӗртех китель тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, кӑсӑрук айӗнчи тарне шӑлса илчӗ, пӳлӗмсен нӳрӗрех сулхӑнне туйнипе хавасланнӑскер, хура картлашкасем тӑрӑх ҫӳлелле улӑхса, хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.

На ходу расстегивая китель, вытирая под козырьком пот, он по черной лестнице поднялся к себе, радостно ощутив сыроватую прохладу комнат.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ав мӗнле кӗтсе илеҫҫӗ иккен пире, ав мӗскер пытанса тӑрать тулашри илем хыҫӗнче!.. Анчах эпир пӗтӗм Россия умӗнче те ҫапла опричнина сӑнарӗпе тӑратпӑр-ши вара?» — кил хушши варрипе лаша витисем еннелле утнӑ май шухӑшласа пычӗ вӑл, хӑй хыҫӗнчен васкаса лӗпӗстетекен представитель сӑмахӗсене сӳрӗккӗн итлесе.

«Вот как встречают нас, и вот что кроется за внешней, показной стороной!.. Но неужели для всей России мы являемся в образе опричнины?» — думал он, шагая по двору к конюшням и невнимательно, безразлично вслушиваясь в слова спешившего за ним представителя.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утнӑ май вӑл укҫа-тенкӗ ҫинчен, арманӗпе япӑхса пыракан суту-илӳ ӗҫӗсем ҫинчен сапаланчӑкӑн шухӑшласа пычӗ, Елизавета халӗ Мускава пурӑнма куҫнине, Владимир кӗҫ-вӗҫ Новочеркасскран килсе ҫитме кирлине аса илчӗ.

Он шел, разбросанно думая о деньгах, о мельнице и ухудшающейся торговле, вспомнил, что Елизавета теперь в Москве, а Владимир должен вскоре приехать из Новочеркасска.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн те ҫав унӑн ҫак тискер кайӑкӑннипе пӗрешкелли сахал мар: утнӑ чух тукмак пек йӑванса утать, симӗс те кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек пысӑк куҫӗсем ялан куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ; пуҫне те пулин кашкӑр майлах лӳперрӗн пӑркалать: контузи пулнӑ мӑйне хускатмасть, ӑҫта та пулин пӑхмалла пулсан, пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнса пӑхать.

Было много в нем от звериной этой породы: в походке увалистой — шаг в шаг, в манере глядеть исподлобья зелеными зрачкастыми глазами; даже в повороте головы: никогда не вертел Митька контуженной шеей — поворачивался всем корпусом, коли надо было оглянуться.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наталья, йӗри-тавралла пӑхкаласа утнӑ май, ахлата-ахлата, хырӑмне икӗ аллипе ҫӗклесе тытса, хутор хыҫне тухрӗ те ҫӑра ларакан шӑлан тӗмӗсем хушшине пытанса выртрӗ.

Наталья торопливо вышла за хутор, оглядываясь, стоная, придерживая руками низ живота, забралась в густую заросль дикого терна и легла.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех