Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кӗретӗп, эпӗ ӗшентӗм, — Ассунта, ахӑртнех, хыпаланать, ҫӗре сиксе анчӗ, лаша ҫилхинчен аллипе ҫатӑрласа тытнӑскер — вӑл Блюм ҫине самантлӑх те пӑхмарӗ, кӗҫех йӗнертен хӑпрӗ те палламан ҫын ҫумӗпе иртрӗ, Блюмӑн тепӗр пуҫ тайӑмне хуравласа пуҫне сӗлтрӗ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Стомадор тӗрме ҫумӗпе, урам урлӑ, сутӑ тӑвать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла эпир старикпе иксӗмӗр хӳме ҫумӗпе пырса нумай урамсем тӑрах иртрӗмӗр.Продвигаясь вдоль заборов, мы со стариком прошли много улиц.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ Арзамасрах хамӑр хула ҫумӗпе вут хӗлхемлӗ ялтӑртатакан ҫутӑсемпе чашкӑрса поездсемпе чи аван пурӑнӑҫ иртсе ҫӳренине куркаланӑ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хула урлӑ, пахчасем ҫумӗпе, симӗсленсе кайнӑ лӑпкӑ пӗвесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, вӑл пӗвесенче юрӑхлӑрах пулӑсем тахҫанах вилсе пӗтнӗ, кунта яка пулӑпа ҫӗлен пулӑсем анчах курӑнкалаҫҫӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӳремлӗхсемпе сӑртсен хушшинче, ҫывӑракан ҫуртсен ҫумӗпе утса, йытӑсем вӗрнине тата хӑйӗн сассине илтсе, — вӗсем пурте ҫак каҫӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ, — Давенант халӗ иккӗлле тӑрӑмра: халӗ чун-туйӑм ӗҫӗ кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӑхӑнмасть ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӑна ҫурчӗн ҫумӗпе чупса иртнӗ май кунта тӑракан темиҫе ҫынна асӑрхарӗ; вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, сигарине ҫӑварӗн пӗр кӗтесӗнчен теприне куҫаркаланӑ май, сисӗни-сисӗнми темӗнле шухӑшпа уйланнине, унтан уҫҫӑнах шӑтарасла пӑхнине сиссен ӑнланчӗ: ӑна паллаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Унтан чӳречерен тухрӗ, кӑштах урӑлнӑскер — шурӑ чечек тӗмӗ патне стена ҫумӗпе утса иртрӗ, чечеке татрӗ те пӳлӗме таврӑнчӗ, хывӑнса вырӑн ҫине ӳкрӗ, утиялпа витӗнчӗ, малтан ун ҫине шкапра тупӑннӑ мӗн пур шӑлавар-пиншакне купаланӑччӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Гелли ҫак хушӑра ҫыран хӗрринче уткаласа ҫӳретчӗ, Нок чарӑннӑ тӗм ҫумӗпе ӑнсӑртран иртсе пыратчӗ.Гелли в эту минуту расхаживала по берегу и случайно проходила мимо кустов, где стоял Нок.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсен питех те илемлӗ сулхӑн вӑрман ҫумӗпе иртсе каймалла пулнӑ.
Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче купол, кӑнтӑр ҫутине хӑйӗн витӗр кӑларса, япаласен чӑн тӗсне кӑштах улӑштарать; куполран капӑр-чӑпар ҫӳхе тусан акӑнать тейӗн; стенасен ҫумӗпе якатнӑ кӗмӗл грабран тунӑ сӗтел-пукан тӑсӑлать, стенисене вара кӑвак тӗс тӑрӑх сапаласа тухнӑ, шӗвӗр вӗҫлӗ ҫулҫӑ-чечексемпе капӑрлатнӑ ҫутӑ пусмапа сӑрнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Аян, ачамккӑ, — терӗ кок камбуз ҫумӗпе иртнӗ май, — санӑн та унта каймалла; пурте — хыпса ҫунманни кӑна, халӗ хӑлхана ҫивӗч тытмалла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хуралтӑсем ҫумӗпе йӑпшӑнса, Калюков чӳрече патне пычӗ, пӳрне вӗҫӗсемпе кантӑка кӑтӑр-кӑтӑр тутарчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Урамра хӳме ҫумӗпе каллӗ-маллӗ ҫӳрекен Сераситдинов, ӑшӗнче хӑнасене ятласа, пуҫне сула-сула илет, ҫӗр сулхӑнӗ хуллен-ерипен ӗнсе хыҫне, ҫурӑм ҫине кӗрсе пынӑҫемӗн ытларах та ытларах ҫӳҫентерет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Часах юланутҫӑсен ушкӑнӗ ӗнер килнӗ ҫулпа — пахча ҫумӗпе каялла юрттарчӗ, ҫӗрле хуп-хуран курӑнса ларакан, кӑмӑлсӑррӑн чашкӑрса кӗтсе илекен кӗрхи вӑрмана кӗрсе кайрӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешӗ ӑҫта каймаллине, мӗн пӑхмаллине ыйтса тӑмарӗ — вӗҫӗпе вӑрмана тӑрӑнсах выртакан пахчана кӗрсе, карта ҫумӗпе йӑпшӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсем, пасар хӳми ҫумӗпе ҫаврӑнса, хӗреслӗ урама тухрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун, карта ҫумӗпе йӑпшӑнса утса, Маш ук пӳрчӗ патне пычӗ те чӳречерен хуллен шаккарӗ, темиҫе минутран, нимӗнле сас-чӳ те илтӗнменнипе, кантӑка пӳрне вӗҫӗпе тепре кӑтӑртаттарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Гарнизон хула варринче вырнаҫнӑ пулин те, унӑн хӳми ҫумӗпе лартса тухнӑ йывӑҫсем ҫинче ҫулҫисем кӑна мар, юрлакан кайӑксем те нумай.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Грэй — пач ӑнсӑртран — ҫав-ҫавах йӑвашшӑн та сӑпайлӑн ларакан Летика ҫине пӑхрӗ, унтан куҫӗсене хупах ҫумӗпе иртекен ҫул еннелле пӑрчӗ те… ҫавӑнтах хӑйне пӗр вӑхӑтрах чӗринчен те, пуҫӗнчен те такам хыттӑн ҫапнӑн туйрӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.