Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмесӗрех (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ кӑна ҫуркуннеччӗ-ха, халӗ кӑна Лена фермӑра ӗҫлеме пуҫларӗ, ак сисмесӗрех кӗр кунӗсем ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ытла та ӑста калать иккен Ванюк купӑсне, урасем хӑйсемех ташӑ картине илсе тухаҫҫӗ, темӗнле ташлама пӗлмен ҫын та сисмесӗрех тапӑртатма пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Выляса кулнӑ хӗрсем Ефим Егорович хӑш вӑхӑтра пырса тӑнине сисмесӗрех юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена хӑй сисмесӗрех каччӑ ытамне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ленӑн шухӑшӗсем хӑй сисмесӗрех Ваня ҫине куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кирук хӑй сисмесӗрех куҫӗсене шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӑх каллӗ-маллӗ хӗвӗшекен тротуар ҫинче вӑл хӑйне ӗлӗкхиллех маттур тытма тӑрӑшрӗ, ҫапах пултараймарӗ, хӑй сисмесӗрех аллисене кӗсьене чикрӗ, пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӳррипе каласан, вӑл хӑй сисмесӗрех чӑн-чӑн эксплуататор пулса тӑчӗ, Манефӑна хӑйӗн тарҫи кӑна мар, чури туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑй сисмесӗрех, майӗпен вӑл госпитальте чи кӗтнӗ ҫын, чи хаклӑ хӑна пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем сисмесӗрех чӑвашла хапха умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал калаҫкаласа пынӑ май вӗсем сисмесӗрех чиркӳллӗ яла ҫитсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп тусӗ ҫапла вӗрентсе хӑварнӑччӗ: «Таблетка ҫӑтнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен хӑв сисмесӗрех ҫывӑрса каятӑн та кайран тап-таса пуҫпа вӑранса каятӑн», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешӗ сисмесӗрех юлчӗ пулмалла: сассине те кӑлармарӗ — ара, халӗ шӑпах тутлӑ ыйӑхпа ҫывӑрмалли вӑхӑт-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергейсен пӳртӗнче вуннӑллӑ лампа ҫуталса кайсан, Хрестук хӑй сисмесӗрех кӑкӑрне чӑмӑртаса тытрӗ, темшӗн ҫак самантра ӑна чӗри кӗҫ-вӗҫ тухса тарас пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, хӑрах аллине ҫаплах мӑйракаран вӗҫертмесӗр, така ҫинчен анчӗ, шӗвӗр пӳрнипе карттус хыҫӗнчен кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ (мур илесшӗ, хӑй сисмесӗрех алӑ ҫавӑнта пырать-ҫке!), унтан пурин ҫине те пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Акӑ мӗн, ачасем. Качакасем йывӑҫ тунисене кӑшланӑшӑн эпир пурте айӑплӑ. Кӑвайт патӗнче айланса, эпир вӗсем пирки мансах кайнӑ. Ҫавӑнпа та кун ҫинчен никама та пӗлтерес мар. Юрать-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем, Нурулла мыскарипе йӳпсӗнсе, Палас тулса пынине те, Хветут хыҫӗнчи кукӑрта пӑр капланнипе шыв Упа авӑрӗ тӗлӗнче ҫыранран тухса урама шӑп ҫурмалла татса кайнине те сисмесӗрех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Телей тени хӑш чухне сисмесӗрех сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Кил хуҫи лӑпкӑн курӑнма тӑрӑшрӗ, анчах чӗтресе тухакан сасси, хӑй сисмесӗрех юхса анакан куҫҫуль тумламӗсем ӑна ҫак вырӑна пӑрахса кайма йывӑрри ҫинчен каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Эп хам сисмесӗрех Ленькӑпа тавлашӑва кӗрсе кайрӑм, Санюка хӳтӗлеме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сисмесӗрех хӗвел кустӑрми тусем хыҫне хӗрелсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех