Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ятпа округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче тӗрлӗ мероприятисем маларах та ирттерме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ тунӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Пушкӑрт чӑвашӗсем хушшинче ҫак уяв «сӗрен» ятпа ҫирӗпленсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Визит программи Путин килнӗ ятпа чаплӑ концерт, патшалӑх приемне палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Путин КНДРа патшалӑх визичӗпе кайнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... yn-3814588

Тӗл пулнӑ ятпа хӗрлӗ эрех илсе ӗҫрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫак ятпа Михаил Васильевич Игорьпа Тольӑна хаваслӑн саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Атя, Толя, туртса ярар килсе ҫитнӗ ятпа, — Игорь портсигарне кӑларса юлташӗ еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Унта вилсен те ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ тейӗҫ, ырӑ ятпа асӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Эсӗ килнӗ ятпа кӑштах сӑра лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа Пишпӳлек районӗн картти ҫинче тата тепӗр астӑвӑм сӑваплӑ вырӑн туса хурас ӗҫе пуриншӗн те чӗререн тав тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

Ӑру тӑсаканӗсенчен тав туни // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ni-3797177

Парнелет кун-ҫула тӑван ен, Йӑх тымарӗ шала ҫул йӗрлет. Ҫӗрӗм-шывӑмӑр ырлӑх пиллет, Чыс-хисеплӗ ятпа сум кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ен // Светлана Яруткина. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... en-3807203

1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ивкин Иван Михайлович аслӑ лейтенанта Одер урлӑ каҫса, Бреслау хулинчен (Вроцлав, Польша) кӑнтӑр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ юханшыв ҫыранӗ хӗрринчи плацдарма ярса илсе ӑна тӑшманран хӳтӗленӗ май паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (6512 №) чысланӑ.

Звание Героя Советского Союза с вручением ордена Ленина и медали «Золотая Звезда» (№ 6512) старшему лейтенанту Ивкину Ивану Михайловичу присвоено 10 апреля 1945 года за отвагу и мужество, проявленные при форсировании Одера, захвате и удержании плацдарма на западном берегу реки юго-восточнее города Бреслау (Вроцлав, Польша).

Ивкин Иван Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%98%D0%B2%D ... 0%B8%D1%87

Аслӑрах классенче вӗреннӗ чух, урок каласа пама кашни вӗренекене ятпа та ашшӗ ячӗпе чӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

«Док» хушма ятпа ҫӳрекен ҫамрӑк Чӑваш Республикинчи ытти разведчиксемпе пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлеме вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Ҫак ятпа иртнӗ мероприятире округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, призсемпе чысланӑ, творчествӑлла ҫитӗнӳсем суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Музейра паллашма пулать // Алена ПОЛЯКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d1%8 ... %82%d1%8c/

П.Родионов округри пуҫаруллӑ та пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пӗрле «Комсомольский край — медовый рай» ятпа туризмпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ проект хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%97/

Ял хуҫалӑх производствинче пысӑк кӑтартусем тунӑшӑн, тивӗҫри шайри хастарлӑхпа ӗҫре вӑй хунӑшӑн Кӗркури тете 1970 ҫулта «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медальне тивӗҫлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Ветерана 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Кахӑрлӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатхуллин килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте» сӑмаха калама пӳрмен // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... lama-prmen

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи «Сказка» ача садӗнче «Ача — тӗп пассажир» ятпа профилактика акцийӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ne-vrenecc

Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗнчи 11-мӗш класран вӗренсе тухакан Татьяна Черновӑпа Анна Шкапова Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче «Тӑван ҫӗршыв паттӑрсен ятне асра тытать» ятпа иртнӗ наукӑпа практика конференцине хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Конференцинче — вӑрҫӑ ачисем пирки // Л.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %ba%d0%b8/

«— ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ официаллӑ аккаунтсенчи хӑйӗн страницисенче. Чаплӑ пианист, Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев тата чаплӑ актер, Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков Уфара Федор Шаляпин ячӗпе хисепленекен музыка Музейне ҫитсе курнӑ. «Вӗсем пирӗн пата музыка фестивалӗпе тата Уфа 450 ҫул тултарнӑ ятпа мероприятисен шайӗнче ҫӗнӗ постановкӑпа килнӗ. Музей хӑнасене килӗшнӗшӗн эпӗ савӑнатӑп. Вӑл пысӑках мар, анчах питӗ хӑтлӑ, — палӑртнӑ Радий Хабиров. — Денис Леонидовичпа Сергей Витальевича Уфара вӗсен концерчӗсемпе спектаклӗсемшӗн, пӗтӗмӗшпе илсен, Пушкӑртстана тимленӗшӗн тав тӑватӑп. Пирӗн ҫынсен столицӑри концертсемпе спектакльсен атмосферине путма, пирӗн ҫӗршывӑн аслӑ культурине тӳрех хамӑр республикӑра сӗртӗнме май пурри питӗ пӗлтерӗшлӗ».

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... sn-3792589

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех