Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнать (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем репродуктор умӗнчен иртсе пынӑ чух музыка калама чарӑнать.

Когда они проходят мимо репродуктора, музыка обрывается.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Маруся сасартӑк вулама чарӑнать.

И вдруг Маруся останавливается.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Маруся ӳпкелешсе пуҫне сулкаласа илет те харсӑррӑн алӑк патне пырса чарӑнать.

Маруся качает головой укоризненно, храбро шагает к двери и останавливается.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Кашкӑр сасартӑк чарӑнать.

И волк вдруг останавливается.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Маруся чарӑнать.

Маруся останавливается.

Марусьӑн малтанхи отметки // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вера йӑл-л кулса илет, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ хӗрача кулма чарӑнать.

Вера улыбается, а пышноволосая девочка перестаёт смеяться.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Сасартӑк кӗпҫерен шыв юхма чарӑнать.

Вдруг напор воды падает.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫумӑр чарӑнать, ҫил майӗпен лӑпланать, анчах хумсем ҫав-ҫавах тулашаҫҫӗ, тавра ҫавӑн пекех тӗттӗм.

Дождь прекращается, понемногу стихает ветер, однако все так же беснуются волны и такая же глубокая темень стоит вокруг.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫутӑ ҫыран патнелле ытларах та ытларах ҫывхарса пырать, кӗтмен ҫӗртенех питӗ ҫывӑха килсе ҫитсе, ҫыран хӗрне чарӑнать.

Он приближается к берегу все больше и больше, неожиданно лодка оказывается совсем близко и пристает.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хуллен утаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Егорка пӗрмай чарӑнать: е турат тӑрӑх хӑпаракан ҫӑмлӑ хурта, е ҫунаттисене парӑс пек ҫӗклене лӗпӗше, е элле епле тата таҫтан утрав ҫине лекме пултарнӑ ҫӗтӗк пушмака тӗлӗнсе кайсах сӑнаса пӑхать вӑл.

Идут медленно, потому что Егорка поминутно останавливается и сосредоточенно разглядывает то гусеницу, ползущую по ветке, то крапивницу, сложившую крылья, как парус, то неведомо откуда и как попавший на остров рваный опорок.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Егорка ҫак нимӗнле ӑнланмалла мар япала ҫинчен ҫав тери хытӑ шухӑшлама пуҫланипе сывлама та чарӑнать, мекӗрленнипе хӑй хӗрелсе каять.

Егорка так задумывается над этой неразрешимой загадкой, что затаивает дыхание и краснеет от натуги.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӑйне интереслентерекен япаласенчен мӗне те пулин ӑнланса илме тӑрӑшса, вӑл ҫиме те чарӑнать, сывлама та чарӑнчӗ, пуҫӗнчен тухса кайма тӑрӑшакан шухӑшне хӑратасран шикленет тейӗн.

Силясь додумать или понять что-либо занимающее его, он перестает есть, даже затаивает дыхание, словно боится спугнуть ускользающую мысль.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кимӗ ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑнать, Тимахвипе Миша хӑйсем тытнӑ пулӑ витрисене илеҫҫӗ.

Лодка пристает к берегу, Тимофей и Миша берут свои ведра с уловом.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ефим Кондратьевич пырса чарӑнать, Костя кимме сикет те, вӗсем малалла ишсе каяҫҫӗ.

Ефим Кондратьевич причаливает, Костя прыгает в лодку, и они плывут дальше.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кимӗ «Ашхабад» патне таччӑнах пырса чарӑнать, кимӗ ҫинчи ҫын тӳрленсе тӑрать те унӑн пуҫӗ палубӑпа тан пулать.

Лодка подходит вплотную к «Ашхабаду», человек в лодке поднимается во весь рост, и голова его оказывается на уровне палубы.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӑрахут баржа ҫумне пырса чарӑнать.

Пароход подваливает к барже.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анчах трос татӑлмасть, вагон ниҫталла та ишсе каймасть, — пусмасем умне лӑпкӑн ҫеҫ ҫитсе чарӑнать.

Однако трос не обрывается, вагончик никуда не плывет, а плавно останавливается у ступенек.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл, ҫул пама ыйтнӑ пек, е малти урисемпе сулкалать, е чарӑнать те тарӑннӑн сывласа илет.

То он махал лапой, как бы требуя освободить себе дорогу, то останавливался и вздыхал.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Танк касса пӑрахнӑ йывӑҫсем урлӑ каҫать те, сиккелесе илсе, чарӑнать.

Прямо с завала соскочил танк на дорогу, подпрыгнул и остановился.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсен, станци патне таварлӑ поезд пырса чарӑнать.

Когда сумерки сгустились в ночную тьму, к станции с грохотом подкатил товарный состав.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех