Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнӗ (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑнӗ улшӑннӑччӗ унӑн: пӑлханчӑклӑ, усал, куҫӗ хӑравҫӑллӑн сиккелет.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑнӗ тӗксӗм.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ вӑйпутӑн сӑнӗ пӗрре те савӑнӑҫлӑ марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех, миҫемӗш хут ӗнтӗ, унӑн чакӑр куҫлӑ ырӑ кӑмӑллӑ сӑнӗ куҫ умне тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Эмирпе уйрӑмах туслӑччӗ, ҫавӑнпа уншӑн питӗ тӑрӑшрӗ: юпа ҫине чи малтан арҫын сӑнӗ касса кӑларчӗ, унтан ҫӳлерех вара ырӑ ӗҫшӗн, этем телейӗшӗн кӗрешсе пуҫ хунӑ паттӑр паллине — ӑмӑрткайӑка — ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ сӑнӗ куҫӗ умӗнчен каймарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин кӑна патька-патша сӑнӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, ырӑччӗ вӑл, сӑвӑнӑҫлӑччӗ, халӗ, акӑ, ун куҫӗ тӑшман ҫине ҫӗмрен пек тӑрӑнать…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах унӑн куҫӗ умне пӗркунхи тӗлӗнтермӗш хӗр сӑнӗ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу сӑнӗ кӑшт ҫеҫ телейлӗ кулӑпа ҫуталса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑнӗ те илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑнӗ такама та хӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан пуҫне ҫӗклесе ашшӗне чуп тӑвать, Унӑн хаяр кӑмӑлне тӗппипе пӑтратать: Чӗкеҫ сӑнӗ хӗрлӗ, пичӗ-куҫӗ вирлӗ, Ҫан-ҫурӑмӗ яштак, ҫӗмӗрт хулӑ евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хуйха пуснӑ Унерпин пичӗ пӗр хӗрелчӗ, Еркиней ҫинчен илтсен сӑнӗ каллех сӳрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урха сӑнӗ пӗтӗм чунне пӑхӑнтарса илнипе Майра патша манса кайрӗ чӗннӗ Чӗкеҫе.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑнӗ пуҫӗ пан улми, Пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырли.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Карикатура мар, чӑн-чӑн фюрер сӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Вӑл ҫавӑнтах пысӑк фанера ҫӗклесе тухрӗ, ун пӗр енче фанера талккӑшпех Гитлер сӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Унччен те пулмарӗ, алӑкра арӑмӗн ҫиллес сӑнӗ курӑнса кайрӗ: ҫийӗнче ӗҫ халачӗ ҫӳҫӗсене пӗчӗк тутӑр айне пуҫтарса чикнӗ, аллинче пуш витре.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ӳсет йӑван васкаса, ҫирӗп сывлӑхлӑ, таса; сӑнӗ ҫиҫет савӑнмалӑх, пӗвӗ каять ӑмсанмалӑх, кӑмӑлӗ уҫӑ йӑпанмалӑх, анчах темшӗн ҫынсем ӗҫре курмаҫҫӗ Йӑвана.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Хура та пӗчӗкскер, вӑрӑм ҫӳҫӗ пилӗк таран сапаланса тӑрать, сӑнӗ вара — пукане пек чипер, урисем тӑпӑл-тӑпӑл…

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех