Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ачамкки лармарӗ, «тавтапуҫ» терӗ те, урисене хускаткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шампански кӗленчи кӗмӗл витнӗ чиркӳ тӑрри евӗр ҫуталса ларать, пӗҫернӗ кӑвакал урисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, тӗтӗмленӗ селедка ҫӑварне симӗс сухан хыпнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Мӗн шуйттанӗ пулнӑ ӑна? — терӗ Василий Викторович саспах, унтан, ларса тӗннӗ урисене кантарас тесе, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ ута пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тымар аллисем ҫӗр ҫине тӗрӗннӗ те, ӳкесрен сыхланарах урисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Вӑйран сулӑннӑ урисене аран улӑштарать хӑй.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урисене ҫӑм тӑлапа ҫӑпата сырнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урисене шурӑ ҫӑм чӑлха ҫинчен хура ҫӑм нуски тӑхӑннӑ, ҫӗн ҫӑпата сырнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урисене аран улӑштарса пусса, Ҫтаппан арӑмӗ умне пычӗ те чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха сӗтел хушшинчен тухса ун еннелле ик-виҫӗ утӑм турӗ те урисене тармакласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха тӗпелелле иртсе пукан ҫине ларчӗ, урисене тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫи ҫывхарсан, йытти, хирӗҫ чӗвенсе, урисене ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те пит-куҫне, тутисене ҫуллама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла васкаса, Ҫтаппан урисене тенкел ҫумне ҫыхса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тата пӗшкӗнерех пӑхрӗ те ӗне ытти чухнехи пек мар, урисене темле ярт тӑсса, айккӑн выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха, урлӑ сак хӑмине хупсан, урисене явса ларчӗ, хӗвӗнчен ура сыппи шӑммине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӑкӑш-лакӑш ҫӑпаталлӑ урисене сӑтӑрса, чӗлемне мӑкӑрлантарса, кӑмака умӗнчен Ваҫухха тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урисене ҫӳлелле ҫӗклесе: — Кайрӑмӑр, Уҫка! — тесе эхлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗлтуса пӗтерсен, урисене хуҫса, пештӗр ҫумне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ хӗрарӑмсем те, хӗрупраҫӗ те урисене хура ҫӑм тӑла чӗркесе ҫӑпата сырнӑ, вӑрӑм кантрисене чӗркуҫҫи таран меллӗн ҫавӑрса пынӑ, ҫийӗсене хура шупӑр е пӗрмечеллӗ сӑхман, ватӑраххисем пуҫа ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йытӑ, хӑрушла йынӑшса, мӑйӗнчи сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса, айккинелле сиксе ӳкрӗ, ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ те, урисене выляткаласа, шӑпӑртах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех