Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикме сăмах пирĕн базăра пур.
чикме (тĕпĕ: чикме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпӑр какӑрне чикме тӑрсан Ахтупай аллине кӗсьене ячӗ те унтан вунӑ алтын укҫа кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк-ха вӑл, ҫивӗч хӗҫ айне чикме иртерех ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Елюк, хӑйӗн ӗмӗчӗ татӑлассине туйса, пуҫне ниҫта чикме аптранӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эп ӑна чикме астуман пуль тесе шутланӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗмӗш хута улӑхсан хӑйӗнпе пӗрле илме пултарнине пӗтӗмпех ҫывӑрмӑша куҫарса хучӗ, тарас тӑк хатӗр тӑмашкӑн тирпейлесе чикме тытӑнчӗ.

Взойдя наверх, она снесла в спальню все, что думала взять с собой, и стала укладываться на случай побега.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Гервак хул пуҫҫисене сиктеркелерӗ; хулӑн тымар татӑкне асӑрхасан ӑна — Моргиана кӑтартнипе — кӑштах ҫӗкленнӗ чул айне чикме пуҫларӗ.

Гервак пожала плечами; заметив толстый обломок корня, она подняла его и, по указанию Моргианы, стала просовывать под приподнятый край камня.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунта, чулпа чакӑл ту хушшинче, тӑрӑшсан-тӑрӑшсан алла чавса таран чикме пулать.

Здесь, меж камнем и скалой, можно было, хотя и не без изворотливости, просунуть руку до локтя.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Туйӑнать кӑна-и мана е чӑнах ҫапла-и — пӗлместӗп, анчах хуҫа сӑн-пичӗ чӗтревлӗ хӗртнӗ шуранкалӑхпа йӑлкӑшать, хӗрарӑм вара чикме ҫӗкленӗ ҫӗҫӗ евӗр ҫивӗччӗн те ҫӑмӑллӑн тытать хӑйне.

Не знаю, показалось мне это или действительно было так, но лицо хозяина светилось нервной каленой бледностью, а женщина держалась остро и легко, как нож, поднятый для удара.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах маузера кӑмака айне персе чикме пулать, историйӗ вара… ӑна пуҫран та шухӑшласа кӑларма пулать.

Но маузер можно запихать под печь, а историю… историю можно и выдумать.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ну, документа, калӑпӑр, атӑ ӑшне чикме пулать.

Ну, документ, скажем, в сапог можно запрятать.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Халапӗ ҫапларах: пӗр вунӑ ҫул каялла Ам юхан шыв ҫинче пӑрахута ҫаратаҫҫӗ, ун ҫинче Гель-Гью банкӗ валли укҫан пысӑк сумми пулнӑ; тапӑнакансене йӗрлеме пуҫлаҫҫӗ, анчах вӗсем мула ҫӗре чавса чикме ӗлкӗреҫҫӗ, хӑйсене ҫакӑн хыҫҫӑн пурне те персе вӗлереҫҫӗ; пӗри кӑна юлать — Валь Гаучас.

что лет десять назад на реке Ам был ограблен пароход, везший большие суммы денег для банка в Гель-Гью; нападающие подверглись преследованию, но успели зарыть добычу, а сами после того были все перебиты, кроме одного Валь Гаучаса.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

— Ну, мӗнле, ентеш, ҫуркунне вӑй кӗрекенччӗ, малашне катемпие штыкпа витӗрех чикме пултарӑн-и? — юлташла тӑрӑхласа ыйтрӗ Телегин хӑрпӑкрах хӗрлӗ армеецран.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тапса тӑран хавалне ниҫта чикме пӗлмен ҫамрӑка таса мар лаҫра пӗр евӗрлӗ йывӑр ӗҫпе вӗҫӗмсӗр аппаланни йӑлӑхтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан хӗҫне каллех йӗннине чикме пуҫлать.

Он опять начал совать шашку.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ пӗр чечек ҫыххине татса илтӗм те шурӑ чечексене уйрӑммӑн-уйрӑммӑн татса кӗленче пырӗнчен чикме тытӑнтӑм.

Я сорвал одну гроздь и начал проталкивать цветы в горлышко пузырька.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Унтан старике персе пӑрахрӗҫ, кӑна вара кокс кӑмакисем пателле сӗтӗрсе кайрӗҫ те кӑмрӑк тӑкакан шӑтӑка чикме тытӑнчӗҫ.

— А потом старика расстреляли, а его потащили к коксовым печам и начали сталкивать в дыру, куда уголь засыпают.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Емельянов япаласемпе хаҫатсене миххе майласа чикме пуҫларӗ.

Емельянов начал укладывать вещички и газеты в мешок.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ун вырӑнне Эмиль хӑйне ниҫта кайса чикме пӗлмест.

Зато Эмиль не знал, куда деваться от стыда.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Атте куҫӗ умне ан курӑнччӑр тесе кӑна ҫырласене ҫӳп-ҫап купи ӑшне чавса чикме хушрӗ пулӗ мана анне, — шухӑшласа илчӗ арҫын ача.

Мальчик решил, что мама велела выбросить вишни на помойку, чтобы они не попались на глаза папе.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗ ӑна чие ҫав тери нумай пулни, ӑна ниҫта чикме ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ.

И мама Эмиля посетовала, что такой урожай: ума она не приложит, куда девать столько вишен…

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех