Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумалли (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ чӗрӗ чунра тытӑнса тӑрать, машина вара — пурнӑҫа лайӑхрах тумалли хатӗр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пӗркун курнӑччӗ эсир шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ӗҫленине, паян каллех пӗрле иккен, каллех пӗрле тумалли ӗҫ тупӑннӑ сире валли, — сӑмси патнех тытнӑ хут татӑкӗ ҫине махорка янӑ май лӗх-лӗх кулчӗ Элекҫей.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

РФ тата ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ паян та халӑх хушшинче — ял старостин пӗрле канашламалли, тумалли тупӑнсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хисеп кӗнекине кӗртрӗмӗр // Надежда БАЙМУШКИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... bce%d1%80/

— Паллах, тумалли ӗҫсем, татса памалли ыйтусем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Ларура тумалли ӗҫсемпе вӑхӑтлӑ килӗшӳ туни те ҫак кӑтартӑва лайӑхлатни пирки калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Чӳк тумалли сӑваплӑ вырӑна тӗп турӗҫ те, ӑҫтан киремет тытамакӗнчен хӑтӑлӑн?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

- Республикӑн ял тӑрӑхӗсенчи ҫурт-йӗре комплекслӑ тата пӗр вырӑнта тумалли программӑпа килӗшӳллӗн 2009 ҫулта Александровка клубне, каярахпа Кивӗ Сӗнтӗртине тӗпрен юсаттартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

«Авангард» пӗрлешӗвӗн «Ҫӗрпӳ беконӗ» филиалӗнче ака тумалли лаптӑк 6 000 гектарпа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Пирӗн шутпа ҫакӑ вӑл — творчествӑллӑ позицисем тумалли йывӑр та кӑткӑс ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштармалли тапхӑр, нацилле искусствӑна ӳссе пыма анлӑ ҫул уҫса паракан тапхӑр, творчество опычӗ пухмалли тата профессилле кадрсем хатӗрлемелли тапхӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хӑвӑрт кӑна камӑн мӑн тумалли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

План тӑрӑх, 35 000 гектар ҫу тумалли культурӑсем акса хӑвармалла, пӗтӗм хушма хуҫалӑхсемпе пӑхсан 19 000 гектар ҫинче ҫӗрулми лартмалла, сахӑр чӗкӗнтӗре тата ытти культурӑсем те».

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Сенӗк тумалли виҫӗ юплӗ ҫирӗк шыраса икӗ кун вӑрманта ҫӳрерӗм — эс ӑна пӗр минут хушшинче хуҫса хутӑн! — чышкӑпах юнарӗ капан тӑрринчи Тимахван мучи.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Анне, республикӑра пукане тумалли конкурс йӗркеленӗ.

«Мама, в республике объявлен конкурс на изготовление кукол.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Ӗҫе улӑштарасси, профессие улшӑну кӗртесси, тепӗр вӗренӳ учрежденине куҫасси пирки шутланӑ тӑк халӗ ҫакна тумалли ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Стрельцы, если вы задумывались о смене работы, изменениях профессиональной ориентации, переводе в иные учебные заведения — сейчас подходящее для этого время.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Трансформатор подстанцийӗсен, электричество парса тӑракан кабель тата сывлӑш линийӗсен проекчӗсене тата урама ҫутӑпа тивӗҫтермелли проектсене туса хатӗрлемелли, вӗсене юсамалли тата тумалли ӗҫсем республикӑра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Сӑмах — сӑнлӑхсем тумалли элемент.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӗлхе, сӑмах — формӑ тумалли хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ӳлӗм тумалли те сахал мар, чи кирли пирӗн халӗ пуҫсене сыхласа хӑварасси….

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне мӗн тумалли лайӑхрах курӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех