Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнӗ (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тавралӑха хаваслӑх, савӑнӑҫ сӑнӗ кӳрес килет.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аякран-аякран шутарса каланӑ сӑмаха та вӑл хӑй ҫине илсе пӑшӑрханассӑн, унӑн сӑнӗ тата хурлӑрах пулса каяссӑн туйӑннипе ун умӗнче ахаль сӑмах каласа яма та иккӗлентерет, шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӳҫӗ те, хулӑн куҫ харшисем те, пӑт хура куҫӗ те, кӑшт тӗксӗмрех сӑнӗ те — ӑна калама ҫук хӑйпе евӗр илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрӗн хурлӑн курӑнакан сӑнӗ витӗр шалтан телей ҫути хӗрелсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Унӑн хӑрах питҫӑмартине хӗвел сӑнӗ ҫапрӗ, тепӗр питҫӑмартийӗ хӑй мӗлки ӑшӗнче — уйӑх пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӑнӗ ун йӑлтах ҫиҫет, вылять, пӗр тӗксӗмленет, пӗр ҫуталса каять, куҫӗ пӗрре хӗсӗнет, тепре чарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫутӑ сӑнӗ — хӗвеле хирӗҫ тытнӑ таса панулми пек, витӗр пӑхсан, вӑрри курӑнса каяс пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӑнӗ эрлӗклӗ курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл комсомолка, коммунизмла ӗҫ ударникӗ, сӑнӗ — фабрикӑн Хисеп хӑми ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑтӗнче — хӑйӗн сӑнӗ, хӑйӗн илемӗ ҫӗрӗн-шывӑн.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Пӑхать те шухӑшлать ӗнтӗ: «Эсӗ ҫук пулсан, илем ытларах пулмалла кунта, савӑнӑҫлӑрах ҫиҫмелле Чӗкеҫ сӑнӗ», — тет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл та шухӑша кайрӗ, ун сӑнӗ те тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Анатолий Семенович стена ҫумӗнчи шурӑ плафонлӑ лампӑна ҫутма тӑчӗ, анчах «Бианка» сӑмаха илтрӗ те — ахӑртнех, сӑнӗ улшӑннине кӑтартас килмерӗ — аллине усрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халӗ тин, алӑк патӗнче, хамӑрӑн пӗчӗк тусӑмӑра асӑнтӑм та, Анатолий Семенович сӑнӗ ҫавӑнтах тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тулли уйӑх пек ҫуталчӗ унӑн сӑнӗ (юратать ҫав Тимофей Иванч хӑйне мала хунине!).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн чухне нихӑҫанхинчен те ҫутӑрахчӗ Верук сӑнӗ, нихӑҫанхинчен ҫепӗҫрехчӗ сасси, янӑравлӑрахчӗ кулли, ҫӑмӑлрахчӗ утти.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унӑн сӑнӗ сасартӑк тискерленсе кайрӗ, кӗлетки сиксе чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мускав хирӗнче выртса вилнӗ Кӗҫтук сӑнӗ: «Епле пурӑнӗ-ши ӗнтӗ ман Укаҫ, пулӑшма тӑрӑш Укаҫа, кӳршӗ пек пул, тус пек пул, ан ман», — тенӗн курӑннӑччӗ Тимуша.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чи малтан Лашманова асӑрхарӗ вӑл — сӑнӗ сасартӑк тӗксӗмленчӗ, куҫ харшийӗсем, ҫамки тирне картлантарса, ҫӳлелле ывтӑнчӗҫ; Пруткин ҫине пӑхрӗ — тутӑх ҫинӗ тимӗр пек шатра-паталлӑ хӗрлӗ пичӗ чӗтренсе илчӗ; хӑй умне кулкаласа пырса тӑнӑ Серебрякова куҫӗпе сӗртӗнчӗ — сӑнӗ кӑштах ӑшӑнчӗ; мана курчӗ — хӑйне хӑй ирӗксӗрлесе кулам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Чи лайӑх строительсенчен пӗри вӑл пирӗн. Ун сӑнӗ яланах Хисеп хӑми ҫинче. Нихӑҫан та ӳсӗрӗлсе кӑтартман вӑл, ӑнсӑртран пулнӑ ку», — терӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех