Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем ӑна тиркесе малашнехи пирки каласа паракан тенӗ, теприсем вара ҫӗр чӗтренӗвӗ пулассине ҫирӗплетекен фактсем пулманни пирки пӗлтернӗ.

Одни пренебрежительно назвали его прорицателем, а другие сообщили, что не было зафиксировано предвестников землетрясений.

Турцире ҫӗр чӗтренӗвӗ пуласси пирки малтанах систернӗ ӑсчах ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫейри Инҫеттухӑҫра та ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки каланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34383.html

Ӑҫта кӑна васкамаҫҫӗ пуль, пӗрисем анаталла, теприсем тӑвалла утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Пӗрисем чӑваш, вырӑс, теприсем украина, мордва халӑх ҫи-пуҫне тӑхӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрисем ҫунашкасемпе, теприсем йӗлтӗрсемпе ярӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрисем ҫӗнӗ ҫулхи стена хаҫачӗ валли статьясем ҫырчӗҫ, теприсем ӳкерчӗксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрисем Варварин ӗҫне тӳрех милици аллине памалла терӗҫ, теприсем юлашки хут каҫармалла терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлама пӗрисем укҫа чиперех тӳлеҫҫӗ, теприсем - пӗр пус та памӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Пӗрисем урамсене, ҫырма-ҫатрасене тасатаҫҫӗ, теприсем вара унта ҫӳп-ҫап пырса тӑкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Пӗрисем — Балаковӑран, Саратов ГЭСӗн строительствинчен, килнӗ кунта, иккӗмӗш ушкӑнӗ, ватӑ Днепрпа сывпуллашса, аслӑ Атӑл еннелле васканӑ, виҫҫӗмӗшӗсем — чӑваш ҫамрӑкӗсем — Атӑл ҫинче хӑватлӑ стройка пуҫланасса кӗтсе илнӗ-илнех, малтанхи кунах гидростроительсемпе пӗрле ӗҫе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пӗрисем земснаряд ҫинчи пӗрремӗш вахтӑра тӑнӑ, теприсем анатри пӗвен — перемычкӑн — пӗрремӗш метрне купаласа Атӑлалла кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — строительствӑна чи малтан ток паракансем пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пӗрисем каллех вучах ҫывӑхне пухӑнчӗҫ, теприсем, хӑйсен вырӑнӗсенчех юлчӗҫ пулин те, нимӗн те ӗҫлемерӗҫ.

Одни снова сбились у горна, другие остались на своих местах, но работать перестали.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗрисем юратнӑ ҫынран, япаларан уйрӑласшӑн мар, чун ыратӗ.

Многим будут надоедать поклонники, кто-то не захочет расставаться с любимой вещью, в любом случае, зависимость может сказаться болезненно.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрисем сӑваплӑ вырӑнсене ҫитӗҫ, теприсем медитаци тӑвӗҫ.

Кто-то посетит священные места, кто-то займётся медитацией.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрисем чирпе асапланаҫҫӗ, теприсем — ӑшша-сивве чӑтса.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Михаил Кондратыч тавра ҫамрӑксем, уйрӑмах шкул ачисем, йышлӑн явӑҫаҫҫӗ, вӗсенчен пӗрисем ытлашши ӳссе кайнӑ акаци турачӗсене касса тикӗслеҫҫӗ, теприсем улмуҫҫисем хушшинчи тислӗк куписене салатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрисем патӗнче хӑнара пултӑм, ҫавсем парса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗрисем ӑна «суя чӑпти» тетчӗҫ, теприсем — «агитатор».

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Яланхи пекех, пӗрисем, Микула ӗҫӗ ӑнса пытӑр тесе, чӗререн ырӑ сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрисем тӳсмелле мар йывӑр ӗҫпе суха хӑми пек авӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн пӗрисем телейлӗ, теприсем телейсӗр?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех