Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуса (тĕпĕ: хус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхлан пӗлӗтсене хуса килнӗ ҫил те таҫта вӑрмана кайса тӗршӗннӗ, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчи ҫумӑр пӗрчисем те ҫӗре тӑкӑнса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Килех хуса кӗрес.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кам выльӑхне калча е тырӑ ҫинче курать, хуса кӗр е правление кала, — пурне те ирӗк.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хуса ҫитесле, лашине ҫавӑрчӗ те вӑл сиккипе вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кашкӑр пек икӗ овчарка выльӑха картана хуса кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Калча ҫине кӗнӗ выльӑха кӗтӳҫӗ тем пек тархасласан та памасть, килне хуса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Иван лавсене хуса ҫитсе куҫран ҫухалсан, Алимпие калама ҫук салху пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хуса яр салхуллӑ шухӑшне!

Куҫарса пулӑш

Ӑсатсам мана хӗрес хывса // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 5 с.

Тӑшман тапӑнсан — ҫӗнтернӗ, Янӑ паттӑррӑн хуса, Ҫавӑн пек чух туртса илнӗ Ҫирӗм ҫичӗ обоза.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Пӗрре ҫинче нимӗҫсем Пире — ҫирӗм ик ҫынна Суйла-суйла илчӗҫ те Хуса кайрӗҫ ҫырмана.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Допрос тунӑ хыҫҫӑнах Ӗҫе хуса каяҫҫӗ, Эс выҫҫипе чирлине Уяса та тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хуса ҫитмелле ун каччӑсене, Ухтиванпа чуна уҫса калаҫмалла, хӑтармалла ӑна инкекрен.

Ей во что бы то ни стало надо было догнать парней, открыто поговорить с Ухтиваном, предостеречь его от беды.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шуйттанне хуса кӑлар.

Изгони из нее шайтана.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун вырӑнне ҫулла киле хуса кӗртме ҫукчӗ пире.

Зато летом детей невозможно было загнать домой.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Кантуртисем», тапӑра хуса аннӑ качакасем пек, пӗр самант шӑпланса шыв ҫине пӑхса лараҫҫӗ.

«Конторские» сидят молча, уставившись на воду.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кафа портне сутлӑх ҫынсем сахалрах каякан пулчӗҫ — ҫурҫӗртен ясырь ытларах хуса килмелле.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Воронов ӑна хуса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Арман кӗперӗ ҫинче тин хуса ҫитрӗ ӑна Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хуса ҫитейрӗп-ши?…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ан ҫиллен — пӗтӗмпех каласа паратӑп, — хӗре хуса ҫитме тӑрӑшрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех