Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Папа прибора илсе тухрӗ те урисене юр ҫине тӑрӑнтарчӗ.

Папа вынес прибор и воткнул его ножки в снег.

Ҫӑлтӑрсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/599

Ытти хӗрарӑмсем вырӑн ҫинче ун пек-кун пекки пулса иртнӗ хыҫҫӑн тӳрех ванна пӳлӗмне чупаҫҫӗ, Маринэ вара нихҫан та унта кайма васкамасть: урисене хӗстерсе чылайччен пӗр хускалмасӑр канлӗн саркаланса выртать, «вӑрлӑха» тӑккаласа сая ярас марччӗ, ҫитес ҫӗре вӑл йӗркеллех ҫитсе вырнаҫтӑрччӗ тенӗ пек ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Урисене шӑл пеккипе витнӗ пек, чӗрнисем вӑрӑм.

ножки как будто покрыты зубчиками, ногти длинные.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Нина пуҫне усса, сарӑ пушмак тӑхӑннӑ урисене хускаткаласа илчӗ, унтан каллех Георгий ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Кӗҫӗрех, ыранах вӗҫтер, чармастӑп, — урисене тӑсса диван хыҫнелле таянчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Итлемен выльӑх, кайри урисене тӑлланӑ пулин те, кӗрхи выҫӑ шӑнасем ҫыртнине тӳсеймесӗр ташланӑ пекех тӑпӑртатать, мӑйракипе хӑмсарать, хӳрипе ҫапкалашать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӗкӗр купарчаллӑ ҫӳрен лаша ҫинҫе урисене ҫирӗппӗн яра-яра пусса ҫӑмӑллӑн юртать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вырӑн та ӑшӑнса ҫитейменччӗ — пӳрте икӗ ҫын кӗчӗ, ҫенӗкре шӑпӑр тупайманскерсем юрланнӑ урисене алӑк патӗнче тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаевӑн час-часах куҫӗ хуралса килчӗ, ӳкес мар тесе урисене саркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сасӑ илтӗннӗ еннелле пӑхсан хура пушмак тӑхӑннӑ хӗрарӑм урисене, шурӑ кӗпен чӗнтӗрлӗ аркине тата кӗрен саппунӗн сарлака хуртине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вара урисене хӑй ҫине туртса илчӗ те леш этеме хырӑмӗнчен пур вӑйӗпе тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать-ха, ҫав хушӑра ун хыҫӗнче, стена ҫумӗнче, хӑяккӑн, урисене куклетсе ҫывӑракан ачана курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑ вара чӗлпӗрне аллинчен ячӗ те хитрелетсе пӗтернӗ йӗнерӗ ҫине хӗрарӑмла, урисене пӗр еннелле ярса, майлашӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу, вӗсем ҫинчен систерсе, тепре сӑмах хушасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл куҫ хӗррипе ҫакна курма ӗлкӗрчӗ: кӗтӳ пуҫлӑхӗ ним систермесӗр урисене пӗр ҫӗререх пухрӗ те ачасем ҫине сикрӗ, анчах ҫав хушӑра ҫӗмрен вшиклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Катя, килхушши варринчех выртса, малти урисене пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ытамланӑ пек сарса янӑ та, пуҫне ҫӗр ҫине хурса, хытса сивӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хӑйсем вара, хупахӑн яланхи «мухмӑрлӑ», «пиҫсе тӑкӑнакан» килен-каянӗсем, пуҫӗсене урисене сарлакан ярса пуссах юсаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Кил хуҫи, урисене кухньӑналла сулӑмлӑн ярса пуснӑ май, ӑна ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫапла майпах вӑл, йывӑррӑн хӑшлаткаласа, урисене майӗпен хӑпарткаласа пусса, кивӗ утӑ сарнӑ аслӑк ҫине хӑпарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех