Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуса (тĕпĕ: хус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килтешсем мана тӑван ялтан хуса яман-вӗт!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу Укапи кинемее хуса кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл, Карлай патне пырса, канаш ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫ хупанкийӗ тӗксӗм пӗлӗт пек тӗксӗм те хура, калӑн ҫав, вӑл ҫапла тавраналла хӑмсарса хӑй ҫине килекен инкеке хуса яма ӗмӗтленет, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чун савнине кикенпеле вӗлерсе Манӑн туя хуса ятӑн сӳртерсе!

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан выльӑхсем хӑйне халӗн пӗр кӗтӳ, Ҫапах та пускилпе тытать пӗрлешӳ: Силемпи хуса тухрӗ пӗр ҫирӗм ӗне, Пӗр икҫӗр сурӑх тури хапха патне.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫынсем вӗсене хуса ҫитсе алӑпа тытаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шурик ман качакана, Якур пичче сурӑхӗсене хуса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр кунне Шурик шкултан таврӑнсан апат ҫинӗ те сурӑхӗсене пирӗн тӗле хуса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫул ҫинче хӗрсем Василий Петровичпа Тамарӑна хуса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ванюк, зоотехник сӑмахӗсене илтмӗш пулса, хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, кӑштахран вӑл вӗсене хуса ҫитсе Ленӑна хулӗнчен ҫепӗҫҫӗн тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӑха ҫутта кӑларас тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене тахҫанах хуса ҫитсе иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ара, Арон ӑна хуса ҫитсе иртсе кайрӗ вӗт!

Эге, Арон его обогнал!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пазухин, малти лава хуса ҫитсе, Наталья Лаврентьевнӑпа юнашар кӗрсе ларчӗ, тилхепене аллине илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашасене тата хытӑрах хӑваласа, пӗтӗм таврана илтӗнмелле янраттарса, юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗшле йытӑ пек чупса ҫӳретчӗҫ вара урамра — ҫил ҫунатпа хуса ҫитеймӗн.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кам хуса ячӗ?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хуса ҫитсе ҫынна малти урисемпе пуртӑпа каснӑ пек касса таткалама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анкарти алӑкӗ уҫнӑ ҫӗре вӗсене Лука хуса ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хӗвӗшекен халӑх хушшинче тӑратӑп, хама халь ҫеҫ ҫаратса кайнӑ пек, хыҫҫӑн чупса хуса ҫитме те ӑс ҫитерейместӗп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Акӑ вӑл чарӑнса тӑрса кепкине хыврӗ, эпӗ тепӗр самантранах ӑна хуса ҫитсе сывлӑх сунтӑм, ал тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ху та эс киле кӗнӗ этем, хӑвна та хуса яма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех