Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнине хавхаланса йышӑнчӗҫ, теприсем харпӑр хӑй шухӑшне палӑртма васкамарӗҫ-ха, «пурӑнса пӑхар — мӗн пулӗ» терӗҫ, виҫҫӗмӗшсем вара пуҫӗсене усрӗҫ, ӗҫ ӑнӑҫасса шанмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗрисем Шупашкаралла килнӗ, теприсем Етӗрне, Горький еннелле ыткӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗрисем ана вӗҫне ҫывхарнӑ, теприсем чылай кая юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗрисем купасене тиесе турттараҫҫӗ, теприсем капан тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Лешсем вилеймен — антӑхса кайиччен хайхискерсене пӗрисем чиперех туртса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах «Нарспи» авторӗн ҫак шухӑшне палӑртнӑ чухне эпир унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пур чухне те тап-таса ылтӑн пек пулнӑ тесе калама пултараймастпӑр: Иванов пурӑннӑ саманара халӑх ӑс-тӑнӗнче тӗксӗм шухӑшсем те нумай пулнӑ, халӑх турра та, усала та ӗненнӗ; пӗрисем киреметсене, теприсем турӑшсене пуҫ ҫапнӑ, виҫҫӗмӗшсем турӑшсене хӑйма сӗрсе, кил хушшине ҫӗтӗк ҫӑпата ҫине кӑларса лартнӑ; пӗрисем революцие мухтакан кӗнекесем тупса вуланӑ, патша йӗркине хирӗҫ пыракан кӗрешӗве хутшӑннӑ, теприсем революци паттӑрӗсене тытса жандармсен аллине панӑ…

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗрисем выльӑх, ҫак тӗнче ылханчӑкӗ — офицер калашле, анчӑк юлашки пулса вилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пупсене шалча ҫине лартнӑ, терӗҫ пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапас та пӑрахас виҫҫӗшне те! — кӑшкӑрашасҫӗ пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисем тӳрех хӑйсене панӑ ятсене маннӑ пек хӑтланчӗҫ, теприсем калайманнипе аптрарӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем ӗлӗкхи ячӗсене хальхипе арпаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисем унран ҫӑлӑнӑҫ ыйтаҫҫӗ, теприсем — тавӑру.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисем ӑна хурахсен патши мар,хресченсен патши теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурхи ӗҫсем пӗтнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗрлӗ ӗҫпе айланма тытӑнчӗҫ: пӗрисем вӑрманта аппаланчӗҫ, теприсем вӗллисемпе тӑрмашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисем, ав, Савантер пек, вӑйсӑррисене хур кӑтартса телей тупма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫак ҫут тӗнчере пурнӑҫ ҫавӑн пек пуль ҫав ӗнтӗ: пӗрисем хуйхинчен хӑтӑлаймаҫҫӗ, теприсем, ҫынна хуйхӑртса, телей тупаҫҫӗ, — хӑй шухӑшне шӑппӑн каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шоссепе час-часах машинӑсем кӗрлесе иртеҫҫӗ: пӗрисем — фронт еннелле, теприсем — пире хирӗҫ, каялла.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пӗрисем, алла хӗҫ-пӑшал тытса, ҫӗршыв ирӗклӗхне сыхлакансемпе пӗр ретре, теприсем ҫапӑҫу хирӗнчисене пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Пӗрисем электролини валли шӑтӑксем алтрӗҫ, теприсем тракторпа юпасем турттарчӗҫ, виҫсӗмӗшӗсем ҫав юпасене тимӗр-бетонран тунӑ кӗскерех юпасемпе пӗрлештерсе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

— Куратӑр-и, пӗрисем ырхан та хӗвелпе хуп-хура пулса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрисем шутлама вӗренеҫҫӗ, теприсем ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех