Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнса (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1979 ҫулхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулта биологипе хими предмечӗсене ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗччен 16 ҫулти хӗрне пӗрмай хӗненӗ: аллипе пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапнӑ, шӑлавар пиҫиххийӗпе те хӗненӗ.

Женщина, проживающая на Эгерском бульваре, с февраля по июль этого года наносила побои 16-летнюю дочь: избивала рукой по голове и по другим местам, в ход шел и брючной ремень.

Амӑшӗ хӗрне хӗнесе пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35744.html

Вӗсем ҫаврӑнса ӳксен катертан тытӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлта катер ҫаврӑнса ӳкнӗ: 3 арҫынна ҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35734.html

Телейлӗ мӑшӑр пӗр сукмака алла-аллӑн тытӑнса такӑрлатать.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хураҫҫӗ — уйра ҫум ҫумланинчен тытӑнса промышленноҫ предприятийӗсенче пулӑшакан рабочисем таран.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 14 ҫултан тытӑнса 18-чченхи 13,4 пин ачапа ҫамрӑка ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Йывӑр тиевлӗ кимӗ ҫил-тӑвӑла пула ҫӗкленнӗ пысӑк хумсем ҫинче тытӑнса тӑрайман, ҫаврӑнса ӳксе путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Тунтикунхи канашлура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн управляющи компанийӗсен ӗҫне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ май Олег Николаев Пӑрачкаври ӗҫ-пуҫпа кӑсӑкланчӗ: ҫынсем унта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫмелли шыв ҫукки пирки чан ҫапаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Шыв ҫумне сӗртӗнсен, ачасем унӑн сулхӑнне туйса илнӗ, ҫулла кунта температура +10 градус таран тытӑнса тӑрать, хӗлле +4 градус.

Прикоснувшись к воде ребята ощутили ее прохладу, температура летом держится до +10 градусов, а зимой +4 градуса.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

— Тарни ниме те пӗлтермест, — пӗр тытӑнса тӑмасӑр татса хучӗ Микки, — очко енӗпе илсен, вӗсем ҫапах та мала тухнӑ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Кайран таҫта хурала кайса кӗнӗ — унта та нумай тытӑнса тӑрайман, тапса кӑларса янӑ, ун хыҫҫӑн парикмахере вӗреннӗ тет те вӑл, чут ҫеҫ суда лекмен, — ӳсӗр пуҫпа пӗр ҫынна хырма тытӑнса, кӑшт кӑна унӑн ҫур янахне касса илмен…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Макар Кузьмич судпа уйрӑлса тухса кайнӑ хыҫҫӑн хӑй килне ҫӳренипе ҫӳременни ҫинчен ыйтсан, вӗсемпе юнашар пурӑнакан йӗтӗн сӳсӗ пек сухаллӑ пӗчӗк старик ним тытӑнса тӑмасӑрах каласа хунӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Унӑн специфики те ҫапларах, ӑнсӑртран пырса лекнӗ ҫын унта вӑрах тытӑнса тӑраймасть, мӗншӗн тесен ҫак отрасльте чи кирли — тӳсӗмлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӑшпиллӗх.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

— Нимех те, — тавӑрчӗ Укахви, алса йӗпписене хӑвӑрт вылятма тытӑнса.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви вӑрмана кӗрес умӗн, хӑй сисмесӗрех ҫуҫенсе, кӑшт тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сухви пӗр самант тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Уҫӑ пӑлтӑр умӗнче пӳртре ҫын пур-и, ҫук-и тесе пӗр самант тытӑнса тӑчӗ; шалтан пӗчӗк ача сасси илтӗнсен, хӑюллӑнах урата урлӑ ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Каҫ еннелле вӗсем, алла-аллӑн тытӑнса, улӑх тӑрӑх утса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӗррисем (ҫип номерне кура тӗрлӗрен-ха вӗсем) ытларах тӗртекен цехра тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех